Акулина // 3187.24.6929 
  2012.09.17 23:25  | |
Эпĕ пĕлетĕп чăвашла калаçакансем мĕншĕн сахалланса пынин сăлтавне. Чăваш чĕлхине вĕрентекенсемпе ăна тĕпчекенсем, хăйсен çăкăрне чăваш чĕлхи пулăшнипе тăвакансем ачисене чăвашла калаçтарманнипе. Вĕсем те калаçтармасан ыттисенчен ним те кĕтмелли çук!  | |
Тимер // 5574.4.5423 
  2012.09.18 12:05  | |
Питĕ тĕрĕс.Чăваш чĕлхипе нумайĕшĕ ;спекуляци; тăваççĕ.Чĕлхене аталантармалла тесе кăшкăрса нумайĕшĕ ĕç вырăнĕ тăваççĕ е патшалăхран укçа илсе тăраççĕ.Килĕнче вара чĕвашла калаçмаç.  | |
Тимер // 5574.4.5423 
  2012.09.19 21:08  | |
Çав вăхăтрах темиçе çемьере ÿссе çитнĕ ывăлĕ ашшĕне малтан папа тенĕскер атте теме пуçларĕ.Паллах вĕсем суварсем теççĕ хăйсене.  | |
Акулина // 3935.47.0855 
  2012.09.21 22:23  | |
Суварсем çеç мар çапла тума пĕлеççĕ, чăвашсем те. Хам шкулта вĕрентнĕ пĕр ачах салтакран таврăнсан "атте-анне" теме пуçларĕ чи çывăх çыннисене. Халь вăл инçетре ĕçлет, ялтах пÿрт-çурт лартса çемье çавăрма ĕмĕтленет.  | |
Акулина // 3935.47.0855 
  2012.09.21 22:28  | |
Пирĕн интеллигентсем - чăвашлăхпа çыхăннисем хăçан хăйсенчен пуçлаççĕ-ши чăвашлăха аталантарма? Вĕсем кăкăр çапса тенĕ пек чăваш чĕлхишĕн тăрăшнине ĕнентерме  тăрăшнă  хыççăн хăйсен тĕпренчĕкĕсемпе вырăсла калаçнине илтсен пĕрре чун ыратать, тепре хăтланă ăш пăтранса каять...  | |
Владимир // 2420.33.5901 
  2012.09.29 17:40  | |
Автобуссемпе троллейбуссем тата автолавккăсем çинчи рекламăсене чăваш чĕлхи çине куçармалла. Конституципе килĕшÿллĕн икĕ чĕлхепе  пĕртан усă курмалла.  | |
Слава // 2532.58.8185 
  2012.10.01 15:13  | |
Ребята, учите английский, и будет Вам счастье.
 Всего Вам доброго и хорошего.  | |
Акулина // 3388.30.1775 
  2012.10.01 19:38  | |
Слава! Ох, мĕнле аван пулмалла, акăлчана тухнипех телей тенине тупсан... Ачисене вырăса кăларнипе те телейлĕ туять хăйне нумай чăваш. Анчах кашниех телей мĕнне тĕрлĕрен ăнланать çав! Пирĕн пек чăвашсемшĕн телей вăл - чăваш чĕлхи çĕр çинче упранса юлни.   | |
Тимер // 5574.4.5423 
  2012.10.01 22:09  | |
Слава,ухмаха ан пер. Учите тогда уж китайский.ĂнĂçу хăвна та.  Ята ан яр вара.  | |
Юрий // 2774.87.0789 
  2012.10.16 06:50  | |
Тăван чĕлхене хисеплемен çын вăл атте-аннене те хисеплемест. Нумай чĕлхепе калаçма пĕлни вăл питĕ паха япала, анчах таван чĕлхене пĕлмен çын вара тымарсăр йывăç пекех...   | |
