Улатӑр муниципаллӑ округӗн депутатсен пухавӗн депутачӗ Сергей Павленков Ҫӗмӗрлере йытӑ приючӗ вырӑнне хӑйсен округӗнчи Чуварлейра шкул хута яма сӗннӗ. Аса илтерер: приют валли 264 миллион тенке яхӑн уйӑрма хатӗррине пӗлтерсе аукцион ирттерме палӑртнӑ. Анчах тепӗр кунхине ӑна пӑрахӑҫланӑ.
Депутат палӑртнӑ тӑрӑх, Чуварлейри шкул 1957 ҫулта тунӑскер, хальхи стандартсемпе килӗшсе тӑмасть.
Ӗнер республикӑра икӗ ҫын путса вилнӗ. 16 сехет тӗлӗнче Улатӑр округӗнчи Алтышево ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере Вӑрмар округӗнчен килнӗ арҫын виллине кӑларнӑ. Вӑл 40 ҫултан иртнӗ кӑна-ха.
Икӗ сехетрен Шупашкар округӗнчи Самукасси ялӗ ҫывӑхӗнче пӗвере 38 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вӑл 38 ҫулта пулнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти тӗп пляжра 13 ҫулти хӗрача, 14-ри тата 15-ри арҫын ачасем путса вилнӗ.
Шӑматкун Чӑваш Енре ике пушар пулнӑ. Вӗсенче икӗ ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Ирхи 8 сехетре Улатӑр округӗнчи Кире поселокӗнче йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашне те тӗп тунӑ. Пушарта 1956 ҫулта ҫуралнӑ арҫын вилнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗрле шӑрпӑкпа асӑрханман.
Тепӗр пушар Шупашкар округӗнчи Хыркассинче пулнӑ. Шел те, унта та ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ – 80 ҫулти хӗрарӑм вилнӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 663 пушар пулнӑ, вӗсенче 35 ҫын вилнӗ.
Улатӑр муниципаллӑ округӗнче вӑрман ҫунма пуҫланӑ. Пӑтӑрмах сӑлтавӗ — аҫа ҫапни.
Инкеке ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 15 сехетре асӑрханӑ. Ҫалавҫӑсем пушар вырӑнне вӑхӑтра пырса ҫитсе вут-ҫулӑма ытлашши сарӑлса кайма паман, васкавлӑн сӳнтернӗ.
Эйпеҫ вӑрман хуҫалӑхӗнчи вӑрманти йывӑҫа аҫа ҫапнине пула пушар 0,035 гектар ҫинче алхаснӑ. Вут-ҫулӑма ҫур сехетрен сӳнтернӗ, мӗнпур ӗҫе 17 сехет те 30 минутра вӗҫленӗ.
Ҫак ӗҫе Вӑрман хуралӗн 5 ӗҫченӗ тата вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакан 10 специалист хутшӑннӑ. Вӗсем техникӑпа, ҫав шутра, плуглӑ тракторпа, ӗҫленӗ.
Республикӑри виҫӗ муниципалитет округӗнче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнине палӑртнӑ. Паянхи кун тӗлне Улатӑр, Куславкка тата Сӗнтӗрвӑрри округӗсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 5-мӗш класӗ вӑйра.
Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Пӑрачкав округӗсенче тата Шупашкар хулинче пушар тухас хӑрушлӑхӑн 4-мӗш класӗ пулнине палӑртнӑ.
Ҫавӑнпа асӑрханма ыйтаҫҫӗ: типӗ курӑк ҫунма, ҫынран килмен сӑлтава пула пушар тухма пултарать.
Улатӑр районӗнче мотоциклпа ҫула тухнӑ арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Улатӑр – Стемас» ҫул ҫинче пулса иртнӗ.
Мотоциклиста кӗтмен ҫӗртен япӑх пулса кайнӑран вӑл транспорта чарса ӗлкӗрнӗ. Анчах, шел те, унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кун пирки «Алатырь без паники» Telegram-каналта пӗлтернӗ.
Пурнӑҫӗ татӑлнӑ ҫын пирки урӑх нимӗн те пӗлтермен. Вӑл миҫере пулнине те, вилӗм сӑлтавне те кӗске хыпарта ҫырман.
Улатӑр тӑрӑхӗнче пурӑнакан пӗр арҫын аптраса ӳкнӗ. Унӑн температури 38 градусран ытла хӑпарса кайнӑ, кӑкӑр шӑмми ыратнӑ, ӳслӗк аптӑратнӑ. Ларма, тӑма, выртма кансӗр пулнӑ.
Улатӑрти тухтӑрсем арҫын вилесле хӑрушлӑхра пулнине шута илсе Шупашкарти кардиологи центрне илсе ҫитерме шутланӑ. Унта ӑна вертолетпа диспансера илсе кайнӑ.
3 кун иртсен арҫын реанимацинчен тухнӑ. Халӗ вӑл хӑй тӗллӗн утса ҫӳреет.
«Контактра» халӑх тетелӗнчи «Вести Чувашии» ушкӑн пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Улатӑр округӗнчи Алтышево ялӗнче упӑшкипе арӑмне вӗлернӗ, унтан ҫуртне чӗртсе янӑ. Кайран ҫав ҫынсем вӗсен машинипе тарнӑ, ӑна хула хӗррине лартса хӑварнӑ.
Упӑшки - усламҫӑ, арӑмӗ кӗҫӗн классен вӗрентекенӗ пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене персе вӗлернӗ, унтан ҫуртне чӗртсе янӑ.
Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Улатӑр округӗнчи Иваньково-Ленино ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, инкексӗр иртмен – ҫулӑма сӳнтерсен кил хуҫин виллине тупнӑ. Вӑл – 60 ҫулти арҫын.
Пушар алхасма пуҫлани пирки 19 сехет те 20 минутра пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем киличчен ҫулӑма пушар команди сӳнтерме тытӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «хӗрлӗ автан» пирус асӑрханмасӑр туртнӑран ташлама пуҫланӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 461 пушар пулнӑ. Вӗсенче 27 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Чӑваш Енри ал ӗҫ ӑсти Светлана Куманейкина Мускавра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра чӑннипех те тӗлӗнтернӗ. Вӑл - Улатӑр муниципаллӑ округӗнчи Анютино ялӗнчен.
Светлана курава килекенсем валли хӑйне евӗр стенд хатӗрленӗ. Унта пусмаран, мамӑкран хатӗрленӗ пуканесем, яппун вӗтӗ шӑрҫинчен хатӗрленӗ колье вырӑн тупнӑ.
Светлана Куманейкина куравра ал ӗҫ енӗпе ӑсталӑх класӗсем те ирттерет. Унта хӗрарӑмсем кӑна мар, арҫынсем те, ачасем те хаваспах хутшӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |