Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

«Пуян» майрасем

  10.11.2018 15:12 | 10455 хут пӑхнӑ

Урама тухсан эпир мӗн куратпӑр? Пасар саманине. Халь ӗлӗкхи пек мар вӗт. Енчен те совет саманинче пирӗн Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче икӗ лавкка кӑначчӗ (апат-ҫимӗҫ пирки каласан) пулсан, хальхи вӑхӑтра вара — туллиех. Анчах пасар самани хӑйӗн ӗҫне тӑватех — пӗрисем хупӑнаҫҫӗ, теприсем вара вӗсен вырӑнне йышӑнаҫҫӗ.

Ак, калӑпӑр, Почта ҫуртӗнче (эпир ҫапла 12-мӗш ҫурта калатпӑр, хайхи унта почта уйрӑмӗ вырнаҫнӑран), «Аккандӑн» лавкки пурччӗ. Шел те, ӗҫӗ каймарӗ вӗсен. Мӗншӗнне пӗлместӗп те анчах вӑл лавкка сутӑҫисем питех те чӑваш чӗлхинчен йӗрӗнетчӗҫ… Халь вӗсен вырӑнне Ҫӑкӑр пӗҫерекенсем йышӑннӑ.

Малалла...

 

Ҫӑкӑр? Что это такое?

  24.03.2017 14:33 | 5944 хут пӑхнӑ

Паян каллех чӑвашла пӗлмен сутӑҫ тӗлне лекрӗм. Пирӗн Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче «Аккондӑн» фирмӑллӑ лавкки пур. Ҫӑкӑр илес тесе ҫавӑнта кӗрес терӗм — унччен канихвет тавраш туянкаланӑччӗ те чӑвашла питӗ лайӑх калаҫакан сутӑҫ пурччӗ. Паян вара, ӑнмарӗ, чӑвашла пӗлменни лекрӗ.

— Мана ҫӑкӑр пар-ха, — терӗм хайхи сентре хыҫӗнче тӑраканскере.

— Что это такое? — тесе лаплаттарса хучӗ ҫамрӑк хӗр, Оля (хӑй каларӗ) ятлӑскер. Тӳрех мар ӗнтӗ, малтан мана ӑнланма тӑрӑшрӗ. Пӗр-ик ҫеккунт… Анчах унашкал сӑмах пӗлменрен ун ҫапла ыйту ҫуралчӗ.

Малалла...

 
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ӗмӗтленетӗр, пултарулӑхпа аппаланатӑр, кулленхи ыйтусем иккӗмӗш плана куҫӗҫ. Ҫӗнӗ туйӑмсенче тата пӗр шухӑшлисемпе хутшӑннинче хавхалану шырӑр. Халӗ тематика клубӗсене кайма тата туссемпе тӗл пулма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Ҫӗртме, 26

1969
57
Елен Нарпи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...