Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: туре-шара

Хулара

Паян Лапсар тӑкӑрлӑкӗнче 52-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус шӑтӑк-путӑка кӗрсе ларнӑ. Унта вӗсен бази вырнаҫнӑ.

Пӗлетӗр ӗнтӗ: унта шӑтӑк нумай, асфальт питӗ начар. Ҫумӑр ҫунипе лупашка мӗн тарӑнӑшне пӗлме те ҫук.

Ҫула хӑҫан юсӗҫ? Ку ӗҫе ҫитес ҫула куҫарнӑ. Ӑна суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн юсамалла. Приставсем нимӗн те туманшӑн тӳре-шарана икӗ хутчен штрафланӑ.

Реконструкци 2-3 тапхӑрпа иртмелле. Кашниех 2-3 ҫула тӑсӑлӗ. Хальлӗхе ку ӗҫсене 1,5 миллиард тенкӗпе пурнӑҫлама палӑртнӑ.

 

Хулара

Шупашкар мэрӗпе Олег Кортуновпа ыран, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче 11-12:30 сехетсенче сывпуллашӗҫ. Унтан, 13 сехетре, Татиана соборӗнче кӗлӗ ирттерӗҫ.

Аса илтерер: Олег Кортунов ӗнер , ҫурлан 22-мӗшӗнче, каҫхине вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл чӗре чирне пула сывлама пӑрахнӑ.

 

Хулара

Шупашкарта маршруткӑсен йышне чакарасшӑн. Пассажирсене хальхи вӑхӑтра турттаракансенчен ҫиччӗшӗн ҫу уйӑхӗнче килӗшӳ вӑхӑчӗ вӗҫленет. Ун хыҫҫӑн вӗсен вӑхӑтне тӑсмасан та пултарассине Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ хыпарланӑ. «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах 60, 60К, 48, 49, 51, 56, 59 маршруткӑсем пирки пырать.

Маршруткӑсем сахалтарах пулсан пассажирсем троллейбуспа ытларах ҫӳреме пуҫласса шанаҫҫӗ. Троллейбус управленийӗнче лару-тӑру ҫӑмӑл маррине шута илсен маршруткӑсене сирсе хӑварни муниципалитетӑн унитарлӑ предприятине усӑ кӳме пултарать.

«За рулем» портал 49-мӗш маршуртпа ӗҫленӗ Валерий Захаров усламҫӑ пирки аса илтерет. Хула пуҫлӑхӗсем унпа пӗрлехи транспорт карттипе ЕТКпа ӗҫлеме килӗшменшӗн килӗшӗве татнӑ. Ҫакӑнпа килӗшмесӗр лешӗ суда панӑ. Ӗҫе ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пӑхса тухмалла.

 

Хулара

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков раштав уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче суту-илӳ вырӑнӗсене тӗрӗслеме хушнӑ. Икӗ кунра 1365 «фанфурик» тата 160 суя эрех туртса илнӗ.

Суту-илӳ вырӑнӗсене полицейскисемпе пӗрле хула администрацийӗн ӗҫченӗсем те тӗрӗсленӗ. Вӗсем 93 предприятие ҫитнӗ. Вӗсенчен 9-шӗнче «фанфурик» документсӑр сутнӑ. Кунсӑр пуҫне акциз маркисӗр сутнӑ эрехсене туртса илнӗ.

Сӑмах май, раштавӑн 21-мӗшӗнчен пуҫласа хулара «хӗрӳ лини» ӗҫлет. Унта «фанфурик» сутни пирки шӑнкӑравласа пӗлтерме юрать. Ку таранччен ку тӗлӗшпе 20 ҫӑхав ҫитнӗ. Унта 23-50-57 тата 23-50-58 номерсемпе шӑнкӑравлама пулать.

 

Политика Юлия Стройкова
Юлия Стройкова

ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствинче — каллех улшӑнусем. Министр ҫумӗн пуканне Юлия Стройкова йышӑннӑ.

Хушӑва ӗнер, ҫӗртмен 1-мӗшӗнче, Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Юлия Викторовна Стройкова унччен ЧР Наци телерадиокомпанийӗн директорӗн ҫумӗ пулнӑ.

Аса илтерер: юлашки уйӑх ҫурӑра ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствинче министрӑн икӗ ҫумне должноҫран хӑтарнӑ. Хӑшӗ-пӗри пӗлтернӗ тӑрӑх, Алексей Новиков хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Светлана Каликова вара ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьеван пулӑшуҫин должноҫне йышӑннине пӗлтернӗччӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 26

1928
96
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть