Хӑвӑрах шухӑшлӑр-ха: акӑ пур тейӗпӗр, «объект». Хӑть акӑлчанла ҫапла вӑл, хӑть вырӑсла. Анчах чӑвашла ун пекки пулаймасть иккен! Акӑлчанла пултарать, вырӑсла пултарать, чӑвашла вара — ҫук! Приговор хатӗрленӗ-ҫке! Ҫук и баста!
Кунта нимле «приговор» та пулма пултараймасть. Объект сăмах — тулли варваризм мар, ăна çырасси тата каласси чăваш орфографи тата орфоэпи принципĕсене хирĕçлемест. Унашкал сăмахсенчен пачах та хăрамалла мар. Анчах та чăваш орфографиĕпе чăваш орфоэпийĕн принципĕсене хирĕçлекен сăмахсенчен хăрамалла. Паллах, ун пеккисене те пурне те тÿрех кăларса пăрахма çук.
Пуҫлаҫҫӗ вара шырама. Калӑпӑр, кивелнӗ сӑмах «ӗскер» пуррине шыраса тупаҫҫӗ. О! — теҫҫӗ!
Ку сăмахпа «физическое тело» тенине майлаштарнă (акăланла Physical object). Ытти вариантсем те пурччĕ, анчах ку чи вырăнли пулса тухрĕ.
Акӑлчан сӑмахӗ (эп халь вӑл ӑҫтан килнине шыраса тӑмӑп ӗнтӗ) вырӑс чӗлхинче хӑйӗн валли вырӑн тупнӑ пулсан чӑваш чӗлхинче ма вырӑн тупмалла мар вара?
Кун пирки çÿлерех пăхăр.
Анчах чи кирли — ӑнланмалла пулмалла. Вулаканӑн чӑвашла ҫырнине ӑнланас тесе пуҫ хыҫса лармалла ан пултӑр.
Кун пирки тĕплĕнрех калама тивет.
Терминсем ҫук тени те питӗ тӗрӗс мар.
Терминсем вĕсем потенциаллă майпа ПУРТЕ пур. Анчах та эпир вĕсемпе усă курма хăнăхман. Чĕлхене те кĕртмен. Тимухха Хĕветĕрĕсем аппаланкаланă. Каярахпа вăл истори те манăçа тухнă. Хальхи вăхăтра пурне те чат Тимухха Хĕветĕрĕ пек тăваймастăн. Анчах çав оппăта шута илме пулать.
Ачи те япӑх мар темелле, чӑвашла вӗренесшӗн<...>Тепӗр шухӑшӗ вара мана пач тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. Мӗнле пур, пунктуацине упраса хӑварсах, сире ҫаплипех пӗлтеретӗп: «к сожалению чувашский язык это язык бытового общения. профессиональных. научных и прочих терминов там нет, без "русификации" не жить». Ку шухӑш — чӑвашлӑхпа кӑсӑкланакан ҫыннӑн! Чӑваш культурипе ҫыхӑннӑ сайта хатӗрлекенӗн! Унӑн та, иккен, приговор хатӗр: чӑваш чӗлхишӗн шанӑҫ ҫук.
Курăр-ха, ку «ачи» чăвашла пĕлмест, анчах та терминсем çукки пирки таçтан илтме ĕлкĕрнĕ. Ку ĕнтĕ "Эп Пастернака вуламан, анчах ăна çирĕппĕн хирĕçлетĕп" тенĕ пек пулса тухать.
Тӳрех ыйту ҫуралать: чӗлхе халӑхӑн чи пысӑк палли шутланать пулсан мӗн тума сана чӑваш культури кирлӗ-ши?
Калас пулать, чăваш чĕлхисĕр нимле чăваш культури те пулма пултараймасть. Çавăн пекех, теприсем, чĕлхе пĕлни кирлĕ мар, пуçра вара чăвашла ăстăн пултăр теме пăхаççĕ.
Çук, ачамсем, чăваш чĕлхисĕр пуçра нимле чăвашла ăстăн та пулма пултараймасть. Е, пулас пулсан та, унашкал ăстăнран мĕн усси? Мĕнле усă парать вăл?