Муркаш районӗнчи Ҫатракасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗ тахӑҫантанпах Ҫатракассинче вырнаҫнӑ пулнӑ. Анчах пӗринче вырӑнтисем ӑна Кашмаша куҫарма шут тытнӑ. Шухӑшпа шур пӳрт лартаймӑн теҫҫӗ те, пуҫ ватса нумай тӑман — куҫарса кайнӑ. Анчах ҫапла хӑтланнипе Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗсен пӗри килӗшме пултарайман, район прокуратурине ҫӑхавланӑ. Унта вара кӗҫех тӗрӗслев пуҫарса янӑ.
Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ӑҫта вырнаҫмаллине вырӑнти хӑй тытӑмлӑх йӗркелессин пӗтӗмӗшле принципӗсем ҫинчен калакан федераци саккунӗпе пӑхса хӑварнӑ иккен. Асӑннӑ документра кун пирки вырӑнти йӑла-йӗркене тата социаллӑ инфраструктурӑна пӑхӑнса йӗркелемелли ҫинчен каланӑ.
Муниципалитет пӗрлешӗвӗсене куҫармалли йӗркене пирӗн республикӑра администраципе территори йӗркелӗвӗ ҫинчен калакан саккунта пӑхса хӑварнӑ. Куҫарас йӗркене вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ сӗннипе Патшалӑх Канашӗ йышӑнать. Анчах унччен вырӑнти халӑх шухӑшне пӗлмелле. Ҫатракасси ял тӑрӑхӗ ҫак самантсене шута илмен.
Республикӑри чылай вулавӑшӗ евӗрех Муркаш районӗнчи ҫак учрежденисенчен хӑшӗ-пӗрисем те ҫынсене патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗ кӳме тытӑннӑ. Документсене вӗсем «пӗр чӳрече» меслетпе йышӑнаҫҫӗ. Ку пулӑшӑва ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчен районти тӑхӑр вулавӑш: Мӑн Сӗнтӗрти, Ильинкӑри, Катькасри, Кашмашри, Анаткассинчи, Чуманкассинчи, Шетмӗпуҫӗнчи, Юнкӑри тата Йӳҫкассинчи — кӳрет иккен. Вӗсенче муниципалитетсем кӳрекен 29 йышши пулӑшӑва илме пулать.
Унччен вара районти специалистсем — район администрацийӗн информаципе тивӗҫтерекен пайӗн пуҫлӑхӗ В. Лаврентьева, Муркаш районӗнчи нумай ӗҫ тӑвакан центр директорӗ Т. Королькова тата Муркаш районӗн тӗп вулавӑшӑн директорӗ И. Николаева культура учрежденийӗсем ҫӗнӗлле ӗҫлеме хатӗррине тӗрӗсленӗ. Вӗсем компьютерсемпе оргтехникӑн, ҫыхӑнӑвӑн тӑрӑмне хакланӑ, ӗҫре кирлӗ сӗнӳсемпе пулӑшнӑ.
Сӑнсем (12)
Муркаш районӗнчи Кашмашри информаципе культура центрӗнче пушӑн 17-мӗшӗнче «Яланах театр» ятпа драма кружокӗсен курав-конкурсӗ иртрӗ. Палӑртнӑ вӑхӑта халӑх та пуҫтарӑнчӗ, Шупашкартан ятарлӑ комисси те килсе ҫитрӗ. «Халӑх» ятне тепӗр хут ҫирӗплетсе парас тесе Кашмашри тата Орининти халӑх театрӗн артисчӗсем ҫак саманта тахҫантанпах кӗтсе хатӗрленнӗ ӗнтӗ, ҫапах та хӑйсенче хумханни палӑрать. Кашмашри культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ халӑх театрӗ жюрипе курма килнисене Н.Угарин пьеси тӑрӑх лартнӑ «Юнланнӑ пӗркенчӗк» драмӑпа паллаштарчӗ. Спектаклӗн режиссӗрӗ — Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ Г.Федоров. «Шупашкарти артистсенчен пӗртте кая мар, питех те лайӑх вылярӗҫ хӑйсене шанса панӑ ролӗсене. Маттур артистсене ятранах асӑнса хаварас килет: Т. Цвыга, Н.Ершов, Г.Ершова, И. Майков, О. Сурикова, П. Борзаев, Р. Николаева, Е. Тихонова.
Оринин театрӗн артисчӗсемпе пӗрле ҫак курава ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.С. Волков та килсе курма кӑмӑл турӗ, кунта ҫитме машина та уйӑрса пачӗ. Орининсем те Н. Угарин драматург ҫырнӑ «Тӗпсӗр сӑпкари ача сасси» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектаклӗн пӗр пайне лартса пачӗҫ.
