Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Николай Малышкин: Район хаҫачӗсене пӗтерме парас марччӗ!

Николай Малышкин19.11.2021 12:278899 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Хаҫат — «коллективлӑ пропагандист тата агитатор кӑна мар, коллективлӑ организатор та» тесе ҫырнӑ В.И.Ленин. Асӑннӑ пӗлтерӗш паян та ҫухалман. Хаҫатсем, уйрӑмах районсенче тухса тӑраканнисем, ял халӑхне питӗ ҫывӑх. Вӗсенче ял пурнӑҫӗн шӑпи, кун-ҫулӗ, савӑнӑҫӗ-хуйхи...

Ҫӑмӑл мар тапхӑрта, колхозсем йӗркеленӗ ҫулсенче тухма пуҫланӑ хаҫатсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче те пӗр номер те тухманни пулман. Паян вара район хаҫачӗсем кирлӗ те пулмӗҫ-ши? Вӗсене «Хыпар» хаҫатӑн филиалӗсем тума палӑртнипе ҫапла шутлатӑп. Ҫак утӑм — йӑнӑш, вӑл пысӑк ҫухатупа — райхаҫатсем вуҫех хупӑнассипе вӗҫленме пултарӗ. Нумай редакци ура ҫинче ҫирӗп тӑрать паян, вӗсенче хӑйсен профессине чунтан парӑннисем вуншарӑн тимлеҫҫӗ. «Елчӗк ен» хаҫат редакцийӗнче те ҫаплах. Хальхи вӑхӑтра район хаҫатне кашни 4-мӗш ҫын вулать.

Районсенчи редакцисен статусне пӗтерсе филиал тусан хаҫатсен ҫухату пуххинче мӗн курӑпӑр-ха?

  1. Кӗскетнӗ штат, пӗчӗклетнӗ ӗҫ укҫи. Пӗтӗмпе те 4 ҫынран тӑракан коллектив кашни эрнере тухакан 12 страницӑллӑ издание епле кун ҫути парӗ? Унӑн пахалӑхӗ мӗнле пулӗ?
  2. Хаҫатсем хӑйсен 90 ҫуллӑхӗнче ҫирӗпленнӗ сӑн-сӑпатне, традицилӗхне ҫухатӗҫ - «хыпарланса» кайӗҫ.
  3. Ялкорсен (вӗсем ахаль те сахаллӑн) йышӗ чакӗ.
  4. Хаҫат тиражӗ самаях иксӗлӗ...

Ҫак таранччен Чӑваш Енӗн ӑс-хакӑл культури сахал мар ҫухату тӳсрӗ. Унӑн хроникине район хаҫачӗсене пӗтерсе пуянлатас марччӗ...

 

Николай Малышкин,

«Елчӗк ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗ,

ЧНКан Елчӗк районӗнчи уйрӑмӗн председателӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Миккуль // 8010.2.5360
2021.11.19 15:24
Ку влаҫ мӗнпур япалана хупма килнӗ-и вара? Ӑна хупасшӑн, кӑна хупасшӑн.Мӗн те пулин ҫӗннине тума, мӗн те пулин уҫма пултарать-и вӑл?
Agabazar // 1097.10.5073
2021.11.19 17:07
Agabazar
Чăваш пуçĕ çине тата тепĕр телей йăтăнса анма хатĕрленет иккен...
Михайлов Виталий Михайлович // 2298.53.7538
2021.11.19 23:30
Красноармейски районĕн хаçатне "Хыпар" издательство çурчĕпе пĕрлештерчĕç. Унтанпа хаçат тата лайăхрах содержаниллĕ тухма пуçларĕ. Кулянма кирлĕ мар.

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем