Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Виталий Станьял: Ҫивӗч ыйтусен вак хуравӗсем

Виталий Станьял06.11.2026 21:5150 хут пӑхнӑ

Чӑваш вӗрентӳ ӗҫӗнче кун пек уҫҫӑн калаҫнине пӗрле пӑхни тахҫантанпах пулманччӗ-ха. Лару-тӑрӑва тимлесе асӑрхаканӗ те кутемӗн сахалланса юлнӑ-тӑр. Олег Прокопьевӑн «Лайӑх ҫынсем тата лайӑх ыйтусем - Хорошие люди и хорошие вопросы: статьясем, очерксем, интервьюсем, калав» кӗнекине (Ш., 2026, 376 с.) вара ыйтӑва хӑюллӑн лартма пултарнӑ пулӑм темелле, ӑна вӗрентӳпе сапӑрлӑхра тӑрӑшакан кашниех - хӑйне чӑваш тесе шутлакан, ача-пӑча ӳстерекен ҫын - уҫса пӑхса калле-малле шутламаллах.

 

Кӗнекен уйрӑм палӑртнӑ умсӑмахӗ ҫук. Ун вырӑнне пӗтӗмлетӳллӗ ыйтусене шӗкӗлчесе ҫырнӑ «Паянхи Изабелла яла юраттӑр тесен…» (ялти шкулсен ырри-нушине ҫӗршыври тӗслӗхсем урлӑ кӑтартаканскер) тата ӑс-тӑн енчен кая юлса пыракан ачасене сапӑрлассине халалланӑ «Хӑйсем телейлине ӑнлаччӑр» статьясене вырнаҫтарнӑ. «Халӑх шкулӗ» журналӑн тӗп тӗременӗнче нумайранпа ӗҫлекен журналист Олег Прокопьев – сӑвӑсемпе юратнӑ поэзирен пӑрӑнсах - чунра капланса ҫитнӗ хӑйӗн тӗслӗхӗсене тата нумай-нумай вӗрентекен шухӑшне пӗрлештерме пултарнӑ.

«…халӑх чӑваш пулма пӑрахас туртӑм ҫав тери пысӑк хӑвӑртлӑхпа пырать-ҫке...- калать журналист пирӗн Шупашкарта пӗр ҫулта чӑвашла калаҫма, чӗлхене тӗпчеме пултарнӑ Артем Федоринчика, нумай ҫӗрте пулса курнӑ филолога. - Калама пултараймастӑп, тен, ҫӗр ҫул иртсен чӑваш чӗлхи пӗтӗ те. Анчах та пирӗнтен мӗн килнине эпир йӑлтах тӑватпӑр... Эпӗ политик та, миллионер та мар. Тен, миллионер пулсан урӑхларах шухӑшланӑ пулӑттӑм» (313 с.). Ҫак шухӑш кӗнекере нумай тӗл пулчӗ. Вӑл чӑваш ҫыннисен сӑмахӗсемпе те пӗр килет.

«Ман икӗ ывӑл, вӗсем хам пата тӑватӑ-пилӗк ҫул ҫӳрерӗҫ, килте те касса пулӑшса тӑчӗҫ, - тет ылтӑн алӑллӑ ӑста, Чӑваш Республикин, ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн тава тивиҫнӗ хисеплӗ ӗҫченӗ Вера Васильева, - анчах вӑл енӗпе ямарӑм, сӗнмерӗм те. Юратса ӳкернипе хальхи вӑхӑтра укҫа ӗҫлесе илме хӗн тесе шутларӑм. Пирӗн вӑй хурса ӗҫленин хакӗ тухмасть» (11 с.). Нумай интервьюра, ҫавра сӗтелсенчи калаҫусенче сӑлтав укҫа патне, хаклав-тӳлев патне пырса ҫапӑнать. Мӗншӗн ҫаплине ӑнкартакана курмарӑм, «турӑ мӗн панӑ та» теҫҫӗ. Ку ӗнтӗ никамшӑн та ҫӗнӗлӗх мар, ҫав шая «хӑпарса ҫитрӗ» чӑваш шкулӗн ӑспару тӑнӗ.

Мана чӗлхе, наци малашлӑхӗ пирки каланисем кӑсӑклантарчӗҫ. Виталий Сергеев профессор шухӑшсем чӑн патне пыраҫҫӗ: «Эпӗ пӗлсе ҫитермен сӑлтавсене пула, те пуҫлӑхсенчен килет, чӑваш чӗлхине юратма чарас кӑмӑллӑ ҫынсем пур пек туйӑнать». Ҫемҫетсе каланӑ чӗлхеҫӗ, чисти чӑвашла упранса, эппин. Ыттисем нумайӑшӗ апла та шарлайман. Каккуй унта яваплисене ятран асӑнма! «Паттӑрри тутӑр халӑх ӗҫне, эпӗ ни Яковлев мар, ни Ҫеҫпӗлпе Николаев мар». Ҫак шая ҫитсе ларнӑ чӗлхе учителӗсемпе преподавательсенче мӗнле пархатар хӗмлентӗр вара? «Эпӗ кӗрешӳҫӗ мар, пирӗн конгресра та, халӑхра та ертӳҫӗ ҫук, - тесе ҫын хыҫне пытанасшӑн хуҫкаланать ЧНК-ри вӗрентӳ комитечӗн председателӗ, Республикӑри чӑваш учителӗсен секцине ертсе пыракан Геронтий Никифоров (372 с.). Таса юлма ӗмӗтленекен чӑваш хӑй ӑсӗпех халӑх ятне манӑҫа ярать-ши тесе пӑшӑрханатӑп. Вӗреннӗ чухне апла марччӗ-ҫке!

Самана уйрӑм ҫын ӑсне-чунне кӑна мар, халӑха йӑлт хуҫрӗ. Хастар учительсене, Вячеслав Оринов режиссер пек талантлӑ ҫынсене, пайтах кӗрешӳҫе таптаттартӑмӑр эпир (180-188 с .).

Ҫитменлӗхсене ҫӗршыври наци политики ҫине йӑвантарма пӑхаҫҫӗ. Мускав ҫине хамӑрӑн кӑлтӑксене тиесшӗн. Паллах, пирӗн республика та, Чечне те, Тутарстан та, Мариель те ҫӗршыв таппинчен тухса каймалла мар. Ӑна вӗрентӳре, культурӑра, прессӑра ыттисемпе тан аталанма мӗнле саккунпа, мӗнле хушупа чарса тӑраҫҫӗ? «Министерствӑра ун чухнехи тӳре-шарапа калаҫма питӗ йывӑрччӗ. Каласа ӑнлантарма хӗнччӗ. Пӗр чӗлхе тупма вуҫех майӗ те ҫук... Мана вӗсем сӑмах та панӑ. Юханшыв портне туса пӗтерсенех ҫамрӑксен театрне пуҫлатпӑр тенӗ… Пӗр вунӑ министр патнех ҫитрӗм пуль...».(Вячеслав Оринов каланинчен 182 с.). Халӗ улшӑннӑ-и лару-тӑру ? Пирӗн пур-ҫук ыйтусене мӗнле хурав панисене аса илетӗп те, часрах шӑпланса выртас килет...

Кӗнекере сӑнамалли, шутламалли ҫителӗклӗ. Кӗскен каласан, унта халӑхӑн вӗрентӳ лавне туртса пыракансене ирӗклӗ сӑмах панӑ. Вӗсем тӳррӗн е майӗпен шахвӑртса хӑйсен шухӑшне каланӑ. Ыйтӑва татса параканӗсен сасси мана илтӗнмерӗ. Вӗсен умне ҫивӗч ыйтусем лартакан чӑваш юлнӑ-ши? Вӗсем Чӑваш наци конгрессӗнче, Ваттисен канашӗнче, Чӑваш ӑслӑлӑх институтӗнче, шкулсемпе университетсенче курӑнмарӗҫ. Тен, ҫитес съездсенче сас парӗҫ?

Олег Прокпьев татах ыйтусем лартсан ӑна ӗҫрен ыранах кӑларса ҫапасси иккӗлентермест.

 

Виталий Станьял

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2026.11.06 21:56
Аçтахар Плотников
: «халӑх чӑваш пулма пӑрахас туртӑм ҫав тери пысӑк хӑвӑртлӑхпа пырать-ҫке»
---------------
Пӗлместӗп, таҫта тупаҫҫӗ ҫав хурлӑхлӑ шухӑшсене. Ҫитес вӑхӑтра хам та статья ҫырасшӑн-ха. Ак нумай пулмасть квадроциклистсен клубне кӗме тиврӗ. Питех те уйрӑм ушкӑнсем темелле: ӑҫта эндуристсемпе квадроциклистсем, ӑҫта чӑваш чӗлхишӗн ҫунакан культура ӗҫченӗсем. Мӗн тӗлӗнтерчӗ? Ара ним мар, ним вӑтанмасӑр чӑвашла калаҫаҫҫӗ, шӳтлеҫҫӗ! Мана чӑваш чӗлхи кирлӗ мар тесе калакан пӗрре те пулмарӗ. Вӗсен йышне кӗнӗ хыҫҫӑн хам пирки каласа патӑм та — мана чӑвашла саламларӗҫ! Ман ӗҫе ырлакан темиҫе ҫын тупӑнчӗ! Вӗсем пӑшӑрханса лармаҫҫӗ — чӑваш чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ кӑна!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем