| Владимир // 4935.5.6275 2012.04.06 23:58 | |
| Эпĕ те чăваш, чуваш мар чĂваш. Чуваш вырăнне вара ыттисемшĕн Булгар. | |
| Владимир // 4935.5.6275 2012.04.07 00:06 | |
| Даль словарĕнче чуваш тени витлемелли сăмах вăл тесе çырнă пулсан, мĕн пире хамăршăн чăваш тенине хăварса, ытти халăхсемшĕн булгар пулма чăрмантарать. Е витлеммелли чуваш тенĕ ят лайăх ят тесен наукăпа психологине хирĕç пулнине ăнланаймăпăр-ши? Эпир ăнланман пек тусан та, пирĕн ачасем питĕ лайăх ăнланаççĕ ăна, çавăнпа нормальнăй çынсем чуваш тенинчен вăтанаççĕ-те.  | |
| Тимер // 5574.4.5423 2012.04.08 20:10 | |
| Юхма "болгарист@.Анчах хăйне мăнаçлăн  чăваш тет."чувши"вырăссен сăмахĕ хитре мар.Халăх майĕпен хăйех татса парĕ:мĕн тумалла.Хамăра хамăр пĕтерес марччĕ.  ч                            | |
| Павловский Николай Геогиевич // 3875.89.2289 2012.04.08 21:07 | |
| "Чăваш", "пăлхар" тенисене хире-хирĕç тăратмасăрах ку ыйтăва майлаштарма пулать. Хамăр халăха "пăлхар- чăваш халăхĕ" теме тытăнмалла çеç. Çапла каласан пирĕн паянхи пурнăçпа авалхи истори ,нимĕнле пăтăрмахсăрах , сыпăнса каяççĕ. | |
|  Тимер // 5574.4.5423 2012.04.09 22:48 | |
| Килĕшмелле. | |
| Тимер // 5574.4.5423 2012.04.10 23:01 | |
| Тĕрĕсрех каласан:"сăвар-пăлхар-чăваш"халăхĕ. | |
| Алексей // 2360.57.9358 2012.04.17 18:05 | |
| Эпир халăх пек сыхланса юлас тесен- пирĕн чи сахалли икĕ япала тумалла:
 <br>1.Вырăс православи христианствăран сивĕнмелле. <br>2.Хамăр наци çынсен ячĕсене тавăрмалла. | |
| Алексей // 2360.57.9358 2012.04.17 18:09 | |
| Кам та ыйтсассăн мĕншĕн ун пек тумалла тесен-эпĕ ăнлантарса паратăп.
 | |
| Пуян // 1215.50.8375 2012.04.17 20:49 | |
| Малтанлăха пирен икĕ ятпа çÿреме пуçламалла.Пĕр ят паспортри ,тепер ят чăвашла пултăр. Ĕлĕк чăвашсем çапла тунă.Çак йĕркене "модăна" кĕртес тесе ĕçлес пулать. | |
| Тимер // 5574.4.5423 2012.04.17 22:23 | |
| Ку сăваплă ĕçе Тымарлан Пил 20 çул каяллах пуçланă.Адер,Аксар,Микула нумайăн вĕсем.Мана та Тимер тесе кăна пĕлеççĕ пĕтĕм чăвашсем.Ачасене чăвшла ят хурасчĕ.                                          | |
