Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенне Шупашкарти Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинчи ӗҫ пӳлӗмӗнче вӗлернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, 80-ри травматолог тухтӑрта та ӗҫленӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультечӗн экстремаллӑ кафедринче студентсене те вӗрентнӗ.
Ватӑ профессора, медицина ӑслӑлӑхӗнсен докторне, Чӑваш Енӗн ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне 48-ти (халӗ вӑл 49-та) пӗлӗшӗ вӗлернӗ. Вӗсен иккӗшӗн тулли мар яваплӑ общество пулнӑ. Услампа ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑх тавлашӑва ҫаврӑннӑ, ҫамрӑкки аслине вӗлернӗ.
Ҫын ҫине алӑ ҫӗкленӗ этем унччен те судпа айӑпланнӑ иккен. Анчах малтан вӑл вӑрӑпа ҫакланнӑ. Халӗ ӑна 12 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.
Пурне те пӗлсе-илтсе тӑракан «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра паян ҫырнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ывӑлӗ тата Чӑваш Енрен Федераци Канашӗн сенаторне суйланнӑ Вадим Николаевӑн ывӑлӗ пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Кулянмалла лару-тӑру ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти «Чӑвашгражданпроект» ҫурчӗ умӗнче пулса иртнӗ имӗш. Унта хаклӑ темиҫе ресторан вырнаҫнӑ тесе калаҫҫӗ. Ҫавӑнта Элтеперӗн 20-ри ывӑлӗпе сенаторӑн 17-ри ывӑлӗ 15-ри виҫӗ каччӑпа ҫапӑҫса кайнӑ имӗш. 17-ри каччӑ дзюдо енӗпе ӑста иккен те вӑйне ытларах вӑл кӑтартнӑ пулать.
Шар курнӑ каччӑсен ашшӗ-амӑшӗпе Вадим Николаев сенатор калаҫнӑ-мӗн. Пӗр каччӑн ҫемйи журналистсемпе малтан хӑйне хӑюллах тытнӑ пулсан кайран вӗсемпе те калаҫма тӑхтанӑ имӗш.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Энгельс урамӗнчи ҫӳп-ҫап контейнерӗнче тин ҫеҫ ҫуралнӑ ачана асӑрханине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Тӑван тӗпренчӗкне вилме шартлама сивӗре тухса пенӗ чунсӑр хӗрарӑма йӗрке хуралҫисем ҫав кунах тупса палӑртнӑччӗ. Шелсӗр этем — 33 ҫулти хӗрарӑм. Унӑн тепӗр ача та пулнӑ. Контейнерти ачана пульницӑна ӑсатнӑччӗ, тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑччӗ.
Ҫичӗ ҫулти ача амӑшӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Шупашкарти Ленин район сучӗ пӑхса тухнӑ. Кипкери ачана вӗлерме хӑтланнӑ храрӑма 1 ҫул та 6 уйӑхлӑха колони-поселение ӑсатмалла тунӑ. Анчах халех мар. Ҫиччӗри хӗрӗ 14-а ҫитсен.
Опекӑпа попечительство органӗсем пуҫарнипе хӗрарӑма ҫиччӗри ачи тӗлӗшпе те амӑш правинчен хӑтарасшӑн.
Питӗр хулинче чӑваш художникне вӗлерекенсене паян суд тунӑ. Усал ӗҫ пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Питӗрти хваттерте Евграф Пайманов художник виллине тупнӑ. Ырӑ мар хыпара художника пӑхса пурӑннӑ 19 ҫулти хӗр пӗлтернӗ.
Тӗпчевҫӗсем кӗҫех айӑплисене те тупса палӑртнӑ. Сусӑр художника вӗлерме хӗр ҫул ҫитмен паллаканне ыйтнӑ иккен. Ӑна вӑл хваттере мӗнле кӗмеллине ӑнлантарнӑ: хӑйӗнпе сантехник пулӑшуҫи тесе паллаштармалла, мӗншӗн тесен художник килне ҫак специалист килмелле.
Яш сусӑр художника вӗлернӗ хыҫҫӑн килти ҫур миллиона яхӑн укҫана илсе кайнӑ.
Ҫынна вӗлерттернӗ хӗре пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 11 ҫуллӑха, яша воспитани паракан колоние 8 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ.
Евграф Пайманов 1947 ҫулта Етӗрне районӗнчи Мӑрсакасси ялӗнче 1949 ҫулта ҫуралнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 7-мӗш каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкарта полицейски икӗ каччӑна — пӗрне хырӑмран, теприне ҫурӑмран — тапнине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ.
Йӗрке хуралҫи пуҫтахланни пирки РФ Следстви комитечӗн следстви управленийӗн ӗҫченӗсем тӗрӗслев пуҫарнине те унта асӑннӑччӗ.
Каччӑсене тапакан тата ҫапакан арҫын пирки «полицейски формиллӗ ҫын» тесе ҫырнӑччӗ Следстви управленийӗн хыпарӗнче. Паян вара ҫав этем камне кӑтартнӑ. Вӑл ҫын полицин участокри уполномоченнӑйӗ пулнӑ иккен. 33 ҫулти арҫынна халӗ тытса чарнӑ, пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пӑтӑрмах ҫапларах сиксе тухнӑ: 22-ри тата 26-ри каччӑсен тротуар ҫине кӗрсе кайнӑ урапа хуҫипе пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Машина хуҫи вырӑнтан кайнӑ, анчах ҫамрӑксем ун пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Урапана йӗрке хуралҫисем Винокуров урамӗнчи заправка патӗнче тытса чарнӑ. Пӑтӑрмах пирки пӗлтернӗ каччӑсем те унта пырса ҫитнӗ. Ҫавӑнта полици лейтенанчӗ йӗркене пӑснине пӗлтернӗ ҫамрӑксене тапнӑ.
Йӗрке хуралҫисене ҫыртни, алӑпа ҫапни е урапа тапни, айӑплисене кайран ҫавӑншӑн явап тыттарни пирки час-часах пӗлтереҫҫӗ. Унта ҫырни тӑрӑх хакласан, пакунлисене яш-кӗрӗм те ним мар кӳрентереет, хӗрарӑмсемпе хӗрсем те шар кӑтартаҫҫӗ. «Йӗрке хуралҫисем ҫав териех халсӑр-им?» — тесе кашнинчех тӗлӗнетӗн вара.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗркаҫ полицейски тумӗллӗ ҫын малтан пӗр каччӑна хырӑмӗнчен, кайран теприне ҫурӑмӗнчен тапнине ӳкерсе илнӗ видео тӗнче тетелне лекнӗ.
Пӑтӑрмаха ӳкернине асӑрхасан полицейски камерӑна илме ыйтать, лешӗ итлеменнине кура ӑна хутлӑ-хутлӑ сӑмахпа вӑрҫать, видео ӳкерекене юлашкинчен пӗрле илсе каяҫҫӗ.
Халӗ ку фактпа РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ тӗпчев ирттернине пӗлтерет.
Авӑнӑн 10-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр ҫуртра граната тупнӑ. Анчах ку информацие МИХсене 5 кунран ҫеҫ пӗлтернӗ.
Гранатӑна 78 ҫулти арҫын хваттерӗнче тупнӑ. Граната унта мӗнле майпа лекнӗ? Халӗ ҫак ыйтӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Гранатӑна шыраса тупнӑ хыҫҫӑн подъездри ҫынсене урама кӑларнӑ.
Ӗҫ акӑ мӗнле пулнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ арҫын укҫа ҫухални пирки пӗлтернӗ. ЧР ШӖМӗн оперативникӗсем вырӑна ҫитнӗ, пысӑк укҫа епле ҫухалнине тӗпченӗ.
Арҫын оперативниксене иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Гагрӑра каннӑ чухне унти ҫынран граната туяннине пӗлтернӗ. Взровотехник эксперчӗсем граната вӗренмелли пулнине палӑртнӑ. Ун ӑшӗнче хӑйӑр пулнӑ-мӗн. Гранатӑна СССРта 20-мӗш ӗмӗр варринче кӑларнӑ иккен.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
Шупашкарта чрезвычайлӑ режима палӑртнӑ. Ӗнер каҫхи 9 сехет ҫурӑра Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра кирпӗчсем йӑтӑннӑ. Ҫурт 1-мӗш хутран пуҫласа 4-мӗш таран ҫурӑлнӑ.
ЧР ШӖМӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурӑлнӑ вырӑна ҫав ҫуртра пурӑнакансем асӑрханӑ та васкавлӑ службӑна пӗлтернӗ. Кӑштахран ҫуртри ҫынсене эвакуациленӗ. Пӗтӗмпе 70 хваттерти 153 ҫынна ҫуртран кӑларма тивнӗ. Хальлӗхе 117 ҫын тӑванӗсем патӗнче пурӑнаҫҫӗ. 36-ӑн, ҫав шутра — 4 ача, Шевченко урамӗнчи вӑхӑтлӑх пунктра кӗтес тупнӑ.
Суранланнисем, шар курнисем ҫук. Ҫуртри газа, электричествӑна сӳнтернӗ. Халӑ унта никама та кӗртмеҫҫӗ.
Паян Шупашкарта краҫҫынлӑ цистерна тӳнсе кайнӑ.
Груз турттаракан пуйӑс Шупашкарти Гремячево текен район тӗлӗнче КамАЗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Инкекӗ паян ирхи 9 сехет те 50 минутра пулнӑ. Цистернӑсенчен пӗри рельс ҫинчен тухса кайса тӳнсе кайнӑ, унтан краҫҫын юхса тухнӑ. Анчах нумаях мар. Пӗр 100 литр пек теҫҫӗ. КамАЗ водителӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.
Краҫҫын юхса тухнӑ вырӑна ятарлӑ хатӗрпе ҫийӗнчех сиенсӗрлетнӗ иккен, ҫавна май вӑл чӗрӗлсе каяс хӑрушлӑх ҫук.
Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Тутарстанра тӗрлӗ тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫӗпӗр язвине пуҫаракан инфекци тупнӑ. Ӑна Люга ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫыннӑн пусма тивнӗ пушмак пӑрӑвӗнче тупса палӑртнӑ.
Халӗ ҫав вырӑнта тӗрӗслев ирттернӗ, карантина кӗрекен лаптӑка палӑртнӑ. Карантинпа килӗшӳллӗн, ҫак вырӑнтан выльӑх-чӗрлӗхе, чӗрчунсене илсе тухма, кӗртме юрамасть. Вӗсенчен апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме, ӑна карантин лаптӑкӗнчен илсе тухма чараҫҫӗ. Чирлӗ выльӑхӑн сӗчӗпе те усӑ курма юрамасть. Вилнӗ чӗрчунсене касма, тирне сӳме ирӗк памаҫҫӗ. Ветеринарсен операци тума та ирӗк ҫук (васкавлисемсӗр пуҫне). Карантин территорине ҫынсен, транспортсен кӗме юрамасть. Выльӑх-чӗрлӗхе пӗве-юханшывсене шыв ӗҫтерме илсе ҫӳреме чараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ.
| Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |