Етӗрне хулинче пурӑнакан ветеран Иван Ермолаев 105 ҫул тултарнӑ. Иван Васильевич Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнче колхозниксен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1939 ҫулта ӑна салтака илнӗ. Киле таврӑнма ӗлкӗреймен - вӑрҫӑ пуҫланнӑ. Вӑл Чехословакие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӗве Хемниц хулинче кӗтсе илнӗ. 1946 ҫулта аслӑ старшинана демобилизациленӗ.
Иван Васильевича I степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе чысланӑ.
Паян япӑх ҫанталӑка пула тӑватӑ округри 9 ялта ҫутӑ сӳннӗ. Пӗтӗмпе 2 пин ытла ҫын электроэнергисӗр юлнӑ.
Ҫутӑ Йӗпреҫ, Канаш, Муркаш тата Элӗк округӗсенчи 1187 кил-ҫуртра ҫук. Ҫынсене электроэнерги парас тӗлӗшпе 8 бригада, 25 ҫын, 8 техника ӗҫлет. Ку ӗҫене ҫитес вӑхӑтра вӗҫлеме шантараҫҫӗ.
Раҫҫейри чи лайӑх вӗрентекенсене хавхалантарӗҫ. Вӗрентекен кунӗ тӗлне вӗсене 200 пин тенкӗ парӗҫ.
Вӗсен йышӗнче - Чӑваш Енри 11 педагог.
200 пин тенке Шупашкарти Татьяна Андреева, Михаил Зыков, Александр Григорьев, Елена Михайлова, Алевтина Калинина, Ирина Диарова, Анжелика Панкратова, Ҫӗмӗрле округӗнчи Татьяна Надеева, Йӗпреҫ округӗнчи Алена Ядрицова, Элӗк округӗнчи Альжбета Краснова, Ҫӗнӗ Шупашкарти Екатерина Владимирова тивӗҫӗҫ.
Республикӑри 10 округ Сосновский пултӑранӗпе кӗрешме хушма укҫа ыйтнӑ. Вӗсен йышӗнче - Улатӑр, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Етӗрне, Елчӗк, Патӑрьел округӗсем. Вӗсене пӗтӗмпе 4,5 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫапа 2,85 тӑваткал ҫухрӑм лаптӑк ҫинчи Сосновский пултӑранне пӗтерме май парӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫак наркӑмӑшлӑ курӑкпа кӗрешме 11,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкарти 4-мӗш гимнази валли тинех директор тупӑннӑ. Ку вырӑна унччен физкультура учителӗнче ӗҫленӗ Максим Валерьевич Антонов йышӑннӑ.
Палӑртмалла: гимназире 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе директор ҫук. Унччен директор унта Андрей Михайлов пулнӑ. Максим Валерьевич 1996-2002 ҫулсенче Йӗпреҫ округӗнчи Пысӑк Упакассинчи шкулта физкультура учителӗнче ӗҫленӗ. Кайран Йӗпреҫри 2-мӗш шкулта тӑрӑшнӑ, 2006-2018 ҫулсенче ӑна ертсе пынӑ.
Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи Хурамал ялӗнче пурӑнакан Николай Квасов кил-ҫуртне чӑн-чӑн юмаха ҫавӑрнӑ. Мӗн тери илемлӗ! Унӑн килӗ умӗнчен чарӑнса тӑмасӑр иртме ҫук.
Николай Квасов - 76 ҫулта. Кил-ҫуртне илемлетнӗ эрешсене, кӳлепесене вӑл йывӑҫран касса кӑларнӑ.
Йӗпреҫ округӗнчи утарҫӑсем кулянаҫҫӗ: унта пыл хурчӗсем нумай вилеҫҫӗ. Мӗн пулнӑ? Ҫакна вӗсем уй-хире ҫум-курӑка пӗтерекен химикат сапнипе ӑнлантараҫҫӗ.
Ку хыпара «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ, вилнӗ вӗлле хурчӗсене видео ӳкерсе ярса панӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пыл хурчӗсем Хурамал ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫӗнӗ Выҫли, Чӑрӑшкасси, Хумри Ишек ялӗсенче вилнӗ. Унта пыл хурчӗсен 50 проценчӗ вилнӗ-мӗн. Ҫынсем ҫакӑ рапс уйне пестицидсемпе сапнипе пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Шӑпах халӗ, утӑ уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче, сапнӑ-мӗн. Кун пек ӗҫсем туса ирттересси пирки вӗлле хурчӗ ӑстисене юлашки хутчен ҫӗртмен 16-18-мӗшӗсенче асӑрхаттарнӑ-мӗн.
Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи Купня тата Ирҫе Ҫармӑс ялӗнче пурӑнакансем ял уявне пухӑннӑ. Кӑҫал вӗсен ҫавра ҫул – ял йӗркеленсе кайнӑранпа 450 ҫул ҫитнӗ.
Вырӑнти ҫынсемпе хӑнасем чӑвашла тумланса тухнӑ, чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ, купӑс каласа ташланӑ. Пӗр сӑмахпа, уява пухӑннисен пурин те лайӑх кӑмӑл пулнӑ.
Паян ирхи 3 сехетре Йӗпреҫ округӗнчи Кӗҫӗн Патӑрьел ялӗ ҫывӑхӗнче шкул ачи машинӑпа ҫаврӑнса ӳкнӗ. «Тойота-Камри» рулӗ умӗнче 16 ҫулти каччӑ ларнӑ, вӑл кювета чӑмса ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Машина ют ҫыннӑн пулнӑ. Каччӑ ӑна тӑванӗнчен ыйтмасӑрах илнӗ. Аварире хӑй шар курнӑ, суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Шӑпах ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 9-мӗш классем экзамен тытнӑ. Авари ҫав куҫ пулнӑ та.
Чӑвашсене Мускаври Театр институчӗ тӳлевсӗр вӗрентессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫитес ҫул Мускаври Борис Щукин ячӗллӗ театр институчӗ артист пулма ӗмӗтленекен чӑваш ҫамрӑкӗсене тӳлевсӗр вӗрентме илӗ.
Кӑҫал Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ артист пулас ӗмӗтлисене ӑсталӑха туптама пулӑшӗ.
«Ҫамрӑксемпе тӗлпулусем ирттерме театр кашни муниципалитет округӗнчех палӑртнӑ. Пӗрремӗш ҫитӗнӳ те пур. Ак, тӗслӗхрен, Тӑвайпа Йӗпреҫ округӗсенчен юрӑпа сӑвӑ енчен пултаруллӑ хӗрпӗрчийӗсене суйласа илчӗҫ Наталия Сергеевӑпа Геннадий Медведев», – хыпарланӑ театрта.
Суйлавсемпе итлевсем, тӗлпулусем малалла та иртӗҫ. Мускавра вӗренме, артист пулма кӑмӑл пур пулсан, пӗлтерӗр пире ҫак телефонпа +7 835 262 02 21.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Евстафьев Николай Филиппович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |