Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Православи хастарӗсем чӑвашсен культурине мӗншӗн ӑнланасшӑн мар?

  07.11.2015 14:14 | 5779 хут пӑхнӑ

Ку кӗҫнерникун, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш наци музейӗнче Обществӑлла палатӑн ларӑвӗ иртрӗ. Ман унта хутшӑнма тӳр килчӗ. Ку статья — ҫавӑнта илтнӗ шухӑшсем тавра ҫырнӑскер.

Мӗн палӑртас килет? Калаҫакансен ытларахӑш пайӗ (аудиоверсипе, диктофонпа ҫырса илнӗскерпе, кунта паллашма пулать. Юсаман, касман — А.П.) пӗр кун маларах иртнӗ Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ пирки аса илчӗ. Аса илме аса илчӗҫ-ха вӗсем, анчах та хӑйсен калаҫӑвӗнче темшӗн пӗтӗм «утиала» (Василий атте ун пирки каларӗ) хӑйсем ҫине туртрӗҫ.

Малалла...

 

Хун Импперийӗ Схемӑ

  03.11.2015 17:13 | 3853 хут пӑхнӑ

Урӑх япала валли тунӑччӗ. Сая ан кайтӑр тесе халех публиковать тӑвас терӗм.

 

 

Кул Али vs. Золотницкий

  02.11.2015 18:50 | 4160 хут пӑхнӑ

 

Тутарсем Кул Али калавӗпе киленнӗ вӑхӑтра. Хальхи чӑвашлӑх фарисейӗсем "Уҫӑп" текен Библи сӑнарӗ ҫинчен чӑвашсене Золотницкий ҫырса парать. Ку текст пирки пӗртте иккӗленӳ ҫук. Хӑй вӗрентнӗ пекех Николай тӳрӗ пулать, улталамасть, чӑн чӑвашла чӗлхепе кӗскен, питӗ уҫӑмлӑн ҫырса парать.

 

 

Иосиф Хитре Ҫын Порнӑҫӗ

 

Лайӑх ҫын порнчӗ ҫӗр ҫинче. Авраам ятлӑ. Вӑл йӑваш полчӗ, оншӑн Тор’ӑна йоратрӗ. Торӑ пачӗ ӑна пор ырхлӑха, пор поянне; ывӑлӗ полчӗ перех ҫех; йоратрӗ Авраам Торра, пор хӑйӗн поянӗнчен те ывӑлӗнчен те хакла шотларӗ Ӑна.

Малалла...

 

Кул Али тата ытти

  30.10.2015 14:19 | 4371 хут пӑхнӑ

Ҫакӑн пек статья пурри питӗ лайӑх.

http://ru.chuvash.org/wiki/%D0%9A%D ... 20%D0%90%D0%BB%D0%B8

 

Кул Али - суя пулни куҫ умӗнчех. Тем те тетӗр Юхма Мишши, анчах...

 

"Нарспи" поэмӑна чӑнах та вулатпӑр, ун чӗлхи те паллӑ, историйӗ те пӗр иккӗленӳсӗр.

«Уҫӑппа Сӑхви» тексчӗн оригиналӗ ӑҫта вара.

"Оригиналы хранятся в Тбилиси, Петербурге, Берлине." - теҫҫӗ. Анчах пире вырӑсла вулаттараҫҫӗ, е куҫарса параҫҫӗ. Ҫав хушӑрах кун чӗлхи чӑваш чӗлхи пек пулнӑ теҫҫӗ.

Малалла...

 

Патша, хан тата элтапӑр

  07.10.2015 09:03 | 4875 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Ҫак виҫӗ сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ пӗрех, вӗсем ҫӗршыва, патшалӑха е эле тытса тӑракан ҫын тенине пӗлтереҫҫӗ. Анчах та вӗсенчен хӑш сӑмахӗ чӑвашсене уйрӑмах ҫывӑх пулнӑ-ши? Пирӗн шутпа, саманана кура, виҫӗ сӑмахӗ те пулнӑ пек туйӑнать. Анчах та «патша» сӑмах пуринчен те аслӑ пуль.

Малалла...

 

Валери Туркай ҫырнӑ эпиграмма ҫинчен

  20.09.2015 22:02 | 5511 хут пӑхнӑ

Реплика

Чăваш халăх сайтĕнче Валери Туркай Александр Иванов министр çинчен çырнă эпиграммăна питĕ пысăк кăмăлпа вуларăм! Мĕнле парать Валери шăллăм! Мĕнле пĕçертет! Мĕнле тустарать пысăк чиновника! Пур-ха поэтăн пултарулăхĕ! Пур-ха чунра вĕри кăварпа хĕлхем! Мĕнле маттур! Апла пулсан, хаçатăн тĕп редакторĕн çемçе пуканĕ поэт чунне пĕтермен-ха!

Эп ас тăватăп: Перестройка вăхăтĕнче мĕнле вĕри чунлă пулнă Валери! Мĕнле йыхăравçă! Мĕнле трибун! Мĕнле хитре те вăйлă сăвăсене çырнă!

Малалла...

 

Чӑваш халӑх сайчӗн 10 ҫулӗ. Портал

  09.09.2015 11:55 | 4032 хут пӑхнӑ

Малтанхи статьяра Чӑваш халӑх сайчӗн пуҫламӑшӗ еплерех пулни пирки аса илнӗччӗ. Ку хутӗнче вара тӗп сайт еплерех аталанни пирки чарӑнса тӑрӑп.

Ячӗ пирки калас пулсан эпир ӑна малтанах ҫапла шутласа хурсаччӗ. «Хыпар» хаҫат Алексей Леонтьев вӑхӑтӗнче хӑйне «Чӑваш халӑх хаҫачӗ» тесе пуҫелӗкӗнче пӗлтеретчӗ пулсан, эпир вара ҫак портала чӑваш халӑхӗн 21 ӗмӗрти информаци хатӗрӗ тесе «Чӑваш халӑх сайчӗ» ят парас терӗмӗр. Вырӑсла ячӗ ҫеҫ малтанлӑха урӑхлаччӗ — «Чувашский национальный сайт».

Малалла...

 

Чӑваш халӑх сайчӗн 10 ҫулӗ. Пуҫламӑшӗ

  07.09.2015 12:10 | 4580 хут пӑхнӑ

Ҫапла, ҫапла. Чӑваш халӑх сайчӗ йӗркеленнӗренпе 10 ҫул ҫитрӗ. Ҫапла вара унӑн кун-ҫулне аса илни пӑсмасть пуль. Маларах кӗскен те ҫырса пама пулатчӗ пуль тенӗччӗ те, анчах та пӗр статьянах вырнаҫаймӗ пулас.

Тымарӗ — Википедирен

Чӑваш халӑх сайчӗн шухӑшӗ е тымарӗ Википедин чӑваш уйрӑмӗнчен пуҫланать тесен питӗ тӗрӗс пулӗ. 2005 ҫулхине эп Википедипе кӑсӑкланса кайрӑм. Тен, 2004 ҫулта та пулчӗ вӑл… Маларах вырӑсла пайра вӑй хума тытӑнтӑм.Ун чухне вырӑссен пайӗ украинсенчен те пӗчӗкрехччӗ.

Малалла...

 

19 августа

  23.08.2015 11:24 | 5810 хут пӑхнӑ

К 24-й годовщине провалившегося путча (1) ГКЧП

 

Памятная дата

Сегодня - 19 августа 2015 года. Памятный день в истории России. И роковой день для бывшего СССР – Красной Империи.

Сегодня прохладный туманный день. Небо в дождевых тучах. Осень на носу. На официальном портале Чувашской Республики - ни слова о памятной дате, которую отмечали после того, рубежного 1991-го года. Когда Россия перешла Рубикон. И в новостях Российского телевидения что-то не упоминается как прежде тот исторический день. Очевидно, для руководителей Российской Федерации, особенно, в свете Украинской национально-демократической революции 2014-го года, это – не актуально.

Малалла...

 

XVI ӗмӗрччен чӑвашсем мӗнле ятпа ҫӳренӗ?

  05.07.2015 15:55 | 12422 хут пӑхнӑ

Истори анналӗсенче "чӑваш" ята XVI ӗмӗр тӗлӗпе пӗрремӗш хут асӑнаҫҫӗ.

Маларах ку ята асӑнни ниҫта та ҫук.

Шутласа кайсан, ҫакӑ питӗ тӗлӗнмелле факт. Пирӗн таврари нихӑш халӑхӑн ячӗ те ҫавнашкал "пӗлменлӗхре" ҫухалмасть.

Ирӗксӗрех ҫапла шутлама тивет: чӑвашсене вӑл вӑхӑтра урӑх ятпа е урӑх ятсемпе чӗннӗ пулас.

Мӗнле ят е ятсем-ши вӗсем?

Атӑлҫи Пӑлхар карттине ак ҫак тӗлтен илтӗмӗр — http://kazan-sights.ru/history/790/

 
Страницӑсем: 1, ... 21, 22, 23, 24, 25, [26], 27, 28
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.10.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӗтре ӑшӗнчи кӗпер тӑрӑх чупнӑ пекех: ҫул курӑнмасть пулсан та вӑй кӗнине туятӑр. Пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Плансем тӑрук улшӑнни хӑрушӑ мар, хӑш чухне планланинчен урӑхларах тусан та юрать. Эрне вӗҫӗнче эсир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине туятӑр.

Юпа, 30

1908
117
Алатырцев Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1918
107
Хусанти РКП(б) губкомра чӑваш секциӗ йеркеленнӗ.
1926
99
Рогачёв Яков Капитонович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1946
79
Спиридонов Григорий Спиридонович, пӗрремӗш профессионаллӑ пӗлӳ илнӗ чӑваш скульпторӗ вилнӗ.
2005
20
Ефимов Георгий Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
2007
18
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси вилнӗ.
2010
15
Иванов Владимир Миронович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...