Сывлӑх
vk.com сайтри сӑн Чӑваш Ене Ҫӗпӗр мурӗнчен сыхланмалли 750 доза вакцина илсе килни пирки пӗлтернӗччӗ. Прививкӑна Ҫӗрпӳ районӗнчен пурӑнакансене тума пуҫланӑ. Ҫак кунсенче куҫса ҫӳрекен фельдшерпа акушер пункчӗ Кивӗ Тутайкассине ҫитнӗ. Унта пурӑнакансене Ҫӗпӗр мурӗнчен вакцинациленӗ. «Ҫӗрпӳ беконӗ» комплексра, «Куснар» агрофирмӑра ӗҫлекенсене те прививка тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Республикӑн мануаллӑ терапи центрӗн тӗп тухтӑрне Алексей Волкова юлашки ҫула ӑсатнӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗн чӗри пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ. Вӑл 57 ҫулта пулнӑ. Алексей Зинонович 1965 ҫулта Канаш районӗнчи Сиккассинче ҫуралнӑ. 1988 ҫулта вӑл тухтӑр пулма вӗренсе тухнӑ. Унтан травматологипе ортопеди енӗпе ординатурӑра вӗреннӗ. Вертебро-неврологи енӗпе специалист пулнӑ май 1990 ҫулта Хусанти патшалӑх медицина академийӗнче виҫӗ уйӑхлӑх курсра пӗлӗвне туптанӑ. 1991 ҫултанпа Алексей Волков Республикӑн мануллӑ терапи центрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Тепӗр пилӗк ҫултан ӑна тӗп врачӑн заместителӗ пулма шаннӑ, 2000 ҫултанпа центрта тӗп врач пулса тӑрӑшма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
"Чувашия. Сегодня" пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире 11-мӗш класра вӗренекен Роман Григорьев инфаркт пулнӑ хреснашшӗне вӑрмантан илсе тухнӑ. Канмалли кун вӗсем вӑрманти утара кайнӑ. Ҫул ҫывӑх мартан малтан машинӑпа, кайран йӗлтӗрпе ҫул тытнӑ. Каялла килме тухсан каччӑн ҫывӑх ҫыннине япӑх пулса кайнӑ – ӑна инфаркт халтан янӑ. Яш ҫухалса кайман. Чи малтан ҫӑлав службине, унтан хӑйӗн тӑванӗсем парне шӑнкӑравланӑ. Унтан виҫӗ йӗлтӗре пӗрле ҫыхса хурса арҫынна ҫавӑнта хурса вӑрман витӗр туртса тухнӑ. Тарӑн юра ашса пыма ҫӑмӑл пулман пулин те ҫӑлавҫӑсем патне илсе ҫитернӗ. Ҫӑлавҫӑсемпе ыттисем пырса ҫитиччен 1 сехет ҫурӑ иртнӗ. «Мана 5 минутӑн туйӑнчӗ», – тенӗ каччӑ. Спортпа туслӑ каччӑ шкултан вӗренсе тухсан йӗрке хуралҫи пулса ӗҫлеме ӗмӗтленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Чӑваш наци радиовӗн архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Шупашкар районӗнчи тӑватӑ ялта кӑҫал фельдшерпа акушер пункчӗсем тӑвассине эпир унчечн пӗлтернӗччӗ-ха. Етӗрне тӑрӑхӗнчи Вӑрманкас Асламасра та фельдшерпа акушер пункчӗ хӑпартма тытӑннӑ. Чӑваш наци радиовӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, строительсем никӗс хывнӑ. Вӑрманкас Асламас ялне хальхи вӑхӑтра «автобус ҫинчи медпункт килсе ҫӳрет, тухтӑрсене ял-йыша тӗрӗслеме май парать». Ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне ҫӑва тухсан хута ярӗҫ. Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ медпункт Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Рынкӑ салинче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Владимир Викторов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар районӗнчи темиҫе ялта кӑҫал ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсене тума палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗрне, Вӑрманкас Тӑрӑнтине, хӑпартнипе паллашма Шупашкар районӗнчи тӗп больницӑн тӑп тухтӑрӗ Владимир Викторов нумаях пулмасть вырӑна ҫитсе килнӗ. Унта хальхи вӑхӑтра ӗҫе пуҫӑннӑ, кӗҫех никӗс яма тытӑнӗҫ. Кӑҫал Шупашкар районӗнче 4 ФАП тума палӑртса хунӑ. Ҫав шутра — Уйкасра, Хыркассинче, Ваҫликассинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑн клиника онкологи диспансерӗнче хырӑм ай пырӗнче усал шыҫӑ пуррипе ҫуккине палӑртма ҫӗнӗ йышши меслетпе усӑ кураҫҫӗ. Асӑннӑ меслет ультрасасӑпа эндоскоппа ҫыхӑннӑ. Ҫав мел эндосонографи (эндоУЗИ) ятлӑ. Кӑҫалхи икӗ уйӑхра ҫав меслетпе 13 ҫынна тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслеве организма пӗтӗмӗшле наркоз тунӑ хыҫҫӑн ирттереҫҫӗ иккен. Пӗр ҫынна тӗрӗслеме 1,5-2 сехет иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирус пирки калаҫма пӑрахрӗҫ тесен те юрать. Анчах ку чир пӗтмен-ха. Чирлекенсем кӑна мар, вилекенсем те пур. Иртнӗ талӑкра республикӑра 20 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. 41 ҫын сывалнӑ. 11 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Нарӑс уйӑхӗнче 6 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Нарӑсӑн 22-мӗшӗнче ӑна пула 2 ҫын вилнӗ. Танлаштармашкӑн: кӑрлач уйӑхӗнче – 9 пациент, раштавра - 5 ҫын, чӳк уйӑхӗнче 3 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
https://vk.com/wall-35906750_197507 страницӑран илнӗ скриншот Шупашкар районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын Кӳкеҫре вырнаҫнӑ поликлиникӑпа стационар территорине таксистсене кӗртменшӗн пӑшӑрханнине халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Тӗрӗсрех каласан, таксистсене кӗртеҫҫӗ-ха, ҫуран пулсан. Автомобильсене вара чараҫҫӗ. Арҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл кӑнтӑрлахи стационарта сипленет. Ирпе тата каҫпа ӑна капельница лартаҫҫӗ. Анчах хӗрарӑм-хуралҫӑ таксие шлагбаумран ирттермест иккен. «Мӗншӗн манӑн сивӗре урама тухмалла? Енчен эпӗ хама япӑх туятӑп пулсан...», — тенӗ арҫын. Район больницин администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сывлӑх сиплев учрежденийӗн территорине ятарлӑ транспорта ҫеҫ кӗртме пӑхса хӑварнӑ. Ҫитменнине халӗ тата терроризмпа ҫыхӑннӑ хӑрушсӑрлӑх мерисене те пӑхӑнма тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов салтаксен шӑлне юсанӑ тухтӑрсене чысланӑ. Ҫав енӗпе Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиникинче ӗҫлекен стоматологсем тӑрӑшнӑ. Вӗсем мобилизациленӗ 1000 ытла салтак шӑлне юсанӑ. Шӑл тухтӑрӗсем Чӗмпӗре кайнӑ. Мобилизациленисен унти вӗренӳ центрне ҫитсе пулӑшу кӳнӗ. Ҫав енӗпе 2022 ҫул вӗҫӗнче Хулари стоматологи поликлиникин 13 тухтӑрӗ тимленӗ. Чӑваш Енри стоматологсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи салтаксене 938 пломба лартнӑ, кариеслӑ пине яхӑн шӑла юсанӑ, шӑл та кӑларма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
forum.zarulem.ws порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре чирлисене вертолётпа больницӑна илсе каякан организацие ылмаштарнӑ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫак енӗпе «Национальная служба санитарной авиации» (чӑв. Санитари авиацйӗн наци служби) акционер обществи ӗҫлеме тытӑнӗ. Аукциона пӗртен-пӗр организаци ҫеҫ хутшӑннӑ. Ҫулталӑк вӗҫӗччен вӑл ӗҫе 35 миллион та 943 пин тенкӗпе пурнӑҫласа тӑма килӗшнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, 1 сехет вӗҫнишӗн 219 пин тенкӗ тенкӗ тӳлемелле. 2020-2022 ҫулсенче пирӗн республикӑра «Русские вертолетные системы» (чӑв. Вырӑс вертолёт тытӑмӗсем) общество ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |