Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.4 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Кон-тикипе кӑнар-тикки

  19.11.2015 08:50 | 5112 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Хӗвел сӑмахӑн авалхи хурми пирки шухӑшланӑ май ҫакна та калас килет. Вулакансем аставаҫҫӗ пулӗ, Тур Хейердал ҫулҫӳревҫӗ хӑйӗн интернациллӗ экипажӗпе малтанхи хут «Кон-тикки» ятлӑ папирусран тунӑ кимӗпе ишеве тухнӑччӗ. Кон-тикки — авалхи египтянсен сӑмахӗ, вӑл хӗвеллӗ ҫамрӑк патша (солнечный принц) тенине пӗлтерет иккен.

Малалла...

 

Хӗвел тӗрри

  26.09.2015 13:34 | 5009 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Кашни халӑх чӗлхинчех пурнӑҫра пулакан кирек мӗнле пулӑма та ӑнлантаракан, ҫӗрте те шывра ӳсекен йывӑҫ-курӑка та палӑртакан сӑмах пулмаллах. Хӑшпӗр чухне вара ҫаран-улӑха тухатӑн та унти курӑксем ҫине пӑхса, вӗсен ячӗсене аса илме тӑрӑшатӑн. Ҫӗр те пӗр тӗрлӗ курӑк ӳсет ҫаран-улӑхра: ачӑлташпа мӑчӑлташ, улӑхуки, улмалути пӗлеттӗм.

Малалла...

 

Кунпа кӑнтӑр

  26.09.2015 13:27 | 4125 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

«Кӑнтӑр ҫитрӗ», — тетпӗр эпир хӗвел тӳпе маччине хӑпарса ҫитнине курса. Мӗне пӗлтерет-ха ҫав «кӑнтӑр» тени?.. Лайӑхрах шухӑшласа пӑхатӑн та ку сӑмах икӗ пайран иккенне куратӑн: кӑн тата тӑр (тӑрать), кӑн тӑрать. Кӑн (кун) ӗлӗк-авал хӗвеле пӗлтернӗ.

Малалла...

 
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлӳ илессипе, юридици ыйтӑвӗсене татса парассипе, харпӑр хутшӑнупа ҫыхӑннӑ ыйтусемшӗн пӗлтерӗшлӗ тапхӑр. Пӗрисем чӑрмавсене парӑнтарӗҫ, теприсем килӗшнӗ ҫын чӗрине ҫӗнсе илӗҫ. Халӗ чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫе пурнӑҫлама хатӗрленӗр. Партнерсен тупӑшлӑ сӗнӗвӗсене шута илӗр, вӗсемпе усӑ курма тӑрӑшӑр.

Ҫурла, 10

1930
96
Тутарстанӑн Элмет районне йӗркеленӗ.
1937
89
Кипеч Анатолий Ильич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...