Agabazar // 2775.69.0425 
  2018.05.06 15:52  | |
Шашлык.  | |
Agabazar // 2775.69.0425 
  2018.05.06 15:55  | |
Чи лайăх шашлык сысна какайĕнчен пулать.   | |
Аскольд Де Герсо // 4209.69.8061 
  2018.05.07 19:05  | |
Тĕрĕсне калатăр, Акапасар. Пĕтĕмпех килĕшетĕп. Хăшĕсем вара сурăх какайĕ аван теççĕ. Улталамастăп, тивсе курман. Тепĕр енчен хăватли пулсан, темĕн какайĕнчен те аванах каять пулĕ?  | |
Аскольд Де Герсо // 1514.5.3164 
  2018.05.09 12:01  | |
Питĕ паллă уйрăмлăх - шашлăка сус ямалла мар. Какай тутине пăсать. Кун пирки армянсем çапла калаççĕ.  | |
Agabazar // 3817.64.8335 
  2018.05.09 15:20  | |
Тĕрĕссипе каласан, йытă какайĕнчен тунă шашлык та çисе курнă. Ăнсăртран теес пулать. Новосибирск таврашĕнчи Барабинск çыннисем хатĕрленĕччĕ. Какайĕ йыттăн иккенне эп хам пĕлмен. Пĕлнĕ пулсан пырса перĕнес çукчĕ пулĕ.  | |
Аскольд Де Герсо // 8022.3.2008 
  2018.05.09 18:30  | |
Пулкалать ун йышши те. Пирĕн çурçĕрте вахтăпа ĕçленĕ чухне, икĕ хохол пурччĕ, кăшт йытă тавраш килсе тухсанах, пĕр-икĕ кунтан çухалатчĕ  | |
владимир // 3957.56.0551 
  2018.05.10 03:15  | |
Туссем, пурте эсир ăсталăхăра кунта лайăх кăтартрăр. Çавăнпа хăвăрăн та ăнса пиçтĕр тутлă апатăр.
 Украинăра пурăнакансене ан витлĕр. Çилленеççĕ вĕсем кунашкал ятпа чĕнсен. Хрĕçтерер мар.  | |
Agabazar // 1235.41.6990 
  2018.05.10 14:51  | |
Аскольда ÿкĕтлени пустуй. Çурăлса тухсан та хăй умне ыттисем  лартнă задачăна пурнăçлатех вăл.   | |
Аскольд Де Герсо // 1269.83.5373 
  2018.05.10 20:44  | |
Владимир, ку ĕнтĕ манран тухнă сăмах мар, хирĕçтерес тесе те çырман. Эпир, Акапасар, Тутарстан чăвашĕсем çавнашкалрах, нимĕн те тума çук)  | |
Владимир Болгарский // 3031.07.3568 
  2018.05.11 22:57  | |
