Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Асамлӑ Хуркайӑк ҫулӗ

  07.11.2014 21:41 | 5043 хут пӑхнӑ

Каҫхи тӳпере тухакан янкӑрах мар ҫӑлтӑрсен шупкарах ярӑмӗ ҫынсене мӗн авалтан пӑлхантарнӑ та тӗлӗнтернӗ. Вӑл мӗн иккенне хальхи ҫынсем аван пӗлеҫҫӗ. Вӑл – Хуркайӑк ҫулӗ.

Хуркайӑк ҫулӗн курӑнакан ӳкерчӗкӗ пирӗн Хӗвел системи галактикӑн тепӗр енче пулнипе ҫыхӑннӑ. Эпир ӑна ҫӑлтӑрсем пуҫтарӑннин лаптаклӑхӗн шал енчен куратпӑр.

Хуркайӑк ҫулӗ Ҫурҫӗр ҫур чӑмӑрӗнче Ӑмӑрткайӑк, Ҫӗмӗрен, Тилӗ, Сар кӑмпа, Акӑш, Цефей, Кассиопеи, Персея, Возничий, Пӑру тата Йӗкӗрешсен ҫӑлтӑрсен ушкӑнӗпе иртет.

Малалла...

 

Туристсем валли космоса ҫул хупӑнмӗ-и?

  02.11.2014 10:42 | 5175 хут пӑхнӑ

Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче SpaceShipTwo суборбиталлӑ космос карапӗ Калифорнинчи Мохаве пушхирӗнче йӑтӑнса аннӑ. Ун пирки карапа тунӑ Virgin Galactic компани (унӑн хуҫи Британи миллиардерӗ Ричард Брэнсон иккен) пӗлтернӗ.

Карапа тытса пынӑ икӗ пилотран пӗри вилнӗ-мӗн. Инкек сӑлтавӗ хальлӗхе паллӑ маррине пӗлтереҫҫӗ. «Би-би-си» эфирӗнче тухса калаҫнӑ Британи астрофизикӗ Дэвид Уайтхаус шучӗпе инкек сӑлтавӗ карапра топливо сирпӗнни пулма пултарать.

Тӗрӗслев мелӗпе карап 2010 ҫулта пуҫласа тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе хӑпарнӑ.

Малалла...

 
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне тухӑҫлӑ пулӗ. Йышӑнусем хӑвӑрт тӑватӑр, кӑткӑс лару-тӑруран та тухатӑр, уйрӑмах — харпӑр пурнӑҫра. Хӑюлӑха, иккӗленӳсӗр ӗҫлеме пӗлнине кӑтартатӑр. Эрне пуҫламӑшӗнче сывлӑха тимлӗх уйӑрмалла, ытлашши ӗҫлемелле мар.

Ҫу, 12

1912
114
Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1981
45
Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1991
35
Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...