Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.4 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

"ШТАТСЕНЕ ОПТИМИЗАЦИЛЕС ТӖЛЛЕВПЕ"

  14.06.2013 02:30 | 14291 хут пӑхнӑ

Чӑваш Республикин Тӳре-Шари Шупашкарта чӑвашла тухакан пӗтӗм хаҫат-журнала пӗр "тӑрӑ" айӗнче пуҫтарма шут тытнӑ.

"Государственные СМИ Чувашии, издаваемые на чувашском языке, объединят в медиахолдинг. Соответствующий проект постановления был одобрен 13 июня правительством республики." http://www.irekle.org/news/i1051.html

Тӗллевӗсене те палӑртнӑ:"Согласно принятому постановлению, холдинг создается "в целях эффективного использования государственного имущества". Мининформполитики добавляет, что объединение изданий позволит "оптимизировать штаты редакций", "гибко реагировать на запросы рынка" и "обеспечить экономию бюджетных средств"(Ҫавӑнтанах).

Малалла...

 

"Танташ " хасатпа туслаш!

  22.05.2012 22:39 | 7910 хут пӑхнӑ
Паян Шупашкара больницӑна кайса килтӗм. Кадиохирурги территоринче Николай Федоров инициативипе ҫӗкленӗ чиркӳ Николай Чудотворец ячӗпе хисепленсе тӑрать. Паян шӑпах Микулӑн кунӗ. Ҫак ятпа кунта Шупашкарти варнава тата ытти пачӑшкӑсем кӗлӗ ирттернӗ. Эпӗ те кӗлӗ вӗҫне курса юлтӑм, тӗпӗнмелле илемлӗ чан сассипе килентӗм.Вӑхӑт пуррипе усӑ курса "Тантӑш" хаҫат редакцине кӗрсе тухрӑм, хаҫата халӑх ҫырӑннипе интереслентӗм. Тӗлӗнсех кайрӑм, ашшӗ-амӑшӗ ачисене хаҫат ҫырӑнса памаҫҫӗ иккен.Учительсем те хаҫат пирки пачах пӗлмеҫҫӗ!Шкул ачине пӗчӗкрен хаҫат вулама хӑнӑхтармасан ача, ҫитӗнсен ,паллах, хаҫат-журнал вуламасть.

Малалла...

 
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлӳ илессипе, юридици ыйтӑвӗсене татса парассипе, харпӑр хутшӑнупа ҫыхӑннӑ ыйтусемшӗн пӗлтерӗшлӗ тапхӑр. Пӗрисем чӑрмавсене парӑнтарӗҫ, теприсем килӗшнӗ ҫын чӗрине ҫӗнсе илӗҫ. Халӗ чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫе пурнӑҫлама хатӗрленӗр. Партнерсен тупӑшлӑ сӗнӗвӗсене шута илӗр, вӗсемпе усӑ курма тӑрӑшӑр.

Ҫурла, 10

1930
96
Тутарстанӑн Элмет районне йӗркеленӗ.
1937
89
Кипеч Анатолий Ильич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...