Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Диван ҫинче хӑяккӑн выртса тупӑш кураймӑн

  26.06.2016 22:16 | 2848 хут пӑхнӑ

Ҫӗртме-утӑ уйӑхӗ – хӗрӳ вӑхӑт. Ял халӑхӗ пӗр канмасӑр тенӗ пек выльӑх-чӗрлӗхе хӗл каҫармалӑх утӑ хатӗрлет. Ирхине е каҫ кӳлӗм пахчана тухсан сӑпса ройӗ килнӗн туйӑнать. Унта та кунта утӑ ҫулни илтӗнет. Ӗлӗкрех анкартинче ҫава сасси илтӗннӗ пулсан халӗ газон ҫулмалли хатӗрсем нӑрлаттараҫҫӗ, мотоблоксем кӗрлеҫҫӗ. Мӗнех тейӗн, ял халӑхӗн пурнӑҫӗ ҫӑмӑллансах пырать.

Ӗҫӗ ҫӑмӑлланах пырать-ха, ӗҫлес кӑмӑллисем вара сахалланаҫҫӗ. Темиҫе ҫул каялла кӑна уй-хирте ӗне кӑкармалӑх вырӑн ҫукчӗ — ҫынсем ӗнисене ир-ирех ӑмӑртмалла тенӗ пек ҫавӑтса тухнӑ.

Малалла...

 

Пӗве хӗррине тислӗк те, пӑру виллисем те тӑкаҫҫӗ

  22.05.2016 21:21 | 4530 хут пӑхнӑ

Красноармейски районӗнчи Йӗпрем ялӗ ҫывӑхӗнче ферма пур. Унта ӗнесем тытаҫҫӗ, вӑкӑрсем те пур. Тахҫан вӑл колхозӑн пулнӑ. Вӑл аркансан ӑна пӗр ҫын туяннӑ, халӗ ӑна ертсе пырать.

Ним те каламастӑп: ферма йӗркеллех ӗҫлесе пырать. Никам аллине те лекмен тӗк вӑл тахҫанах юхӑнса пӗтӗччӗ. Халӗ ав унта ӗҫ кал-кал пырать. Ҫӗнӗ йышши хатӗр-хӗтӗр те вырнаҫтарчӗҫ унта. Ферма «сывлама» тытӑнсан ял ҫыннисем валли ӗҫ вырӑнӗ те пулчӗ.

Пӗр самант ҫеҫ кӑмӑла хуҫать. Фермӑран куллен тислӗк нумай кӑларма тивет.

Малалла...

 

Мӑнкун йӑли манӑҫать

  01.05.2016 19:55 | 5604 хут пӑхнӑ

Мӑнкун ҫитсен темшӗн ачалӑх аса килет. Ун чухне пысӑк ҫак уяв асамлӑ пек туйӑнатчӗ. Темӗнле ырлӑх кӗтеттӗмӗрччӗ эпир ун чухне. Урамри вӗтӗр-шакӑрпа пухӑнса ҫерем ҫине выляма каяттӑмӑр, килтен илсе тухнӑ тутлӑ апат-ҫимӗҫпе пӗр-пӗрне хӑналаттӑмӑр. Пӗлместӗп мӗншӗн, анчах Мӑнкуна шутсӑр кӗтеттӗмччӗ.

Аслисем, атте-анне, тӑвансем, ҫак кун ир-ирех ҫӑмарта хӗрететчӗҫ. «Христос чӗрӗлнӗ!» ҫак сӑмахсемпе анне вӑратни халӗ те асрах. Ҫак кун хӗвел те ташласа тухатчӗ. Кӑҫал темшӗн ҫанталӑк лайӑхах пулмарӗ — Мӑнкун кӗркуннехи пек ҫумӑр ҫуни тахҫанах пулманччӗ.

Малалла...

 

Сӗте хаклатма ҫуках-ши?

  20.04.2016 21:27 | 4565 хут пӑхнӑ

Ял хуҫалӑх продукцийӗ нихӑш саманара та хаклӑ пулман-тӑр. Ҫук-ха, тӗрӗсех те каламарӑм. Лавккаран туяннӑ чух сӗчӗ те йӳнех мар, хӑйми те, тӑпӑрчи те, турӑхӗ те, аш-пӑшӗ те, ҫӑмарти те. Анчах апат-ҫимӗҫ хакне хӑпартаканӗсем продукцие туса илекенӗсем мар-ҫке. Сутнӑ чухне вӗсен ҫак продукцие ячӗшӗн хакпах ярӑнтарма тивет. Кун пирки маларах Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ-ха. Унтанпа нимӗн те улшӑнман. "Агро-Инноваци" хысна предприятийӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, сӗтӗн пӗр литрне паян сӗт-ҫу савучӗсем килограмне вӑтамран 19 тенкӗ те 97 пуспа туянаҫҫӗ.

Малалла...

 

Ял халӑхне сӗт хакӗ калаҫтарать

  20.03.2016 21:56 | 4802 хут пӑхнӑ

Ял халӑхне мӗн пӑшӑрхантарать? Сӗт хакӗ. Ара, тупӑш тумалли тӗп мелсенчен пӗри-ҫке вӑл. Ял ҫынни сӗт сутса та пулин газшӑн, ҫутӑшӑн тӳлемеллех укҫа тӑвать.

Анчах хак ял ҫыннине калаҫтарма пӑрахмасть. Лавккасенче сӗт хакӗ йӳнелни курӑнмасть. Пачах тепӗр май — ӳсет ҫеҫ. Сӗт туянакансен вара хакӗ йӳнелсех пырать. Чылайӑшӗ каланӑ тӑрӑх, хаксем пӗлтӗрхинчен пӗчӗкрех пулнӑ. Ун чухне 20 тенкӗрен иртнӗ, кӑҫал вара — пӗчӗкрех.

ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче кӑтартнӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗ тӗлне чылай районта сӗте 15–16 тенкӗпе пухнӑ.

Малалла...

 

Даргин чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӗҫлеме ӳркенмест

  14.02.2016 22:01 | 4983 хут пӑхнӑ

Чӑваш Енри районсенче, шел те, юхӑнакан ферма нумай. Вӗсем кашни утӑмрах тӗл пулаҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫак фермӑсем кӗрлесе тӑнӑ, унта ӗҫ вӗренӗ. Халӗ мӗн юлнӑ вӗсенчен? Ишӗлчӗк кӑна. Тӳнсе каясла лараканскерсем ҫын пурнӑҫӗшӗн те хӑрушӑ. Ара, ачасем унашкал вырӑнсенче выляма юратаҫҫӗ-ҫке-ха. Ӑнсӑртран йӑтӑнса анас пулсан? Кунашкал тӗслӗхсем Раҫҫейре пулнӑ.

Паллах, ҫӗтӗк-ҫатӑк фермӑсем тавралӑха илемсӗрлетеҫҫӗ. Тепӗр тесен, вӗсене сӳтсе пӑрахни лайӑхрах. Анчах ҫакна кам тӑвӗ? Ыйтӑвӑн хуравӗ ҫук.

Малалла...

 

Чупкӑна чукмарпа чараймӑн

  24.12.2015 19:43 | 4168 хут пӑхнӑ

Чупкӑна чукмарпа чараймӑн теҫҫӗ халӑхра. Хӑйсен унталла та, кунталла та чупнине арҫынӗсем грек чӗлхинчен кӗнӗ «полигами» ӑнлавпа сӑлтавласа тӳрре тухма пӑхаҫҫӗ-ха.

Анчах сывӑ ача-пӑча ҫураласси пирки калаҫнӑ май специалистсем пачах расна ӑнлантарнине тӗл пулатӑн. Вӗсен шучӗпе пурнӑҫра шӑпах хӗрарӑма нумай арҫын кирлӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ иккӗ ҫине иккӗ хутласси пекех ансат-мӗн: хӗрарӑмӑн сывӑ ача ҫуратмалла, ун валли ӑна сывӑ арҫын кирлӗ. Тепӗр майлӑ каласан, сывӑ ачана пӗтӗлентерме сывӑ ар тупмалла.

Малалла...

 

Выртан каска мăкланатех-ши?

  23.03.2015 20:02 | 10015 хут пӑхнӑ

Икĕ алла пĕр ĕç теме юратаççĕ чăвашсем. Анчах пурте çавăн пек шухăшлаççĕ-и-ха.

Хальхи вăхăтра сахал мар чăваш, ытти хăш-пĕр халăх ывăл-хĕрĕ евĕрех, Мускава ĕçлеме çӳрет. Пирĕнисем Мускава кăна та мар, ытти ергиона та тухса каяççĕ. Сăмахран, кӳршĕллĕ Чулхула, Чĕмпĕр облаçĕсене, Тутар Республикине. Тӳре-шара вара ĕçлес текен валли ĕç пур тесе ĕнентерме тăрăшать. Кама ĕненмелле? Çакăн пирки пуç ватрăмăр та эпир.

Вырăнти лару-тăрăва пĕлес тесе хăш-пĕр предприятие, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем патне шăнкăравларă.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.03.2023 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Куçман пурлăхпа çыхăннă ыйтусене татса памалли ăнăçлă тапхăр. Туянсан та, сутсан та ăнĕ. Çемьепе вăхăта ирттермелле: тахçанах кая хăварнă ĕçсене вĕçлемелле, мĕн те пулин пысăкки туянмалла. Çав япалапа вăрах усă куратăр. Ĕçре тăрăшнине тинех асăрхĕç, çавна май карьера картлашкипе хăпарма пултаратăр.

Пуш, 28

1915
108
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1983
40
Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...