
Чӑваш халӑх сайтне йӗркеленӗ кун тесе авӑнӑн 7-мӗшне йышӑннӑ. Ҫапла май паян ҫак икӗ проекта хута янӑранпа 21 ҫул ҫитет. «Чӑваш чӗлхи лабораторине» уйрӑм проект пек эпир каярах пӗлтертӗмӗр пулин те, унта кӗрекен чылай пай ҫав вӑхӑтрах йӗркеленнӗ. Паянхи кун та ӗҫлекен, самай аталаннӑ, «Электронлӑ сӑмахсар» сайтах мӗне тӑрать! Аса илтеретпӗр, «Чӑваш чӗлхи лабораторине» йышне эпир МИХ-па ҫыхӑнман ӗҫсене уйӑрса кӑларнӑ. МИХ тытса тӑрасси питӗ яваплӑ ӗҫ, ҫавна май «Чӑваш чӗлхи лабораторине» тумалла пулчӗ те. Апла пулин те вӗсем иккӗшӗ те пӗрешкел аталанаҫҫӗ, вӗсен хушшинче вӑйлӑ ҫыхӑну йӗркеленнӗ.
Кӑҫал официаллӑ майпа пӗрремӗш хут авӑнӑн 8-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен чӗлхисен кунне палӑртӗҫ. Ку уява пӗлтӗр йышӑннӑ, ҫӗртмен 5-мӗшӗнче сӗннӗ, утӑн 11-мӗшӗнче Хушӑва алӑ пуснӑ. Ҫӗнӗ уяв пулнӑран, пӗлтӗр ӑна анлӑн ирттермен, халӑх ун пирки пӗлсех те кайман. Кӑҫал вара ку уява, ҫав шутра Чӑваш Республикинче те, анлӑ палӑртаҫҫӗ. Уявӗ тата пирӗн проектсен ҫуралнӑ кунӗпе ҫывӑх лекет, ҫавӑнпа ҫак 21 ҫул хушшинче эпир тӑван чӑваш чӗлхишӗн мӗн туса ӗлкӗрни пирки кӗскен каласа парас шухӑшлӑ.
21 ҫул хушшинче нумай мӗн пулса иртрӗ. Чылай проект паянхи кун та пурӑнать, теприсем хӑйӗн форматне улӑштарчӗҫ, виҫҫӗмӗшсем вара, вӑхӑт ыйтнине кура, хупӑнчӗҫ.
«Чӑваш халӑх сайчӗ». Чи малтанах портал пек хатӗрлеме йышӑннӑ проект. Унта тем те пулмаллаччӗ: хыпарсем те, статьясем те, сӑнсем те, видеосем те, кун кӗнекисем те. Пӗр вӑхӑт эпир мероприятисем ҫинчен те пӗлтерсе тӑраттӑмӑр. Анчах хӑш чухне вӑхӑт ҫитменрен, тепӗр чухне самана ыйтнипе (калӑпӑр, Ютубри видеосен пайӗ ҫавна пула ҫухалчӗ) — вӗсем проектран ҫухалчӗҫ. Ак халь кӑна пӑхса илтӗм те «Ҫанталӑк» пая кӑларса пеме тивӗ пулас — Гисметео ҫанталӑк пирки пӗлтерме пӑрахнӑ, пирӗн робот ӑна илеймест.
Паянхи кун «Чӑваш халӑх сайчӗ» мӗнлерех-ха? 2017 ҫулта вӑл официаллӑ майпа регистрациленӗ МИХ пулса тӑчӗ. Ҫитес ҫул МИХӑн 10 ҫулне палӑртма май пулӗ. Эпир куллен хыпарсемпе паллаштарса тӑратпӑр. «Кун кӗнекисем» текен пай ҫухалса «Статьясем» пай пулса тӑчӗ. Вики-пай информаци пайӗ пек пурӑнать. Ӑна та май ҫитнӗ таран тултарса пыратпӑр.
«Электронлӑ сӑмахсар». Паянхи кун ку проектра эсир 20 яхӑн словарьпе паллашма пултаратӑр. Вӗсен йышӗнче тем тӗрлӗ сӑмахсар та пур: вырӑсла чӑвашли те, чӑвашла вырӑсли те, этимологи словарӗсем те, фразеологи словарӗ те, чӗрчунсен словарӗ те. Тата ыттисем те. Уйрӑм вырӑн Ашмарин хатӗрленӗ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки» тӑрать. Эпир мӗнпур 17 тома сканерласа проекта кӗртрӗмӗр. Ку пысӑк ӗҫ валли самай нумай укҫа тӑкакларӑмӑр. Анчах сӑмахӗ укҫинче мар, питӗ пысӑк та кирлӗ ӗҫ тунинче. Ку ӗҫе тунӑшӑн питӗ савӑнатӑп.
«Электронлӑ вулавӑш». Мӗнле йӗркепе каяс-ши тесе пуҫ ватса тӑтӑм та хронологипе пырас терӗм. Ӑна та чи малтанах хатӗрленисен йышне кӗртме пулать. «Чӑваш халӑх сайтне» тултарса пынӑ май унта хайлавсене та вырнаҫтарса пытӑмӑр. Анчах каярах вики мел хайлавсем валли ытлашшиех юрӑхлӑ мар пулни курӑнчӗ. Ҫапла май уйрӑм движокпа ятарлӑ сайт кирли палӑрчӗ. Паянхи куна килес пулсан вӑл ытлах аталанмасть. Паллах, паянхи куна илес пулсан эпир нумай кӗнеке сканерлатпӑр (мӗн валли? Каярах калӑпӑр). Анчах вӑхӑт ҫитменнипе унта вӗсене кӗртме май тупӑнмасть. Пачах та нимӗн те кӗртместпӗр тесе каламӑпӑр — анчах ҫулталӑкне пит сахал калав хушӑнать. Пӗр вӑхӑт Телеграмра «Ҫӗнӗ капкӑн» канал валли кӗртсе пырасшӑнччӗ — анчах ку мел те ӗҫлесе каймарӗ, каярах телеграмне хуплама та пуҫларӗҫ... Апла пулин те электронлӑ вулавӑшра хайлавсем пит нумай, вӗсен йышӗнче классикӑллисем те. Тата, каласа хӑварас пулать, эпир ҫак проект шайӗнче темиҫе литература конкурсӗ те ирттерсеччӗ. Уйрӑмах шкул ачисем хушшинче хутшӑнакансем чылайччӗ.
«Чӑваш тӗнчи» фотопухӑм. Ку проект ӑнӑҫлӑ аталанчӗ темелле, анчах сайтӑн движокӗ хамӑрӑн мар, ют пулнӑран, сервертан сервера куҫса пынӑ май пӗр вӑхӑтра сайта ниепле те ӗҫлеттерсе яраймарӑмӑр. Анчах ӑна мӗншӗн асӑнатӑп-ха? Сӑнсем валли ятарлӑ вырӑн кирлӗ текен ыйту ҫавах тӑратчӗ. Ҫавна май 2018 ҫулта ятарлӑ сайт хатӗрлеме пуҫларӑмӑр. Вӑл кивӗ адреспа, анчах ҫӗнӗ ятпа — «Сӑнсен пуххи» текеннипе — аталанма пуҫларӗ. Енчен те малтанхи сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтармалли вырӑн пек пулнӑччӗ пулсан (унта уйрӑм сайтҫӑсем та хӑйсен сӑнӗсене вырнаҫтарма пултаратчӗҫ), хальхи вара сток пек аталанать. МИХ-сенче вӑл е ку темӑллӑ сӑнӳкерчӗке ӑҫтан илмелли ыйту вӑйлӑ тӑрать. Вӑт, ҫавнашкал чӑвашла сайт пулса пырать те вӑл. Ҫавӑн пекех унта эпир «Чӑваш халӑх сайтӗнчи» статьясен сӑнӗсене та вырнаҫтаратпӑр. Проект тытӑмне улӑштарнӑ, ятне улӑштарнӑ, анчах пӗтӗмӗшле сӑнсен пуххи пек ӗҫленӗрен вӑл малтанхи проектӑн тӑсӑмӗ шутланать те.
Чӑваш чӗлхин корпусӗ. «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн» чи пысӑк ӗҫӗ. Ӑна пула чӑваш чӗлхи тӗнче тетелӗнче вӑйлӑ аталанма хӑват илчӗ тесен те йӑнӑш мар. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен шӑпах унта пухнӑ вырӑсла-чӑвашла корпус вырӑс тата чӑваш чӗлхисене ҫыхӑнтарма май пачӗ. Ҫыхӑнтарнӑ хыҫҫӑн вара тӗнчери тӗрлӗ ИИ чӑвашла лайӑх пӗлме пуҫларӗ. Ҫав шутра Chat GPT та! Унӑн юлашки версийӗсем арӑш-пирӗш чӑвашла (ним пӗлмесӗр чӑвашла ҫырса хунӑ лавккасене аса илетӗр пуль?) ҫырмаҫҫӗ, япӑхрах пулин те, ҫавах та чӑннипех чӑваш структурипе чӑваш сӑмахӗсемпе ҫырма хӑтланаҫҫӗ. Ҫавна май юлашки вӑхӑтра эпир хамӑр ӗҫӗн пусӑмне шӑпах ун ҫине тӑватпӑр. Шӑпах ун валли ҫӗнӗ хайлавсем сканерлатпӑр та. Паянхи куна илсен унта 18, 2 млн сӑмах. Тӗллев — 20 миллиона ҫитересси. Корпуса паха тӑвас тесе, вӑл йӑлтах литературӑран ан тӑтӑр тесе, эпир ытларах тӗрлӗ йышши текстсене пухатпӑр. Электронлӑ вулавӑшри текстсем унта ҫуккипе пӗрех темелле. Темиҫе кӗнекене кӑна куҫарнӑччӗ. Классикӑллисене ӗнтӗ. Вӗсемсӗр корпус епле пултӑр-ха?
«Атӑл.Тӑлмач» куҫаруҫӑ. Ку эпир, «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ», хатӗрленӗ куҫаруҫӑ. Яндекс.Тӑлмач, Гугл.Тӑлмач, тӗрлӗ ИИ пур чухне вӑл мӗн тума кирлӗ-ха тесе ыйтма пултаратӑр. Gemini ИИ-не вӑл хӑш чухне ҫитеймест пулин те унӑн пахалӑхӗ урӑххинче: унпа усӑ курнӑ май пирӗн паха база пухӑнать! Эпир унпа усӑ курса хамӑрӑн куҫаруҫӑна лайӑхлатма пултаратпӑр. Тата унта тӗрлӗ куҫарусене хаклама май пур. Ҫапла май пирӗн паха тата пахалӑхсӑр куҫарусен бази пухӑнма пырать. Ку вара куҫаруҫӑсене лайӑхлатма май туса парать.
«Ман пултарулӑх». Ку вӗр-ҫӗнӗ проект. Ҫак кунсенче кӑна хатӗрлерӗмӗр. Унӑн тӗллевӗ: кашни ҫынна хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарма май туса парасси. Енчен те «Электронлӑ вулавӑша» пирӗн хамӑрӑн хайлавсене кӗртмелле пулсан, кунта кашни хӑй кӗртейрет. Сайта кӗме те ятарласа регистрациленмелле мар — ВК-ри е Яндексри аккаунтпа усӑ курса кӗме пулать. Тӗпрен илсен: кашни хӑй, эпир пулӑшасса кӗтмесӗр, хайлав вырнаҫтарма пултарать. Сайчӗ, паллах, ҫӗнӗ, ҫавна май унта ҫӗнетмелли, аталантармалли чылай.
Кӗскен ытти проектсем ҫинчен. «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» — ку проекта тахҫанах пуҫланӑччӗ, ӑна ирӗклӗ текстсене (юмахсем ирӗклӗ-ҫке) вырнаҫтарма ӑсталанӑччӗ. Проекта хупман, пурӑнать, анчах вӑхӑт ҫуккипе аталанмасть. «Тупмалли юмахсем» — вӑйӑ пек хатӗрленӗ проект. Малтан ӑсталанӑ хыҫҫӑн хупӑнман, пурӑнать, анчах аталанмасть. «Пилсемпе кӗлӗсем» — ҫавнашкал ятлӑ кӗнекене уйрӑм сайт пек ӑсталани. «Ваттисен сӑмахӗсем» — кунта чӑваш ваттисен сӑмахӗсем вырнаҫнӑ (ӑна та ҫавнашкал ятлӑ кӗнекене цифрласа хатӗрленӗ). Чӑвашла терминсен сайчӗ — ҫӗнӗ чӑвашла терминсене сӳтсе явма, вӗсене сӗнме канашлу пек хатӗрленӗ сайт. Чӑвашсен историйӗ — Елена Енькка кӗнекине сканерласа ятарласа тунӑ проект. Вӗсем пурне пурӑнаҫҫӗ, анчах чылайӑшӗшӗн ҫакӑ ҫителӗклӗ те. Чи кирли — вӗсем ҫак информаципе тӗнче тетелне пуянлатаҫҫӗ.
Хупӑннӑ проектсем. Ун пекки те пур ӗнтӗ. Чӑваш халӑх канашлӑвӗ, Чӑвашла сайтсен рейтингӗ, Баннерсен ҫыххи... Вӗсем пурте самана улшӑнса пынипе хупӑннӑ. Чӑваш халӑх канашлӑвне темиҫе хут та чӗртсе тӑратма пӑхрӑмӑр, анчах канашлусен ӗмӗрӗ иртсе кайнӑран усси пулмарӗ. «Чӑваш халӑх сайтне» МИХ пек регистрациленӗ хыҫҫӑн яваплӑх тытма тивнӗрен ун пирки пачах манас терӗмӗр. Баннерсемпе ӗҫлеме вара саккунсем улшӑнчӗҫ. Рейтинга унӑн усси сахал пулнӑран, анчах ресурса пит нумай ыйтнӑран хупрӑмӑр.
21 ҫул хушшинче чӑваш чӗлхишӗн самай пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ. Ҫак ӗҫ ахаль пулса иртмен тесе шутлатӑп, вӑл чӑваш чӗлхине тӗнче тетелӗнче ҫирӗпленме май туса панӑ. Раҫҫей Федерацийӗнчи хӑш-пӗр халӑхсен кунашкал сайтсем ҫук тесен те калама пулать. Хӑш-пӗр йышши сайтсем, тен, аванрах та аталаннӑ, анчах эпир кайра пыракансем мар.
«Чӑваш халӑх сайтне» 21 ҫулпа саламлас кӑмӑл пур пулсан пирӗншӗн чи паха парне вӑл — эпир ӑсталанӑ ӗҫсемпе усӑ курни пулӗ. «Атӑл.Талмачпа» куҫарӑр, куҫарусене хаклӑр; «Ман пултарулӑх» сайтра хӑвӑрӑн хайлавсене вырнаҫтарӑр; «Чӑваш чӗлхи корпусӗнче» пуплевӗшсене вырӑсла куҫарӑр, пуплевӗсене сасӑ кӗртӗр; «Чӑваш халӑх сайтӗнчи» хыпарсемпе паллашӑр; «Электронлӑ вулавӑшри» хайлавсене вулӑр, комментари ҫырӑр тата ытти те. Вӗсене пурне те халӑх валли ӑсталанӑ, халӑх усӑ курмашкӑн.
«Чӑваш халӑх сайчӗ» ятӗнчен вара пире 21 ҫул хушши чӑтнӑшӑн, ытлашшиех ятламаншӑн, йӑнӑшсене тупса вӗсене юсама пулӑшнӑшӑн сире пысӑк тав сӑмахӗ!
Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Николай Плотников
07.09.2026 13:59
Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 21 ҫул хушшинче тӑван чӗлхене упрама мӗн туса ирттернӗ
05.09.2026 19:40
Приглашение в бархатный сезон-2026 в Крым
28.08.2026 19:34
Юбилей олимпийского чемпиона Валериана Соколова
21.08.2026 08:23
Астӑвӑм ытамӗнче
02.08.2026 20:49
В Чебоксарах открылась выставка Союза чувашских художников
25.07.2026 21:12
Инҫе ҫулсен сиплевӗ
23.07.2026 21:23
Чӗлхене мӗн ҫӑлса хӑварайрать? Вӑл кӑсӑклӑ пулни-и?
14.07.2026 12:18
«Илем тӗнчи тата шкул»
07.07.2026 09:01
Новая книга народного художника Чувашии Валерия Северянина
02.07.2026 19:44
Чикмене кайса килни
Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 21 ҫул хушшинче тӑван чӗлхене упрама мӗн туса ирттернӗ
Как быстро и удобно заказать пиццу с доставкой на дом от службы доставки еды "Макароллыч" в Кирове?
2678
Астӑвӑм ытамӗнче
1369
Юбилей олимпийского чемпиона Валериана Соколова
421
Приглашение в бархатный сезон-2026 в Крым
270
Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 21 ҫул хушшинче тӑван чӗлхене упрама мӗн туса ирттернӗ


+12.3 °C