Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.9 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Малалла утар!

«Тӑван Ен» хаҫат самай улшӑннӑ

  15.01.2010 18:33 | 4754 хут пӑхнӑ
Паян кӑҫалхи пӗрремӗш кӑларӑмне илтӗм. Тӳрех палласа илме те май ҫук. Чӑн та Шупашкарта тухакан хаҫатсенчен пӗрре те кая мар, хӑш-пӗр енӗсемпе лайӑхрах та! Вӗсен тата сайтне кирлӗ шая ҫитермелле те — вара республикӑри чи чаплӑ хаҫат пулса тӑрӗ. Аттук, «Хыпарӗ», «Хресчен сассийӗ» вӗреннӗ пӗр ним улшӑнмасӑр, пахалӑха ӳстермесӗр ӗҫлеме.
Шел те, леш «кризис» текенни ҫавах вӗсене те пырса тивнӗ — хаҫат малашне эрнере иккӗ мар, пӗрре тухма тытӑнӗ. Пӗрре тухӗ пулин те калӑпӑшне самай ӳстернӗ пулас — 12 страницӑллӑ пулӗ.
Халӗ Шупашкарта чӑвашла тухакан хаҫат иккӗ — «Хыпар» тата «Хресчен сасси».

Малалла...

 

Е авторӗ пӗрре, е вӑрласа ҫырнӑ...

  04.01.2010 14:29 | 4373 хут пӑхнӑ
«Тӑван Атӑлӑн» 12-мӗш номерӗнче Леонид Маяксенӗн калавӗсем пичетленнӗ. Пӗри — «Эп кӗпепе ҫуралнӑ», тепри — «Ҫӑхан Анни». Пӗрремӗшне кӗртнӗ май ним ыйту та тухмарӗ-ха, иккӗмӗшӗпе вара... Пӗр-ик абзацне вуланӑ хыҫҫӑн ман пуҫра ку калавпа малтан паллашнӑ пек туйӑна пуҫларӗ. Иккеленӗве сирес тесе электронлӑ вулавӑша пӑхрӑм — Леонид Маяксенӗн унашкал калав тупӑнмарӗ. Иккӗленӳ ҫапах сирӗлмерӗ. «Ку калава тен тунӑ та вулавӑша кӗртмен?» — шухӑш явӑна пуҫларӗ. Каярах тепри пурса ҫитрӗ: «Тен кӗртнӗ чухне авторне йӑнӑш кӑтартнӑ?

Малалла...

 

«Хура ҫӑкӑра» кӗртсе пӗтертӗм.

  26.12.2009 16:51 | 4434 хут пӑхнӑ
2009 ҫула парӑмлӑ пулас мар тесе ҫак романа кӗртсе пӗтертӗм. Пӗрремӗшне тахҫанах (раштавӑн 5-мӗшӗнче) кӗртсеччӗ, халӗ вара иккӗмӗшне туса пӗтертӗм.
Мӗн калас? Хветӗр Уярӗн «Шурча таврашӗ» романӗпе танлаштарас пулсан ку ман шутпа лайӑхрах. Пӗрремӗш кӗнеки шыв пек вуланать — вулама та интереслӗ. Илпек Микулайӗ пӗрремӗш кӗнекине ман шутпа питӗ лайӑх вӗҫленӗ: пуяс шухӑшлӑ Шерккей хӑй хӗрне Нямаҫа сутать темелле. Пуясси вара пулмасть — Селимене ҫапла хур кӳни пӗтӗмпех кутӑнла пулса тухать. Ӗни тарать, лаши ҫунса каять. 100 тенкӗ укҫи те пӳрчӗ мӗнӗпех ҫунса каять.

Малалла...

 

2009 ҫула пӗтӗмлетсе

  22.12.2009 21:07 | 4929 хут пӑхнӑ
http://chuvash.org/blogs/comments/161.html — кунта 2006 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.
http://chuvash.org/blogs/comments/531.html — кунта пӗлтӗрхи, 2007 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.
http://chuvash.org/blogs/comments/785.html — кунта пӗлтӗрхи, 2008 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.

Малтан япӑххине аса илес пулӗ.
1. Чи малтан Шоркка арманӗ пирки. Шел те, ку ӗҫ манран пулмасть пулас. Сӑмах май каласан ку ӗҫре пулӑшма пултаракан ҫынна та тупрӑм теме пулать... Анчах та ку ӗҫпе кӑҫал пӗрре те аппаланмарӑм. Япӑх.

Малалла...

 

Сайты республик. 3 года спустя

  21.12.2009 22:01 | 6699 хут пӑхнӑ
Это исследование мной уже проводилось 3 года назад. Оно имеет цель сравнить сайты республик, главной особенностью которых, в отличие от других субьектов РФ — это то, что они являются национально-государственными образованиями. Посмотрим, как устроены их сайты (очень кратко):

* http://www.adygheya.ru/ (Адыгея) — главная страница на русском. (гос. языки: русский, адыгейский). Сайт кажись содержит только новости на русском языке. Наполнение сайта — хорошее. В общем, изменений никаких.

Малалла...

 

Ҫӗн планетӑна чӑвашсен ятне пама сӗнеҫҫӗ

  17.12.2009 15:55 | 5081 хут пӑхнӑ
http://www.lenta.ru/news/2009/12/17/blogs/

Хӑшӗ-пӗри пӗлмест те пулӗ — нумай пулмасть уҫлӑхра шывлӑ планета шыраса тупнӑ. Унта шыв кӑна мар, сывлӑш та пур имӗш. Ҫапах та температури унта ытла сивӗ — 200 градуса ҫитет.
Wired журнал планетӑна ят памалли конкурса йӗркеленӗ. Пӗрисем ун ятне Ҫӗпӗр пама сӗнеҫҫӗ — сасӑлама чӗнеҫҫӗ.

Хӑшӗ-пӗри пӗлмест те пулӗ — Ҫӗпӗр ятра чӑвашсен (сабирсен) ячӗ пур текен гипотеза пур. Ну мӗнле? Чӑвашсен авалхи ячӗшӗн сасӑлӑпӑр-и?
 

«Йышӑнман сӑмахсем». Любовь Мартьянова

  12.12.2009 20:43 | 5702 хут пӑхнӑ
Любовь Мартьяновӑн «Йышӑнман сӑмахсем» кӗнекине кӗртсе пӗтертӗм. Кӗртессе тахҫанах пуҫласаччӗ те халь тин вӗҫлерӗм.

Ман шутпа питӗ пултаруллӑ сӑвӑҫ. Ак «Чӑвашла» сӑввинех илес:

Чӑвашра вӑрман та чӑвашла кашлать,
Шӑпчӑк та юрлать кунта халь чӑвашла.
Сассӑм пин чӗлхеллӗ халӑх хушшинче
Янӑрать хавассӑн, уҫҫӑн, чӑвашла.


Мӗнле хӑватлӑ! Унӑн сӑввисене ман шутпа пурин те вуласа тухмалла. Чӑвашлӑх туйӑмне ҫӗклет.
 

Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑрӗ». Пӗрремӗш кӗнеки

  05.12.2009 14:48 | 5082 хут пӑхнӑ

Илпек Микулайӗ ҫырнӑ «Хура ҫӑкӑр» романӑн пӗрремӗш кӗнекине кӗртсе пӗтертӗм. Халӗ, ӑна та шута илсен, вулавӑшра пулӗ 4 роман пулать. Сӑвӑллӑ романа, историллӗ романсене шута илсен — тата та ытларах ӗнтӗ. Вулавӑшри саспаллисен шучӗ 9 000 000 иртрӗ!

Вуланӑ май, яланхи пекех, сайра усӑ куракан, хам пӗлмен сӑмахсене ҫырса илтӗм:
араслан — выр. разрастаться. «Лаштра» сӑмахпа пӗр килет пулас.

Малалла...

 

Тӳрӗ эфирта калаҫрӑм

  01.12.2009 11:23 | 4893 хут пӑхнӑ
Иртнӗ эрнекун, чӳкӗн 27-мӗшӗнче, Наци радиовӗнчи тӳрӗ эфирта пултӑм. Кӑларӑмӗ «Ҫӗр сум» ятлӑ, ӑна Олег Прокопьев ертсе пырать.
Унччен тӳрӗ эфирсенче пулманскер пӑшӑрхантӑм паллах. Кайран вара мӗн пулать те мӗн килет тесе хӑрамасӑр кайса лартӑм. Ҫур сехет ытла та нумай тесеччӗ малтан — ку вӑхӑт вара питӗ хӑварт иртсе кайрӗ. Сиссе те юлаймарӑм — пирӗн калаҫӑва пӗтӗмлетме вӑхӑт та ҫитнӗ иккен.
Чипер су пулсан наци радиовӗн программине сайтра вырнаҫтарӑпах. Хальлӗхе темӗскер вӑхӑт тупаймастӑп-ха...

Тӳрӗ эфирта мӗн калаҫнине кунта итлеме май пур:
http://music.

Малалла...

 

Калаҫрӑмӑр

  04.11.2009 13:35 | 5489 хут пӑхнӑ
Паян, канмалли кун микрофона алла тытса Тимӗркке Митяйпа тата Улатимӗрпе Скайп урлӑ калаҫрӑм. Виҫҫӗн харӑс.
Калаҫу лайӑх иртрӗ, мана килӗшрӗ — Тимӗркке Митяй купӑс та каларӗ, эпир юрӑсем юрларӑмӑр. Эп хам та ыттисенчен юлас мар тесе пӗр юрра мӗкӗрленсе (мӗн тӑвас, Турри юрӑҫ ӑсталӑхне паман) юрласа патӑм :).
Пӗр калаҫӑва пурӗ 24 ҫын хутшанма пултарать теҫҫӗ те — тепӗр хутӗнче тен, ытларах ҫынпа калаҫу йӗркелемелел пулӗ?
 

«Таркӑн» романа кӗртсе пӗтертӗм

  24.10.2009 12:05 | 5260 хут пӑхнӑ
Ҫапла, ӗҫри пушӑ вӑхӑта усӑ курсах Хветӗр Уярӑн ҫак пысӑк романне кӗртсе пӗтертӗм. Ӑна кунта тупма май пур:
http://chuvash.org/lib/haylav/1924.html

Хайлавӗ пӗр енчен килӗшрӗ ӗнтӗ, тепӗр енчен темӗскер ҫитмест пек туйӑнать. «Шурча таврашӗнче» ят панӑ та романӗ Шурча вӑрҫи тавра ҫеҫ ҫӳрет. Вӑрҫӑ пирки асӑннӑ вырӑнсене те ытларах документаллӑ майпа ҫырнӑ. Хӑй вӑрҫине, ҫапӑҫнине, ҫырса кӑтартман. Вулавҫӑн ӑна хӑйӗн ӑсӗнче ҫавӑрттарса ирттермелле. Вӑрҫӑ таврашри ӗҫсене самай лайӑх сӑнаса панине пула вӑрҫине курма йывӑр мар.

Малалла...

 

Элӗк тӑрӑхӗнче пултӑм

  17.10.2009 14:56 | 5019 хут пӑхнӑ
Ҫапла, пӗр икӗ-виҫӗ хут ҫитме палӑртнӑ ҫӗре юнкун ҫитсе куртӑм-куртӑмах. Элӗк - Асамат - Витеҫуч - Торӑпкасси - Павлушкӑнь - Хуравар - Кӗҫен Тӑван - Кармал - Тени - Кайри Хирлеп - Малти Хирлеп ялсене ҫитсе куртӑм. Кайран вара, Вӑрнар районне каҫнӑ хыҫҫӑн, Ойкас - Малтикасси - Ҫӗнъял - Калинин ялсенче пултӑм. Калининтан вара Лапсара автобуспа ларса ҫитрӗм ӗнтӗ.
Сӑнӳкерчӗксене каярах вырнаҫтарӑп, халӗ вара ку фотосессире мен курни-илтни пирки пелтерес тетӗп.
Витеҫучре Алина Аркадьевна амӑшӗ мана хапӑл кӗтсе илчӗ — ял тавралӑхӗпе паллаштарчӗ. Питӗ правур — мана таҫтичченех ӑсатса ячӗ, Торӑпкассине ҫул та кӑтартса ячӗ.

Малалла...

 

yumah.com сутаҫҫӗ

  06.10.2009 19:04 | 4803 хут пӑхнӑ
Паян ман пата ҫыру килчӗ.
Эх, мӑнтарӑнсем... yumah.ru домен ман алӑра пулнӑран пулӗ ҫырса янӑ. Yumah.com домена шереметсем сутатпӑр тет, хаклах мар тет :). Мӑнтарӑнсем... Yumah.ru доменӗ те никама кирлӗ мар пирки чухламаҫҫӗ. Вӗсем вара мана тепӗр домен туянтартарасшӑн. Ятарласа кӗрсе пӑхрӑм — мӗн чухлӗ ыйтаҫҫӗ-ши тесе — 97 доллар иккен. Сайтне аукцион манерлӗ тунӑ — кам ытларах парать, ҫавна сутса яратпӑр имӗш. 120 долларпа туянатӑп тесе хуравларӑм. Ан тив, домен хакӗ ӳстӗр — хӑйсен ухмах пуҫне пула тен yumah.net, yumah.org доменсене те туянса хурӗҫ :)

Пӗрисем, ав, ggm-rpg.

Малалла...

 

Апачӗ тутлӑ пултӑр е камӑнлӑх категорийӗ

  06.10.2009 14:33 | 6573 хут пӑхнӑ
Халӗ, эпир, чӑвашсем, апата ларнӑ чухне «Апачӗ тутлӑ пултӑр!» тетпӗр. Леш, «Приятного аппетита!» текен чӑвашне тӗкӗнмӗпӗр, чӑвашла пуплекенни пирки сӑмах хушӑпӑр.
Пирӗн чӗлхе улшӑнсах пыни пурне те курӑнать пулӗ? Вырӑсланни ҫеҫ мар, чӑвашла та эпир урӑхларах калаҫатпӑр. Хӑш-пӗр улшӑнусем вырӑс чӗлхи урлӑ кӗреҫҫӗ («Иван Иванович ХХ ҫулта» теес вырӑнне «Иван Ивановича ХХ ҫул!»; «-ра/-ре/-та/-те» аффикс вырӑнне ҫине-ҫинех «ҫинче» сӑмаха усӑ курни тата ытти те), теприсем вара хамӑр улшӑннинчен пулӗ...

Ак, «Таркӑн» романа вуланӑ май мӗн тӗл пулчӗ:
«— Апат тутлӑ пултӑр!

Малалла...

 

Сӑра вӗретме чараҫҫӗ-ши?

  06.10.2009 11:04 | 5256 хут пӑхнӑ
http://www.lenta.ru/news/2009/10/06/beer/ — Депутат-справоросс предложил лицензировать производство и продажу пива.


Таким образом, для производства и продажи пива необходимо будет получать лицензии, а пиво крепче 9% нужно будет снабжать акцизными марками. Кроме того, если закон примут, будет запрещена реклама пива по радио и на телевидении, а пиво можно будет продавать только в магазинах.


Кунашкал сакуна йышӑнсан ахаль ҫšнсен сӑра та вӗретме юрамасть ӗнтӗ... Ахаль ҫынсен эрех тума юрамасть-ҫке — ҫавнашкал чӑвашӑн та сӑра вӗретме май килмӗ.

Малалла...

 

Доктор Вэб та пулӑшаймӗ

  01.10.2009 17:00 | 4557 хут пӑхнӑ
http://ithappens.ru/story/1297

Пирӗн пулӑшу службине хӗр шӑнкравларӗ:
— Алло. Эп вирус ҫаклатрӑм, ман пата килеймӗр-ши?
— Пултаратпӑр. Вирус пурри мӗнрен палӑрать вара?
— Экранӗ тӗксӗм, варринче — шур эрешмен карти.

Тӗлӗнтӗмӗр, ҫавах та ҫула тухрӑмӑр. Ҫитрӗмӗр — сӗтел ҫинче ванчӑк мониторлӑ ноутбук лара парать, кӳлепи те ҫӗмрӗк. Эпир тӗлӗннине кура хӗр ним пулман пек ӑнлантара пуҫларӗ:

— Компьютера ӑнсӑртран ӳкертӗм — вӑл майӗпен ӗҫлеме пуҫларӗ. Юлташ хӗр вирус лекнӗ пулӗ тесе пӗлтерчӗ, унтан хӑтӑлма тепӗр хут ӳкерме сӗнчӗ — вара вирусӗ ҫухалать терӗ.

Малалла...

 

Сӑмахсене куҫарма манса каятпӑр-и?

  01.10.2009 11:52 | 4339 хут пӑхнӑ
Хаҫат-журналтан чылай статья, хайлав сканерлама тивет. Юлашки вӑхӑтра сӑмахсене йӗркерен йӗркене тӗрӗс мар куҫарни час-часах тӗл пула пуҫларӗ. «Тӑван Атӑл» журналта виҫӗ тӗлте куранчӗ. Ак халӗ, «Хыпарти» «Тӑхти тӗнчи — чӑваш чунӗ» статьяна сайта кӗртес ӗҫпе ларатӑп. Кунта та «ытамӗнчен» сӑмаха «ытамӗ-нчен» майлӑ куҫарнӑ. «Ытамӗн-чен» мар-ши?
«Тӑван Атӑла» (2009, 8№), унти тӗслӗхсене илме, уҫрӑм кӑна — тӳрех ман ума тухса тӑчӗҫ: «ютш-ӑнмасӑр» (чӑн та ӑнман :) /109 стр./. Ку хайлава /«Тор тӑрӑхӗнче»/ эп вуламан-ха, каярах кӗртме шутлатӑп), «кил-ӗшмерӗ» (кунашкал ытлашши йӑнӑшах та мар пулӗ, эпӗ «ки-лӗш-ме-рӗ» майпа уйӑрнӑ пулӑттӑм /109 стр.

Малалла...

 

«Тупмалли юмахсем» ӑмӑрту пирки

  29.09.2009 22:24 | 8195 хут пӑхнӑ
Чӑн та, кун чухлӗ ача хутшӑнасса эпӗ кӗтменччӗ. Пин ытла! Чи нумаййи 267 пухма пулать — ун чухлӗ пухакансен шучӗ пулмасть те пулӗ тесеччӗ. Ҫук иккен, йӑнӑшнӑ. Эрне те иртмерӗ пулӗ — 267 пухрӗҫ те. Паллах, кӗнекепе(-семпе темелле ӗнтӗ — тупмалли юмахӗсене эпӗ 3 кӗнекерен илсе) лараҫҫӗ — тупсӑмӗсене хӑйсен пуҫӗпе кӑна шыранӑ пулсан 100 ытла пухма ытла та йывӑр.
Чи пӗрремӗш ҫитменлӗх — темиҫе хут регистрациленме май пани. Шутласаччӗ — тупмалли юмахӗсем йывӑр, тупсӑмӗсене тупма ҫӑмӑл мар. Пӗрре кӑна хуравласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, чылай тупмалли юмахӑн тупсӑмне пӗлеймен хыҫҫӑн ачасен интересӗ пӗтет пулӗ тесеччӗ.

Малалла...

 

«Аякка ӑсатни»

  25.09.2009 09:58 | 4725 хут пӑхнӑ
Пӗр-пӗр хирӗҫӳ, е пӑтӑрмах сиксе тухсан вырӑс ӑҫталла ӑсатать? «Иди на х%;6й!» — тесе пире аякри ҫула ярасшӑн.
Чӑвашӑн та унашкал сӑмахӗ пур: «Ҫӑва патне!» — тет иккен.
 

«Усал йӑви. Сӳннӗ шанчӑк»

  15.09.2009 23:03 | 4448 хут пӑхнӑ
«Усал йӑви. Сӳннӗ шанчӑк» («Обитель зла. Вырождение») мультфильм пӑхрӑм паян. Чӑн та, тӗнчери технологисем самай аталанса ҫитнӗ. Ҫынсен пичӗсем чӑнлӑхри пекех, хусканӑвӗсем — тикӗс, малтанхи 3D мультфильмсенчи пек тытӑнчӑклӑ мар. Хӑш-пӗр компьютер графики паллах тата та мала кайнӑ — ак «Ҫӗрӗсен хуҫи» (вырӑсла эпир ӑна «Властелин колец» ятпа пӗлетпӗр) фильмах илер — чылай пайне компьютерпа ӳкернӗ. Горлумах — чӑн мар, тӗппипех компьютер моделӗ.
Вӑт, вӑхӑт шӑвать, технологисем аталанаҫҫӗ — чӑвашсен вара халӗ те пӗр мультфильм та ҫук. Хӑлтӑр-халтӑрри те пулин ҫук.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 20, 21, 22, 23, 24, [25], 26, 27, 28, 29, 30, ... 47
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫри улшӑнусене кӗтсе илме хатӗрленӗр. Пулӑмсем кӑштах пӑшӑрхантарӗҫ, килти ӗҫсене вара сирӗн тимлӗх кирлӗ. Туссемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе канма вӑхӑт тупӑр — канмалли кунсем тухӑҫлӑ пулаҫҫех.

Утӑ, 03

1950
76
Ильин Станислав Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2004
22
Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...