Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Аллах та, паллах та, паллах мар

  11.09.2016 14:26 | 6333 хут пӑхнӑ

Мӑсӑльмансен Хӑрпан пайрамӗ ҫитнӗ май, чӑваш чӗлхинче упраннӑ арап сӑмахӗсене тӗпӗр хут аса илессӗм килчӗ. Нумайӑшӗ тӗнпе йӑла пулӑмӗсене, хӑшӗ пӗри хаклава, палла ят параҫҫӗ.

 

Хӑрпан – قربان

Телей – طالع

Хавас – هوس

Лайӑх – لايق

Айӑп – عيب

Ӑслай – اصول

Эрех – عرقى

Мухмӑр – مخمور

Этем – آدم

Хапӑл – قبول

Хатӗр – حاضر

Хӑват – قوّة

Пайта – فائدة

Шар – شرّ

 

Словарьсенче ку сӑмахсене ҫырса кӑтартнӑ-ха.

Малалла...

 

Патӑрьел: чӑвашлӑх тата чӑвашмарлӑх

  06.09.2016 14:13 | 6578 хут пӑхнӑ

Владимир Болгарский Патӑрьел пирки статья ҫырса кӑларчӗ.

Патӑрьел вырӑсланӑвӗ — никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Ӗнер-паянхи ыйту мар ку. Тахҫанах пуҫланнӑ процесс. Чӑннипе ку иртнӗ ҫирӗммӗш ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче пуҫланнӑ. Никита Сергеевич Хрущёв тивлечӗпе.

Анчах та, слапух Турра, Патӑрьел тӗппипех вырӑсланнӑ теме иртерех-ха.

Владимир Болгарский статйинче, тӗпрен илсен, ЗАГСпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмаха уҫса панӑ. Мӑшӑрланакансене чӑвашла саламламаҫҫӗ иккен унта ӗҫлекенсем. Интернетра Патӑрьел ЗАГСӗн сайчӗ пур.

Малалла...

 

«Хыпар», суйлав, чӑваш чӗлхи

  01.09.2016 09:14 | 5025 хут пӑхнӑ

Ҫывӑх вӑхӑтра пире суйлав кӗтет. Халӑх хӑйӗн интересӗсене хӳтӗлеме пултаракан депутатсемпе партисене суйласа илмелле. Саккунпа килӗшӳллӗн кондидатсем хӑйсен рекламине хаҫат-журналсенче те вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫав шутра — «Хыпар» хаҫатра та. Алла лекнӗ хаҫатсене пӑхнӑ май чӑвашлисенче хӑйсен рекламисене мӗнле чӗлхепе вырнаҫтарнине сӑнас терӗм.

Паллах, ытларах пайӗпе — вырӑсла. Кунта ӗнтӗ ытларах халӑха ярса илес, информацие нумайрах ҫын патне илсе ҫитерес тӗллев ларать пулас.

Малалла...

 

Китайла, вырӑсла вӗрентеҫҫӗ, чӑваш чӗлхи пирки аса та илмеҫҫӗ

  26.08.2016 21:06 | 7306 хут пӑхнӑ

Ҫӗнӗ ыйтӑва хускатмастӑп. Ун пирки чӑвашлӑхшӑн ҫунакан ҫынсем кунӗн-ҫӗрӗн калаҫаҫҫӗ, чан ҫапаҫҫӗ. «Пӗччен сурсан типет, халӑх сурсан кӳлӗ пулать», — тенӗ ваттисем. Ҫавӑнпа темиҫе ҫын ҫеҫ ҫине тӑнипе лав малалла хускалмасть. «Ҫӳлтисем» ӑнланмасан, пулӑшмасан усси сахалрах.

Ачасене чӑвашла вӗрентменни пирки калаҫмашкӑн пӗр пулӑм хистерӗ. Нумаях пулмасть Чӑваш Ене РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Вячеслав Никонов килсе кайрӗ. Вӑл тӗрлӗ мероприятие, ҫавра сӗтеле, конференцие хутшӑннӑ, унта Чӑваш Енри вӗренӳ тытӑмӗ пирки калаҫнӑ.

Малалла...

 

Чӑвашла ҫырма чӑрмантаракан сӑлтавсем

  22.08.2016 14:17 | 7994 хут пӑхнӑ

Чӑваш халах сайчӗ аталанма пуҫланнӑранпа 11 ҫул та ҫитсе пырать. Хальхи вӑхӑтра тӗнче тетелӗнче чӑвашла ҫыракансем те сахал мар теме пулать, ҫавах та вӗсем ҫителӗксӗр. Нумай пулмасть эпир ятарлӑ ыйтӑм пуҫларӑмӑр — чӑвашла ҫырма чӑрмантаракан сӑлтавсене палӑртас терӗмӗр. Тепӗр енчен ку вӑл пирӗн 11 ҫулхи ӗҫе те кӑтартса пама тивӗҫлӗ: ҫак вӑхӑт хушшинче чӑваш чӗлхине эпир интернета сарма пултартӑмӑр е ҫук. Тӳрех каласа хӑварас пулать — ку тӗлӗшпе эпир кӑна мар, ыттисем те ӗҫлеҫҫӗ, ҫавах та пирӗн ку ӗҫре яваплӑх пысӑк пулнине палӑртас килетех.

Малалла...

 

Аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ, тет

  18.08.2016 13:54 | 8547 хут пӑхнӑ

"Аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ", — тет чӑваш.

Кӑвакал сӑнне илнӗ вырӑн.

Чӑваш наци телекуравӗ ятарлӑ пӗчӗк клип кӑларнӑ.

"Спасём чувашский язык" ятлӑ вӑл.

Тӗнчере ултӑ пин чӗлхе, вӗсенчен кашни ҫирӗм пилӗкӗшӗ кашни ҫул вилсе пырать иккен. Мӗнле "хавахалану" кӳме пултараҫҫӗ ҫак сӑмахсем?

Ҫын (чӑваш) тӳрех ҫапла шутласа илет: "Аха, вилсе пыраканнисем эпир ҫеҫ мар иккен-ха, эппин, мӗншӗн пит хурланас; вилекен япала вилтӗрех эппин!

Малалла...

 

Шурӑ Шупашкарти сак айӗнчи чӑваш чӗлхи

  21.07.2016 23:17 | 5484 хут пӑхнӑ

Пӗчӗк чухне, 1960-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче, 1970-мӗшсен пуҫламӑшӗнче вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен пире шкулта ҫӗнӗ кӗнекесем паратчӗҫ: чӑвашлисене, вырӑслисене… Ҫӗнӗ кӗнекесенчен ырӑ, тутлӑ шӑршӑ кӗретчӗ. Инҫетри Шупашкартан ярса панӑ кӗнекесем темӗскерле чӑваш ӳкерчӗкӗсемпеччӗ, чуна туртакан тӑван шрифтпа тата илӗртӳллӗрех, кӑсӑклӑрахчӗ… «Тӑван Атӑл», «Ялав» журналсене тупма ҫукчӗ. «Пионер сассине» чӑтаймасӑр кӗтсе тӑнӑ. Кампурпа Ваҫҫук ҫинчен юратса вуланӑ. Чӑвашла куҫарнӑ киносене курма ҫынсем хаваспа лӑк тулли пуҫтарӑнатчӗҫ.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахлӑ сесси хыҫҫӑн

  21.07.2016 11:32 | 7817 хут пӑхнӑ

Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательстви Хуначи Кашкӑрӑн (Г.Н. Волков) «Юманпа хӗвел» очерксемпе юмахсен пуххине иккӗмӗш кӑларӑмпа пичетлесе кӑларчӗ. Кӗнекене алла илсен хӗрӗх ҫул каялла пулни куҫ умне тухса тӑчӗ.

 

1975 ҫулта Шупашкарта вӗренекен студентсем хушшинче тӗлӗнмелле хыпар ҫиҫӗм пек хӑвӑрт сарӑлчӗ: «Геннадий Волков профессорӑн «Юманпа хӗвел» кӗнекине пуҫтарса илеҫҫӗ». Эпир «Студентсен хулинчен» инҫе мар вырнаҫнӑ кӗнеке лавккине чупрӑмӑр.

Малалла...

 

Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ»

  10.07.2016 21:15 | 7801 хут пӑхнӑ

Иртнӗ вырсарникун, утӑн 3-мӗшӗнче, «Сӑр шурӑмпуҫӗ» кану базинче «Хавал» уйлӑх (лагерь) ӗҫлеме пуҫларӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ те унта ҫитсе курчӗ, уйлӑха йӗркелекен Александр Блиновпа калаҫу йӗркелерӗ.

 

— Кӑҫал «Хавал» уйлӑх ҫиччӗмӗш хут пухӑнчӗ, ҫапла-и?

— Ҫапла.

— Ытти ҫулхисемпе танлаштарсан мӗнле ҫӗнӗлӗхсем тата уйрӑмлӑхсем пур?

— Пӗтӗмӗшле илсен ҫавах ӗнтӗ. Анчах ман шутпа лекцисем пахалӑх енчен илсен лайӑхрах. Кӑҫал чӑн та кунта хӑйне евӗрлӗ университет пулса иртет.

Малалла...

 

Орфографи пирки калаҫмалӑх ҫук...

  30.06.2016 06:46 | 32954 хут пӑхнӑ

"Орфографи, ай, калаҫтарать!" — терӗ Валерий Алексин.

Орфографи пирки калаҫма пулать вӗҫӗ-хӗррисӗр.

Пирӗн вара, чӑваш хутлӑхӗнчи лару-тӑрӑва тимлӗн пӑхса илсен , урӑххине те курмалла: калаҫмалӑх унта ним те ҫук!

Орфографи йӗркевӗсем пур-и? — Пур! Вӗсене пӑхӑнса пурӑнмалла-и? — Пӑхӑнмалла!

Тата мӗн кирлӗ?

Анчах та мыскари урӑххинче ҫав! Хальхи вӑйра тӑракан орфографие унӑн "ашшӗ-никӗслевҫисем" юриех сӑмахсене таткаласа пӗтерес тӗллевсемпе ӑсталаса пурнӑҫа кӗртнӗ те, паянхи апологечӗсен те ҫав йӗрпех пырас килет!

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 20, 21, 22, 23, 24, [25], 26, 27, 28, 29, 30, ... 42
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, ку эрнере пессимистла кӑмӑл пулӗ. Ҫынсем халӗ сире хирӗҫ, ҫавӑнпа кӑмӑла кайман ҫынсемпе хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Тарӑхмалла мар, тӗнчери пулӑмсенчен аякра пулмалла. Хыпарсем ан пӑхӑр, тӗнче тетелӗнче те вӗсене ан пӑхӑр. Хурлӑхлӑ хыпар курас хӑрушлӑх пур.

Ҫурла, 21

1934
91
Геннадий Айхи, Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2005
20
Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...