Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: велосипедсем

Спорт

Чӑваш Ен велосипедисчӗсем Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе «Спица ҫинчи хӗвел» акци ирттереҫҫӗ. Ҫамрӑк ӑрун ҫарпа патриотлӑх воспитанине парас тӗллевпе велочупу иртнӗ. Юбилейлӑ чупӑва, кӑҫалхипе 10-мӗш хут иртнӗскере, Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 69 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Элӗк район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, велосипедҫӑсем «Ҫӗнӗ Шупашкар — Шупашкар — Элӗк» ҫула парӑнтанӑ. «Боевая» команда Элӗк ял тӑрӑхне паян ҫитнӗ. Ыран вӗсем Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ уява хутшӑнӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://vk.com/born_in_chuvashia
 

Персона Николай Трофимова юбилейпе саламланӑ чухне
Николай Трофимова юбилейпе саламланӑ чухне

Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек ялӗнче пурӑнакан 90 ҫулти ветеран… халӗ те велосипедпа ярӑнать. Николай Трофимович Трофимов ҫавра юбилейне нумаях пулмасть уявланӑ. Паллӑ ҫак кунпа ӑна Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев, Ветерансен канашӗн председателӗ Василий Львов, Уйкас Кипек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Петров киле пырса саламланӑ.

Николай Трофимович фронта ҫамрӑклах тухса кайнӑ. Тӑван ҫӗршыв умӗнче паттарлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна орденсемпе, медальсемпе чысланӑ. Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ Николай Трофимова 55 ҫултан ҫеҫ тупнӑ.

Ветеран вӑрҫӑ хыҫҫӑн Енӗш тата Вӑрман Кипек шкулӗсенче ачасене вӗрентнӗ.

Николай Трофимовича 90-ра тееймӗн: хӑйӗн ҫулӗнчен ҫамрӑкрах курӑнать. Велосипедпа ярӑнма юратнисӗр пуҫне вӑл калчасем ӳстерет. Ветерана кинӗ Мария Михайловна пӑхса пурӑнать.

 

Персона Никита Васильев ҫулҫӳревре
Никита Васильев ҫулҫӳревре

Шупашкар каччи Никита Васильев велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑ. Ҫулӗ кӗске мар. Каччӑ Шупашкартан Капкас (Кавказ) тӑвӗсем патне ҫитесшӗн. Никита республика тулашне ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тухнӑ. Халӗ вӑл Чулхула облаҫӗнче. Ыран вӑл Саранскра чарӑнса хула тӑрӑх ҫӳреме шухӑшлать.

Никита Васильев хӑйӗн аккуанчӗн страницинче ҫапла ҫырнӑ: «Пӗрремӗш кунхи шухӑшсене ҫыратӑп. Ҫул ҫинче тӑватӑ сехет пултӑм, 60 ҫухрӑм ҫеҫ кайрӑм-ха. Ку, 1,5 уйӑх велосипед ҫине ларманнине шута илсен, лайӑх кӑтарту. Талӑкра 100 километртан ытла кайма палӑртман. Манӑн ниҫта та васкас ҫук-ҫке. Чӑваш Енре кунне 150 ҫухрӑм та кайнӑ. Хальлӗхе хирӗҫ вӗрекен сивӗ ҫилпе киленетӗп».

Никита канмашкӑн уйра е вӑрман хӗрринче чарӑнать. Хӑш чухне унӑн кӑвайт чӗртмешкӗн те вӑй юлмасть-мӗн. Ҫавӑнпа ҫулҫӳревҫӗн сивӗ консерва ҫиме тивет.

Ӗнер Никита Васильев Воротынец — Сергач — Лукояны ҫула парӑнтарма май килни, Саранск ҫулӗ ҫине тухни пири ҫырнӑ. Пӗр талӑкра вӑл 78 ҫухрӑм кайнӑ.

«Пӗтӗм вӑйран ӗҫлерӗм. Саранск ҫулне питӗ курас килчӗ. Кӑмӑл тулли, анчах ывӑнтӑм. Кӑвайт чӗртме вутӑ-шанкӑ аран пуҫтартӑм. Анчах юлашкинчен алӑ султӑм та палаткӑна кӗрсе выртрӑм», — ҫырнӑ вӑл хӑйӗн страницинче.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg13.ru/news/view/1252
 

Хулара

Шупашкар хула влаҫӗсем велосипедпа ҫӳрекенсем юлашки вӑхӑтра йышланса пынине асӑрханӑ. Ҫак транспорт хатӗрӗн лайӑх енӗсен шутӗнче хӑвӑрт ҫитме май килнине, ӑна туянма йӳннине, усӑ курма ансатне, сывлӑха ҫирӗплетме пулӑшнине асӑнаҫҫӗ. Анчах вырӑна ҫитсен ӑна ӑҫта лартса хӑвармалла-ха? Хуҫасӑр тӑраканскере атту куҫ хывакансем те часах тупӑнӗҫ.

Шупашкарта велосипедпа ҫӳрекенсем валли ятарлӑ парковкӑсем тутарасшӑн. Калинин район администрацийӗн ӗҫченӗсем хӑйсен территорийӗнчи суту-илӳ предприятийӗсен территорийӗсене пӑхса ҫаврӑннӑ. «Мега Молл» суту-илӳ центрне «Спортмастер» лавкка енчен кӗнӗ ҫӗрте, «Мегастроя» «Мега сад» енчен кӗнӗ тӗлте, «Лента» суту-илӳ комплексӗ патӗнче ятарлӑ вырӑнсем пур иккен. «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗ те велосипедсене ҫӑрана питӗрсе илмелли вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Унпа вӑл хӗлле усӑ курмасть, ҫуркунне вара кӑларать.

«Шупашкар» универмаг, «Дар»–«Шупашкар» пасар» общество, «Кӗрӗк», Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи авторынок, Кӑнтӑр пасарӗн, «Метро» суту-илӳ центрӗн, «ОВАС», «Диапазон», «Тройка» ертӳҫисем те велосипедпа ҫӳрекенсен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерме хатӗр-мӗн.

Малалла...

 

Хулара

Шупашкар хулин Мускав районӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче велопарковкӑсем пулӗҫ. Ҫак шухӑш епле ҫуралнӑ-ха? Ара, пӗлтӗр пирӗн республикӑна Раҫҫей регионӗсем йышӗнче спортпа чи тусли тесе йышӑнчӗҫ-ҫке.

Анчах республика ҫыннисем сывӑ пурнӑҫпа ытларах туслашчӑр тесен спортӑн тӗрлӗ тӗсне аталантармалла. Администраци ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ хыҫҫӑн Шупашкарта велоспорта ҫул пама тӗллевленнӗ.

Велосипедистсене меллӗрех пултӑр тесе ятарласа вӗсем валли стоянкӑсем тума палӑртнӑ. Мускав районӗнче хӑшӗ-пӗрине туса пӗтернӗ ӗнтӗ. Тӗслӗхрен, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн «Г» корпусӗ, «Электроприбор» тулли мар яваплӑ общество, «Элара» АУО умӗсенче велопарковкӑсем пур. Малашне вӗсене тата нумайлатӗҫ. Велостоянка эскизӗсене, вӗсене ӑҫта вырнаҫтармалли плана администраци йышӑннӑ ӗнтӗ.

 

Шупашкарта ҫул хӗррипе е транспортра пынӑ чух тӗленсе кайса сӑнатӑн урапасем хушшинче хӗсӗнсе пыракан велосипедҫӑсене. Вӗсене курсанах пуҫра пӗр шухӑш кӑна ҫаврӑнать: «Эх, мӑнтарӑнсем, аслӑ ҫул-йӗрпе нивушлӗ ҫӳреме хӑрамаҫҫӗ?» Чӑн та хӑш чухне велосипед хуҫисем ҫул-йӗр инкекӗсене те леккелеҫҫӗ. Урапасен шучӗ ҫулсерен ӳсе пыннипе пӗчӗк транспорта ҫул-йӗрте хӗсме те тытӑнчӗҫ.

Ку лару-тӑрава лайӑхлатма транспорт министерстви пуҫарӑннӑ. Вӗсем велосипеда урапасемпе, мотоциклсемпе, обществӑлла транспортсемпе пӗр шая тӑратасшӑн. Ведомствӑ ҫул-йӗрти ятарлӑ ҫӳрев йӗркине улшӑну кӗртме те йышӑннӑ.

Малашне ҫулҫӳревне йӗркеленӗ чухне велосипедистсен кирлӗлӗхне шута хумалла пулӗ. Вӗсем валли сылтӑм енӗпе уйрӑм ҫул уйӑрса парӗҫ. Ҫав хушӑра пурнӑҫа ҫӗнӗ терминсене те кӗртӗҫ: сӑмахран, велопешеход ҫулӗ. Ҫӗнӗ ҫул-йӗр паллисем те хӑйсен вырӑннӗ тупӗҫ.

Ҫапла вара аслӑ ҫул ҫинче ҫӗнӗ велосипед йӑрӑмӗ пулӗ. Ун тӑрӑх механика ураписен ҫӳреме юрамӗ. Унсӑр пуҫне ҫӗнӗ йӗрке тӑрӑх пӗтӗмӗшле усӑ курмалли ҫул ҫине 7–14 ҫулхисем шлемпа тата аслисемпе кӑна тухма пултарӗҫ.

Росавтодорта пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе проектра мӗнлӗ ҫул-йӗрсене саккун пырса тивнине паллӑртман-ха.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/64574
 

Ҫӗрпӳ районӗнчи йӗрке хуралҫисене дача вӑррисене тытма тӑххӑрмӗш класра вӗренекен арҫын ача пулӑшнӑ. Мӗнле майпа пирки Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби уҫӑмлатса паман-ха. «Шкул ачинчен илнӗ информаци пулӑшнипе 18 тата 20 ҫулсенчи» вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланакансен йӗрӗ ҫине ӳкме май килни пирки хыпарланӑ. Дачӑсемпе дача участокӗсенчен ҫавсем сакӑр хутчен вӑрланӑ-мӗн.

Ырӑ мар ӗҫе тӑвакансем пирки систернӗ яша паян Ҫӗрпӳ районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗ Юрий Егоров тав туса велосипед парнеленӗ иккен. Тимӗр урхамахлӑ пулса тӑнӑ ача ҫавӑншӑн савӑннӑ иккен. Йӗрке хуралҫисем парнеленӗ велосипед пур ачан та ҫук вӗт тенӗ иккен вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://21.mvd.ru/news/item/1095707/
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.11.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Кӑмӑллӑ пулӑмсенчен пуҫланакан эрне. Сире кӗтмен сӗнӳсем, тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ - ку сире хавхалантарӗ. Эрне варринче васкавлӑ йышӑну тума ан васкӑр. Эрне вӗҫнелле вӑй чакать, сирӗн канмалла, вӑй пухмалла. Вак-тӗвек тӗлӗшпе тимлӗ пулӑр, ҫывӑх ҫынсен сӗнӗвӗсене шута илӗр.

Чӳк, 10

1896
128
Андреев Алексей Петрович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1969
55
Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
1977
47
Ягупова Ирина Николаевна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын