
Паян Шупашкара «Счастливы вместе» (чӑв. Пӗрле телейлӗ) телесериалта Гена Букин сӑнарне калӑпланӑ артист килӗ.
Хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн кино актерӗ тата телеертӳҫӗ Виктор Логинов Ӳнер академийӗн журналистикӑпа телевидени уйрӑмӗнче вӗренекенсемпе 15 сехетре тӗл пулӗ. Артистпа курнӑҫӑва академи йӗркеленӗ.
Виктор Логинов Екатеринбургри патшалӑхӑн театр институтӗнче театрпа кино актёрӗн ӑсталӑхне алла илнӗ. Екатеринбургри академи драма театрӗнче тата Урал ҫыравҫисен Камера театрӗнче ӗҫленӗ. 2006 ҫулта Мускава «Счастливы вместе» телесериалта ӳкерӗнме тухса кайнӑ. Унта вӑл Гена Букин сӑнарне калӑпланӑ. Екатеринбургра ҫав сӑнара хисеп туса палӑк та лартнӑ.

Чӑваш Енре ҫуралнӑ Станислав Садальские, Раҫҫейри театрпа кино актерне, Мускаври пульницӑна вырттарнӑ, ҫак кунсенче ӑна операци тунӑ. Кун пирки актер Инстаграмри хӑйӗн старницинче пӗлтернӗ.
Станислав Садальский – 67 ҫулта. Унӑн чӗрине операци тунӑ. «Манӑн сайра тӗл пулакан хушаматлӑ тухтӑр Иванов (Иванов профессорӗн ывӑлӗ) ӗҫмест, операцие питӗ тӗплӗн ирттернӗ, вара эпӗ кӑкӑр тулли сывласа ятӑм. Тухтӑра сире те сӗнетӗп», — ҫапла ҫырнӑ актер Инстаграмри страницинче.
Унӑн пултарулӑхне кӑмӑллакансем ӑна часрах сывалмашкӑн ӑнӑҫу сунса комментарисем ҫырнӑ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи икӗ актер ҫӗнӗ сезонта сумлӑ юбилейсене уявлама хатӗрленет. Ҫакӑн пирки театрӑн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Юрий Владимиров ӳнер учрежденийӗ черетлӗ сезона хупнӑ май каланӑ. 100-мӗш сезонти чаршава театр И.С. Максимов-Кошкинскин «Константин Иванов» пьесипе лартнӑ спектакльпе ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче хупнӑ.
Театра пухӑннисем умӗнче ҫав каҫ тухса калаҫнӑ Юрий Владимиров иртсе кайнӑ юбилейлӑ сезона пӗтӗмлетнӗ. Ҫитесси пирки асӑнса хӑварнӑ май чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче чӑваш сценин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина 95 ҫулхине уявлассине пӗлтернӗ. Раштав уйӑхӗнче РСФСР халӑх артисчӗ Нина Григорьева 80 ҫулхи юбилея палӑртӗ. Тӑван сцена ҫине тухма вӗсем пӑрахман-ха.

Ҫӗмӗрлере кама асӑрханине тем тесен те пӗлейместӗр. Унта «Татьянин день» сериалта ӳкерӗннӗ Кирилл Сафонов килнӗ!
Паллӑ актер кафере апатланнӑ. Унти ӗҫчен Наталья Мажукова Кирилл Сафоновпа сӑн ӳкерӗнне. Вӑл каланӑ тӑрӑх, паллӑ актер бозбаш, чалагач, ҫӗрулми нимӗрӗ, «Цезарь» салат ҫинӗ. Ӑна йӑлтах килӗшнӗ. Ҫавна май вӑл кафе ӗҫченӗсем валли ырӑ сӑмахсем ҫырса хӑварнӑ.
Кирилл Сафонов пӗччен пулман. Вӑл Ҫӗмӗрлене «Викинг» фильмӑн пултарулӑх ушкӑнӗпе ҫитнӗ. Кафе ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, паллӑ актер питӗ уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын.
