Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Иван Саландаев: Хӑй тӑрӑшнипе, пуҫӗ ӗҫленипе Шӑмӑршӑри Иван Иванов профессора тухнӑ

Иван Саландаев21.11.2022 15:277616 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

2022 ҫул — Чӑваш Республикинчи мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ

 

Республикӑра мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ пынӑ май, шкулта вӗренекенсем те паллӑ ҫынсем ҫинчен нумайрах пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ. Аслӑ мӑнукӑм та акӑ «Нарспи» поэма авторӗн Константин Васильевич Ивановӑн кун-ҫулӗпе интересленме тытӑннӑ, ҫуллахи каникул кунӗсенче класӗпех чаплӑ поэт ҫуралса ӳснӗ Слакпуҫ ялне кайса курма шутлаҫҫӗ.

— Пирӗн Шӑмӑршӑ ялӗнче те ҫӗр-шывӗпех палӑрнӑ Иванов ҫуралнӑ, — терӗм мӑнукӑма. — Иван Филиппович Иванов. Шел, ун ҫинчен ентешсем пӗлсех каймаҫҫӗ. Наукӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ хӑш-пӗр ӗҫӗ халӗ те патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗ шутланать.

Иван Ивановӑн кун-ҫулӗпе эпӗ хӗрӗх ҫул каяллах интересленме пуҫланӑччӗ. Шӑмӑршӑри Илпек урамӗнче пурӑннӑ Илья Васильевич Муллин пенсионер мана Иван Филиппович пирӗн районтан тухнӑ пӗрремӗш профессор пулнӑ тесе пӗлтернӗччӗ.

Эпӗ унпа малтанласа килӗшмерӗм: пӗрремӗш профессор Тури Чаткасра ҫуралса ӳснӗ Семен Федорович Сайкин тесе шутлаттӑмӑр вӗт-ха!

Ҫук иккен: Сайкин доктор диссертацине 1965 ҫулта хӳтӗленӗ пулсан, Иванов унран 29 ҫул маларах — 1936 ҫултах — биологи наукисен докторӗ пулса тӑнӑ. Ҫав ҫулах ӑна профессор ятне те панӑ.

Шел, Илья Васильевичран Иван Иванов ученӑй ҫинчен тӗплӗнрех ыйтса юлаймарӑм, ҫакӑншӑн паян кун та хытӑ ӳкӗнетӗп. Пирӗн ентеш ветеринари наукинче пысӑк ҫитӗнӳ тунӑшӑн Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденне илме тивӗҫ пулнине ҫеҫ ас туса юлнӑ. Тата унӑн амӑшӗ Патирекри Карсаковсен йӑхӗнчен тухнӑ тенине манман.

Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралса ӳснӗ наука ҫыннисем ҫинчен материалсем пуҫтарнӑ май, Мускаври К.И.Скрябин ячӗллӗ ветеринари академийӗн ректорӗ ячӗпе ҫыру ятӑм. Илья Васильевич мана Иванов ученӑй шӑпах ҫак академире ӗҫлени ҫинчен пӗлтернӗччӗ.

Хальхи вӑхӑтра почта ерипен ӗҫлени вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Ман ҫырӑва хуравласа ҫырнине те чылай вӑхӑт иртсен тин алла илсе вуларӑм. Уншӑн та — пысӑк тав. Ырӑ ҫынсем пирӗн пурнӑҫра ҫав-ҫавах нумай ҫав.

Иван Филиппович Иванов 1901 ҫулхи сентябрӗн 15-мӗшӗнче Шӑмӑршӑра вулӑсри ветеринар ҫемйинче ҫуралнӑ. Шӑмӑршӑ шкулӗнчен пур предметпа та Мухтав хучӗсемпе вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, учительте ӗҫлекен куккӑшӗ сӗнӳ панипе, Чӗмпӗрти арҫынсен гимназине кайса кӗнӗ. Ҫакӑ та питӗ тӗлӗнмелле пулӑм: Иван Ивановччен Чӗмпӗрти арҫынсен гимназине Чӑваш Енрен урӑх никам та вӗренме кӗреймен. Вӗренӳ заведенине «классическая гимназия» тенӗ, кунтан пӗлӳ илсе тухнисем валли Раҫҫейри хуть те мӗнле аслӑ шкула кӗме те ҫул уҫӑлнӑ.

Гимназире вӗреннӗшӗн ҫулталӑкне 30 тенкӗ тӳлемелле пулнӑ. Ун чух ҫак сумма пысӑк шутланнӑ. Экзаменсене лайӑх тытнӑ чухӑнрах ҫынсен ачисене — мӗн пур йышӑн 10 процентӗнчен ытла мар — тӳлевсӗрех пӗлӳ панӑ. Ҫак 10 процент шутне Шӑмӑршӑ ҫамрӑкӗ кӗни уншӑн пысӑк телей пулнӑ.

Ҫак гимназире маларах Александрпа Владимир Ульяновсем вӗренни те паллӑ. Чӑнах та, Иван Иванов кунта чылай каярах пӗлӳ илнӗ, 1918 ҫулта — Шӑмӑршӑ каччи вӗренсе тухнӑ ҫул — гимназие хупма йышӑннӑ.

Гимнази хыҫҫӑн Иван Иванов пӗр хушӑ Шӑмӑршӑ шкулӗнче ачасене вӗрентнӗ, института кӗме хатӗрленнӗ. Анчах та унӑн ҫутӑ ӗмӗтӗсене граждан вӑрҫи ҫапса хуҫать. Иван Латыш дивизийӗн 8-мӗш Латыш стрелокӗсен полкӗн йышӗнче Врангельпе Махно ҫарӗсене хирӗҫ ҫапӑҫать, паттӑрлӑх кӑтартать. Семен Буденный ертсе пынӑ утлӑ ҫарпа та шуррисене ҫапса аркатма хутшӑнать.

Вӑрҫӑран таврӑнсан Иван Иванов Омск хулинчи ветеринари институтне вӗренме кӗнӗ. Наука ӗҫне чунтан парӑннӑ ентеше институт хыҫҫӑн кафедрӑрах студентсене вӗрентме хӑварнӑ, гистологи кафедрине шанса панӑ. Биологи наукин кандидачӗн диссертацине вӑл кунтах ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ.

Каярахпа Иван Филипповича Хусанти ветеринари институтне ӗҫлеме чӗнсе илеҫҫӗ. Кунта вӑл 1936 ҫулта «О рецепторных элементах вегетативной нервной системы кишечника» темӑпа доктор диссертацине хӳтӗлесе хӑйӗн тарӑн пӗлӗвӗпе пурне те тӗлӗнтерет. Унӑн диссертацине вӗренӳ пособийӗ тесе ҫирӗплетеҫҫӗ, кӗнеке туса пичетлесе кӑлараҫҫӗ.

Ҫамрӑк ученӑйӑн наукӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫне Мускавра та асӑрхаҫҫӗ. Ҫапла вара вӑл тӗп хулари ветеринари академийӗнчи гистологипе эмбриологи кафедрин заведующийӗ тата профессорӗ пулса тӑрать.

Иван Филипповича Мускава куҫарасси ҫакӑнпа та ҫыхӑннӑ: Совет Союзӗ тӗнче уҫлӑхне йытӑ космонавта вӗҫтерсе яма хатӗрленнӗ май Иванов ученӑйӑн тӗпчевӗсем питӗ кирлӗ пулнӑ. Лайка ятлӑ йытӑ 1957 ҫулхи ноябрӗн 3-мӗшӗнче космосра пулнӑ.

Иван Филиппович чӗр-чун чирӗсене хирӗҫ кӗрешмелли майсем ҫинчен 70 ытла наука ӗҫӗ ҫырса пичетленӗ. Студентсемпе ветеринари ӗҫченӗсем валли 12 пособи пичетлесе кӑларать. Чума, ящур, ҫӗпӗр язви, бруцеллез тата ытти инфекци чирӗсемпе кӗрешес тӗлӗшпе ҫӗр-шывӑн тӗрлӗ регионӗсене тухса ҫӳрет.

Иван Филиппович гистологи енӗпе ӗҫлекен преподавательсем хатӗрлес тӗлӗшпе нумай тӑрӑшнӑ. 1958 ҫулта вӑл Китай Халӑх Республикин тӗп хулинче — Пекинта — гистологсем хатӗрлекен курс ертсе пынӑ. СССР Наукӑсен Академийӗн Наукӑпа техника информаци институчӗн заданийӗпе реферант ӗҫне те пурнӑҫланӑ.

РСФСРти Хура тӑпраллӑ мар тӑрӑхра ящур чирне парӑнтарас енӗпе пысӑк вӑй хунӑшӑн пирӗн ентеше Тӑван ҫӗр-шыв Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысланӑ. Иван Филипповича «РСФСР наукисен тава тивӗҫлӗ деятелӗ» хисеплӗ ят та панӑ.

И.Ф.Иванов нумай ҫул хушши анатоми, гистологи тата эмбриологи наукисен Пӗтӗм Союзри обществин председателӗн ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа туса пынӑ, «Архив анатомии, гистологии и эмбриологии» наука журналӗн редколлеги членӗ пулнӑ.

Иван Филиппович яланах ҫамрӑксене ҫул пама тӑрӑшнӑ, вӑл ертсе пынипе наукӑсен 8 докторӗпе 40 кандидачӗ диссертацие ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ.

Пирӗн мухтавлӑ ентеш 1971 ҫулхи июлӗн 22-мӗшӗнче Мускавра вилнӗ, ӑна тӗп хула масарне пытарнӑ.

 

Ив.САЛАНДАЕВ, таврапӗлӳҫӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2649.11.9744
2022.11.21 18:27
Agabazar
«Пĕрремĕш» тесе кама та пулин калама хăтланакан çын яланах «ухмаха тăрса юлать».

Кунта та çапла пулса тухнă.

Цитата: <<Иван Ивановччен Чӗмпӗрти арҫынсен гимназине Чӑваш Енрен урӑх никам та вӗренме кӗреймен. >> Цитата вĕçĕ.

Вăт çакă вара пачах та тĕрĕс мар!!!

Калăпăр, Владимир Ульяновпа çав гимназире пĕр класра вĕренекенсем хушшиче те чăвашсем пулнă. Вĕсем çаксем:
— Полетаев Александр Макарович , хальхи Патăрьел районĕнчи Пÿртлĕ ялĕнчен.
— Адрианов Александр Константинович, хальхи Патăрьел районĕнчи Шетмĕ ялĕнче çуралнă, кайран ашшĕпе Тури Туçана куçса кайнă.

Тата тепĕр хыпар. Чăваш автономийĕн сывлăха сыхлас ĕçĕн чи малтанхи министрĕ (нарком тенĕ ун чухне) — Шăмăршăран тухнă Лукьянов Иван Константинович (1889–1952), медицина наукисен докторĕ, профессор (1935, доктор ята та çав çулах илнĕ пулмалла, кунта асăнакан Ивановран пĕр çул маларах).

Çав Лукьянов сăнарĕ Пётр Осиповăн «Элкей таврашĕ» романĕнче те пур. Чăваш наци юхăмне хутшăннă вăл, çаванпа кĕртнĕ романа вăл сăнара.

саландай // 2626.08.5224
2022.11.21 19:20
Акапасар юлташам , Лукьянов профессор Шамаршара суралман сав , Чемпер сывахенчи Ишевке (Ишеевка ) яленче тенчене килне .
Agabazar // 2649.11.9744
2022.11.21 22:14
Agabazar
Килĕшетĕп.
Унăн ашшĕ çав Ишевккере пачăшкăра ĕçленĕ пулмалла та, ывăлĕ те çавантах çуралнă.

Анчах та килйыш çапах та кăштахран Шăмаршăна куçса килнĕ пулас. Мĕншĕн çапла шутлатăп-ха?

Мĕншĕн тесен Петр Осиповăн «Элкей таврашĕ» романĕнче ун пирки «Шăмăршă чăвашĕ Лукьянов» тенĕ.

Тепĕр тесен, эп кăна Саландаева чышас шутпа каламастăп вĕт. Çырса кăтартнăшăн ăна ырлама çеç пултаратăп.

Кун пекки пулать вăл пурнăçра. Авă, çÿлерех асăннă Александр Адрианов та çураласса çеç Шетмĕре çуралнă темелле (йăнăшмастăп пулсан). Чăннипе Тури Туçара ÿссе çитĕннĕ.

Пётр Дементьев генерал-поковник-инженер (20 çул СССР авиаци индустрийĕн министрĕ пулнă, икĕ хут Социализмла Ĕç Геройĕ) пирки те шалт аптраççĕ: те Саплăкран вăл, те Упирен.....
саландай // 2743.36.9268
2022.11.22 06:41
Апла пулсан , Иван Иванов Шамаршара суралнисенчен чан малтан доктор тата профессор ятне илне тенине хиреслеме сук . Лукьянов пирен патарта суралман , унан ашшепе амаше те Шамаршасем мар . Чанах та . весем Шамаршари Ирсе кассинче чылайччен пуранна , кайран Чемпер хулине кайна . Лукьяновсем чаваш мар , ирсе .

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем