Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Плагиат

  03.04.2013 02:38 | 6919 хут пӑхнӑ

Паян юрӑ шӑрантаркӑчне (проигрывателе) Аксар кӑларнӑ «Туйӑмпа» (63-мӗш mp3 пуххи) диска лартрӑм. Юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑранать... сасартӑк палланӑ кӗвве итлех кайрӑм. Анчах эп пӗлекен юрӑ мар иккен, пушшех урӑххи. Диск ҫине ҫырнӑ — «Эс те ман тӑван». Сӑввине те кӗввине те Зоя Васильева ҫырнӑ иккен, юрлаканӗ те хӑйех...

Юррин кӗвви вара каснӑ-лартнӑ «Татрӑм эп кӑвак чечек...» юрӑри пек (шел те кӗвӗ авторӗ кам пулнине пӗлместӗп) — эп ун пирки пӗрре тема та уҫсаччӗ: http://chuvash.org/blogs/comments/1581.html (унта туйра эп ӳкернӗ саманта курма пулать, ҫав юрра юрлаҫҫӗ)

 

Зоя Васильевӑн юррипе кунта паллашма пулать:

http://yadi.

Малалла...

 

Светлана Иванова: Эс мана юрат

  07.09.2012 23:02 | 24676 хут пӑхнӑ


Светлана Иванова юрлать.
Ультиар (Олег) Цыпленков ӳкернӗ.
Монтаж Иьтимерӗн.
Юрӑ авторӗ Ирина Телейпи.
 

Вырӑсла юрӑсем

  04.11.2011 22:20 | 5610 хут пӑхнӑ
Эпир, чӑвашсем, питӗ толерантлӑ халӑх. Ку пирӗнре ытлашшипех те. Сӑмахран, хӑна килсен чӑваш ун валли тем тума та хатӗр. Хӑй ҫимесен те хӑнине тӑрантарса ятарех.
«Аксар» дискӗсенче тӗл пулакан пӗр япала* мана ытла та кӑмӑла хуҫать. Юлашки вӑхӑтра тухакан mp3 пуххисенче шельмӑсем яланхи пекех вырӑсла юрӑсем кӗртме пуҫларӗҫ. Диска итленӗ чухне (уйрӑмах юрӑсен йӗркине ӑнсӑртран илмелле лартсан) ҫав вырӑсла юрӑсем тухсан мана, сӑмахран, питӗ тарӑхтараҫҫӗ.
Вырӑсла юрӑсене, тен, толерантлӑха кӑтартма лартаҫҫӗ? Тем тесен те вырӑслисене итлеме юратакансем тӑватӑ юрӑшӑн чӑвашла диск туянмаҫҫех ӗнтӗ.

Малалла...

 

Дипендра Мани пурнӑҫӗ халь хӑрушлӑхра мар, анчах...

  25.10.2011 17:42 | 5739 хут пӑхнӑ
Сас-хура систернипе Дипендра Мани малашне Канаш районне каясшӑн мар иккен. Сӑлтавӗ — ҫак тӑрӑхра ун мӑйне чутах пӑрса яман теҫҫӗ. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, Дипендра Мани чӑвашла юрӑсем шӑрантарма юратать. Чӑвашӗсем хӑйсем ытларах вырӑсла юрлама кӑмӑлланине шута илсен ӑна куншӑн хисеплемелле ҫеҫ ӗнтӗ.
Ӗҫ-пуҫ ҫапла пулса иртнӗ иккен: Дипендра Мани Канаш районӗнчи концерта хайхи юрлама килнӗ. Юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарнӑ, халӑха савӑнтарнӑ. Пӑтӑрмах "Кукаҫипе куками" юрра пуҫласан сиксе тухнӑ. Вырӑнти пӗр патриот хӑйне пӑхса ӳстернӗ кукаҫи чысне хӳтӗлесе тата хӑйӗн юратнӑ юррине пӑснӑшӑн кӳренсе юрӑҫа чарма шутланӑ.

Малалла...

 

Ҫӑмӑл ӑслӑ

  01.10.2011 18:34 | 5376 хут пӑхнӑ
Мӗнле кӑна сӑмахҫаврӑнӑшӗ шутласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ. Ак халӗ «Юрату.ру» хӑйӗн «Манаймастӑп» юррине шӑрантарать.

Каҫармастӑп, йӑлӑнсан та каҫармастӑп,
Каҫармастӑп, мана улталанине.
Каҫармастӑп, йӑлӑнсан та каҫармастӑп,
Каҫармастӑп, ҫӑмӑл ӑслӑ пулнине.

Сӑвӑ авторӗшӗн темшӗн «ҫӑмӑлттай» сӑмах тивӗҫтермен вара — ҫӗн сӑмахҫаврӑнӑш ӑсталанӑ.
 

Юрӑ мӗн ятлӑ-ши?

  10.08.2011 16:43 | 10781 хут пӑхнӑ
Шӑматкунпа вырсарникун чӑваш туйӗнче пултӑм. Купӑсҫӑ юрласа панӑ юрӑ мана питӗ килӗшрӗ. Паллӑ юрӑ пулас, анчах хамӑн юрӑсен пуххинче унашкалли пуррине ниепле те асилейместӗп. Тен эсир пулӑшайратӑр? Кам ҫырнӑ-ши ӑна, кам юрлать?

Туйра юрланине кунта тупма май пур:


 
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӗтре ӑшӗнчи кӗпер тӑрӑх чупнӑ пекех: ҫул курӑнмасть пулсан та вӑй кӗнине туятӑр. Пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Плансем тӑрук улшӑнни хӑрушӑ мар, хӑш чухне планланинчен урӑхларах тусан та юрать. Эрне вӗҫӗнче эсир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине туятӑр.

Юпа, 29

1906
119
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1933
92
Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1943
82
Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...