Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вячеслав Павлов: Конкурс: ЧНК Президиум пайташӗсенчен миҫӗшӗ ачисемпе тӑван чӗлхепе калаҫать?

Вячеслав Павлов26.11.2021 00:275911 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Редакцирен: Вячеслав Павлов пирӗн редакцине черетлӗ ҫыру ярса пачӗ. Вӑл пирӗн сайтпа усӑ курса конкурс ирттересшӗн, тата хутшӑнакансен хуравӗсене те пухас ӗҫпе те пулӑшма ыйтать. Паллах, эпир хирӗҫ мар. Конкурсӑн текстне аяларах пичетлетпӗр. Вячеслав Павлов лартнӑ ыйтусем ҫине вара ҫак статья айӗнче хуравлама пултаратӑр, е, комментари ҫырмалли калӑпӑш ҫителӗксӗртерех пулсан, редакци адресӗпе ярса пама пултаратӑр: site@chuvash.org. Хуравра хӑвӑрӑн ятӑрпа хушаматӑра палӑртма ан манӑр. Эпир вӗсене Вячеслав Павлова ярса парӑпӑр. Конкурс ҫулталӑк вӗҫӗччен тӑсӑласси пирки каларӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн пӗлтерӗҫ.

Ҫырура автор парне фондне ӳстерме майсем туса пама та ыйтать. Ку тӗлӗшпе редакцин пулӑшма йывӑртарах ӗнтӗ. Ҫавах та, кӑмӑл пур пулсан, пирӗн сайт сӗнекен «ниме-купонсене» (100, 200, 300 тата 500 тенкӗллисене) туянма пултаратӑр (тӗп страницӑра сылтӑмра ҫӳлте тупама пултаратӑр). Туяннӑ хыҫҫӑн сире 16 цифрӑллӑ код ярса парӗҫ (ӳкерчӗк). Ниме-купона конкурс парнине ӳстерме туянни ҫинчен ҫав кода site@chuvash.org адреспа пӗлтерӗр. Апла тумасан ниме-купон туяннӑ укҫа Чӑваш халӑх сайчӗн ӗҫне йӗркелеме кайӗ.

Конкурс пирки

Хӑйӗн уставӗпе килӗшӳллӗн чӑваш чӗлхине "упрассипе аталантарасси" Чӑваш наци конгресӗн чи тӗп тӗллевӗсенчен пӗри шутланать.

Ҫав пархатарлӑ тӗллеве пурнӑҫлама Конгресӑн иртнӗ Аслӑ Пухӑвӗ пурнӑҫлав органӗсене суйласа хӑварнӑ. ЧНК Президиумӗ вара ҫав ӗҫе кӳлӗнсе туртса пыракан чи яваплӑ та сумлӑ орган. Конгресс сайчӗнче палӑртнӑ тӑрӑх паян ҫак ертсе пыракан сумлӑ йышра вӑтӑр пӗр ҫын шутланса тӑрать, вӗсен шутӗнче: Хузангай Атнер Петрович - ЧНК Хисеплӗ Президенчӗ, Клементьев Валерий Леонидович - ЧНК Президенчӗ, Угаслов Николай Федорович - ЧНК Пӗрремӗш Вице - президенчӗ, Антонов Валерий Михайлович, Вязов Павел Николаевич, Мешков Олег Владимирович, Мустаев Олег Николаевич - ЧНК Вице - президенчӗсем, тата Архипова Вера Севастьяновна, Бахмисов Эдуард Константинович, Васильева Раиса Михайловна, Воронова Зинаида Ивановна, Гаврилов Валериан Анатольевич, Гордеев Валерий Николаевич, Жемчугов Олег Евгеньевич, Иванова Алина Михайловна, Краснов Михаил Николаевич, Лампасова Ирина Алексеевна, Леонтьев Алексей Петрович, Лукина Алиса Александровна,  Максимов Эдуард Николаевич, Мареева Юлия Петровна, Николаева Елена Васильевна, Павлов Александр Николаевич, Пушкин Василий Николаевич, Тяпкин Владимир Геннадьевич, Удалова Ирина Витальевна, Ухтияров Анатолий Ильич, Федотов Василий Артемьевич, Филиппова Лидия Ивановна, Яковлева Зоя Аркадьевна – ЧНК Президиумӗн пайташӗсем.

Мӗн пур пек чӑваш халӑхӗ ҫак хисеплӗ ҫынсем вӗсем чӑнахах та Конгресс уставӗнче палӑртнӑ ҫак пархатарлӑ ӗҫе пурнӑҫлас тӗлӗшӗпе ҫаннисене чавси таран тавӑрса ырми-канми ӗҫлени пирки иккӗленмест.

Вӗсене пулах пуль ӗнтӗ паян пирӗн республикӑмӑрта хамӑрӑн тӑван чӑваш чӗлхи аталаннӑҫем аталанать, ешернӗҫем ешерет. Чӗркуҫленсе ларсах пуҫҫапса тав тӑватпӑр вӗсене ҫавӑншӑн. Чыс та мухтав вӗсене пурне те!

Ҫакна шута илсе чӑваш халӑхӗнчен ҫапла ыйтас килет:

1. Ҫак чӑваш чӗлхине упрас тата аталантарас тесе ырми-канми тӑрӑшакан хисеплӗ вӑтӑр пӗр ҫынтан миҫӗшӗ хӑйӗн тӑван ачисемпе чӑваш чӗлхипе тӑван чӗлхепе калаҫнӑ пек ирӗклӗн те уҫҫӑн калаҫать-ши?

Ун пеккисене пӗлетӗр пулсан вӗсен ячӗ-шывӗсене асӑнӑр.

2. Ҫаксенчен хӑшӗсен ачисем вӗсемпе хӑйсемпе чӑваш чӗлхипе хӑйӗн тӑван чӗлхипе калаҫнӑ пек ирӗклӗн те уҫҫӑн калаҫать-ши? 

Ун пеккисене пӗлетӗр пулсан вӗсен ячӗ-шывӗсене асӑнӑр.

Хуравӑрсене Чӑваш халӑх сайчӑпе Чӑваш наци Конгресӗн сайтне ярса парӑр.

Тӗрӗссине пӗлсе те туп-туллӑн хуравлаканнисене тивӗҫлӗ парне лекет. Паян кун парне фончӗ 100000 (ҫӗр пин) тенкӗне ҫитрӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Миккуль // 3377.85.6002
2021.11.26 17:21
Тӳрех калӑпӑр: 31 ҫынран 5-ӗшӗ ачисемпе чӑвашла калаҫать пулсан ку пысӑк ҫитӗнӳ. Анчах ун чухлӗ тупӑнӗ-ши?
Микула // 1077.37.9691
2021.11.26 17:50
Ыйтуне урӑхларах лартмалла. Ачисемпе хваттерте чӑвашла калаҫсан та хулара урама тухсан ачисем чӑвашла калаҫмасан та пултараҫҫӗ . Тимӗр те каланӑ тахҫанах ,ҫитӗне ҫемӗн калаҫасшӑнах мар чӑвашла тесе. Хурав кунта пӗрре кӑна -" Калаҫаканӗсем темиҫен пулсан та тӗрӗс тата анлӑн чӗлхепе усӑ кураканнисем ҫук".
Сӑлтавӗсене тишкермелле,миҫине шутласа лармалла мар. Чи пысӑк сӑлтавӗ куҫ умӗнчех. Чӑвашла ӳстермелли ача сачӗсем пулманни хулари чӑвашсене ирӗксӗрех вырӑсланма хистет. Малтан ҫак ыйту ҫине хуравламалла. Сӳтсе явмалла. Чӑвашсемшӗн "чӗлхе бастионӗ" ҫавӑ пулмалла,ЧНК та мар, театр та мар. ТӐВАН (ЧӐВАШ) ЧӖЛХИПЕ УСӐ КУРСА ӲСТЕРМЕЛЛИ АЧА САЧӖСЕМ.
Agabazar // 6368.6.1873
2021.11.26 19:17
Agabazar
Кунашкал пыйтă-шăрка шыраса ларнипе пит инçех каяймăн.
Agabazar // 3690.78.8996
2021.11.26 19:32
Agabazar
иванова валентина витальевна // 7060.5.2022
2021-11-26 17:17
Мареева Юлия Петровнан тата Тяпкин Владимир Геннадьевичан ачисем каласма пултарассе. Ыттисен пер самах та пелмессе, ман шутпа. Флиппова лидия ивановнан малтан пелетче, хале каласмасть.


Тавтапуç, хăвăрăн ят-шывăра пĕлтернĕшĕн (вăл чăнниех пулсан). Анчах та эп сире ĕненместĕп. Кам эсир, сире тÿрех ĕненсе лартмашкăн?

Комисси туса хумалла, ятарлă методика çине таянса тĕрĕслемелле. Енчен те çав тери кĕçĕтсе тăрать пулсан.

Унсăрăн усси сахал. Çÿп-çап вĕçтерни çеç.
Agabazar // 3690.78.8996
2021.11.26 19:46
Agabazar
Парне сăмаха мĕншĕн йÿнетсе ямалла? Парне вăл — парне. Преми мар. Бонус мар. Аванс мар. Диспач мар. Хавхалантару мар.
Микула: Ыйтуне урӑхларах лартмалла. Ачисемпе хваттерте чӑвашла калаҫсан та хулара урама тухсан ачисем чӑвашла калаҫмасан та пултараҫҫӗ .
Вăт Микула тавай хăвăн хваттерÿн алăкне яри уçса яр. Эпир сан патна ятарла методикăпа авăрланнă комиссие ярăпăр. Кĕтсе ил!!!
Ача сачĕсем тĕлĕшпе те питех ан мухтан. Ку тĕлĕшпе те нимле çитĕнÿ те тăвайман эсĕ халлĕхе (Атнер пиччисем 20-мĕш ĕмĕрте кăштах тума пултарнă темелле, анчах халĕ çакă, çемçен каласан, юхăнса пырать)

Ыйту çине хуравлани вăл нимле «бастион» та мар. Ехрем хуçа çурчĕ вара чăннипех бастион. Калăпăр, архитектура енчен пăхсан. Вăл кирлĕ мар, ку кирлĕ мар тесе ларнипе ĕç каймасть.
Микула // 1077.37.9691
2021.11.26 20:43
Каялла кӑна чавкалама вӗрӗнтӗ "акапасарсенчен" мӗн кӗтмелли ӗнте? Вӗсем вӗт "Атнер пичче пултарнине" пӗтӗмпех сутма ӗлкӗрнӗ? Сиксе чӗтреҫҫӗ вӗт , вампирсем ҫутӑран,Хӗвелтен хӑранӑ пек , "тӑван (чӑваш) чӗлхипе ӳсермелли ача сачӗсем" тесен. (((Дошкольный период считается наиболее благоприятным для овладения языком в силу психологических особенностей детей.))) Шкула каичченех ачасене ,ача сачӗсенчех
чӑвашла таса калҫма вӗрентмелле. Шкула каичченех. Мӗн тери айван пулмалла е ҫав тери курайманлӑх пулмалла " чӗлхен орфографине шкулсенче вӗрентме кая юлтӑмӑр" темешкӗн. Пиншер ҫул аталанса пынӑ педагогикӑна хирӗҫлени пулать паянхи хулари шкулсенче чӑвашла вӗрентме хӑтланҫи туни.
Илле Иванов // 2849.42.9126
2021.11.26 21:39
Вячеслав пичче (Вăрмарсем пичче тетчĕç пулас, тете мар) сак ыйтăва çĕклени питĕ те вырăнлă. Ăна уншăн тав тумалла, тăшман тумалла мар. Чăваш халăхĕ упранса юлса аталанма пултартăр тесе халăх вăйне пĕр çĕре чăмăртама туса хунă ЧНК ертÿçинче ларакансем хăйсем катăк чунлă пулсан, вĕсем ăçтан халăха малалла тĕрĕс çулпа ертсе пыма пултарччăр? Шел те, ЧНК ертÿçисен чирĕ шала кайнă: ЧНК-ри пĕр-пĕр пукана вĕсем тар кăларса ĕçлемелли яваплăх пек мар, пĕр-пĕр йышăнаççĕ. Кайран вара чăваш мĕншĕн аталанмасть тесе тĕлĕнетпĕр. ЧНК ĕçкинче вара эх! епле паттăр саркаланаççĕ конгрессменсем... Пулă пуçĕнчен çĕрет. Çак калани, паллах, чăваш халăхĕн аталанăвĕшĕн чи пысăк яваплăха Республика (патшалăх) ертÿлĕхĕнчен сирсе ЧНК çине тиени мар.
Agabazar // 3690.78.8996
2021.11.26 22:29
Agabazar
Вячеслав пичче — чи пысăк юлташ. Анчах унсăр пуçне урăх юлташсем те пур.

Акă, илĕпĕр Олег Владимирович Мешков юлташа. Вăл — самаях шултра усламçă. Чи шултриех пулмасан та.

Çăмăл тетĕр-и çавнашкал пысăк пурлăха тытса тăма? Ай-вай çăмăл мар!

Унччен вăл Шупашкарти аш-какай савутне те тытса тăратчĕ пулас. Анчах та Чулхуласем килчĕç те суд урлă çав комбината хайсене кап! ярса илчĕç.

Микула пек тăрри шăтăксем еплерех савăнчĕç çавăн хыççăн! Аплодисмент çине аплодисмент!

Нумай кирлĕ-им унашкаллисене шăвăç чуман çине лартса яма!

Халь вара эсир çав Олег Владимировича килĕнче ачисене чăвашла вĕрентсе лартттарасшăн-и? Ытла пит! Ытлашши мăнтăрланса кайăр тата, луччĕ хăвăр ачарсем пирки шутлăр.

Е эсир Олег Владимировича Герасимовпа Ермолаев шăпи килсе тухасса кĕтсе ларатăр-и?
Варык // 1144.2.4005
2021.11.26 22:49
Шăл тухтăрĕ Сорин конгрессмен ачисемпе чăвашла калаçать пуль.
Илле Иванов // 2849.42.9126
2021.11.26 23:06
Шел те, ЧНК ертÿçисен чирĕ шала кайнă: ЧНК-ри пĕр-пĕр пукана вĕсем тар кăларса ĕçлемелли яваплăх пек мар, пĕр-пĕр "МЕДАЛЬ ПЕК" йышăнаççĕ.

Те хам сăнаса çитереймен, тем амакĕ, хам шухăшра çакă сиксе юлнă. Тÿрлетес терĕм.

Страницӑсем: 1, [2], 3

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем