Оперăпа балет театрĕнче Литература çулталăкĕпе К.В.Иванов çулталăкне уçрĕç. Пурте йĕркеллĕ пек, анчах та пĕр самант кăмăла хуçрĕ. Валери Туркайпа тутар поэчĕ Ринат Харис та сцена çине тухрĕç. Ринат Харисăн сăмахĕ пит вырăнлă пулчĕ, анчах Туркай сăмахĕ вара кăмăла хуçрĕ. Сăвви кулăшла терĕ те — пăсăк сăвви пулчĕ вăл. Вырăнлă пулмарĕ. Чăваш халăх поэчĕн ятне йÿнетни пулчĕ. Акă, итлĕр: (çырма намăс, ЧНТ пăхăр!)
Agabazar // 2886.82.9470
2015.01.23 23:34 | |
![]() |
|
Аçтахар Плотников // 3539.10.3538
2015.01.23 23:35 | |
![]() |
Эп хам та ЧНТ пӑхмас... Ӑҫтан пӑхмалла-ши? :) |
АССА // 4117.51.7078
2015.01.24 14:00 | |
Ку сӑвва вӑл Уляндина концертӗнче те намӑса туймасӑрах вуланӑччӗ. Мания величия ӗнтӗ, АСМАЛЛИ вӑхӑт, карт-бланш панӑ теҫҫӗ ӑна. Малтанхи редактора ятла-ятла хӑҫанччен ӗҫлесшӗн-ши? Хыпар сайтне пӑхӑр_ха - Игнатьев посланийӗ ҫинчен, послал та вара унта хӑйне Туркай. те 8, те 9 фото лартнӑ хӑйӗнне. Чи хитри - Варнавӑ аллине ҫулани. | |
Аксар Чунтупай // 3285.03.4519
2015.01.24 19:15 | |
![]() |
Юрий Сементерпе Порфирий Афанасьев йĕркеллĕ сăвăсемех вулама пултарчĕç. Туркай вара... хĕрарăмсем çинчен... Официаллă каçра çавăн йышши сăвва вулани, паллах, вырăнлă мар! Режиссёр асăрхамасăр хăварнă-ши?... |
Agabazar // 4137.02.5676
2015.01.24 19:37 | |
![]() |
Мĕн терĕ вара?
"Хĕрарамăн çÿçĕ вăрăм та ăсĕ кĕске" тесе каларĕ-и? Мĕн кунта ребус шутлаттаратăр? Телевиденире калама юрать те, кунта вара, çак сайтра, юрамасть-и? :-) |
Мачча // 4117.51.7078
2015.01.25 13:47 | |
Мӗн каланӑ тетне? "Турӑм, турӑм, арӑм турӑм..." Халӑх поэчӗшӗн шедеврах пара. | |
Agabazar // 4147.85.7829
2015.01.25 18:14 | |
![]() |
Çав "халах поэчĕ" тенине асăнмасан аванрах. Акă вăл чăн-чăн намăс...
Кама та пулсан качча илсен, качча илĕнекенни (качча каяканни) арăм пулса тăрать ĕнтĕ. Мĕн вара кунта намăсси? Качча илекенни (каччи) — упăшка пулса тăрать. Ку каллех намăслăх-ши е тем урăххи? Пирĕн пек айвансене кунашкал "намăс япаласем" темĕн питех витьереймеççĕ çав. Ыттисем çав тери ăслă пулас, эпир вĕсене хăваласа çитеес çук нихçан та. |
Agabazar // 4147.85.7829
2015.01.25 18:24 | |
![]() |
арăм турăм, ача турăм, ĕç турăм, çурт турăм, кăмăл турăм, сайт турăм, "танцевать" турăм, тав турăм,.... Касрăм, касрăм пĕрене, турăм-лартрăм шурă пÿрт.
Вара мĕскер? Мĕнлерех "криминал" пур кунта? |
Ăçта пахмалла? Мĕншĕн гиперкаçă е ахаль каçă çук?