
Иртсе кайнӑ канмалли кунсенче Тутарстанра Пӗтӗм Раҫҫейри драматургсен семинарӗ иртнӗ. Унта пирӗн республикӑран Марина Карягина хутшӑннӑ.
Паллӑ телеертӳҫӗ, пултаруллӑ поэт литературӑра драматурги жанрӗпе те тухӑҫлӑ ӗҫлет. Унӑн хайлавӗсем чӑваш сцени ҫинче вырӑн тупаҫҫӗ. Маларах Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» пьеса лартнӑччӗ, пӗлтӗр Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракан патне унӑн «Куккуклӑ сехетне» ҫитерчӗ.
Тутарстанри семинар пирки Марина Карягина Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта «ҫӗнӗ ҫынсемпе паллашнӑ — ҫӗнӗ тӗнчесем уҫнӑ». Семинар Тутарстанри ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн ертӳҫин Данил Салиховӑн ялти ҫуртӗнче, Хусантан утмӑл ҫухрӑмра, иртнӗ. «Эрнекунран пуҫласа тунтикунччен 40 хӑнана пӑхма, тӑрантарма, вырнаҫтарма, юрама ансат мар. Чаплӑ пӑхрӗҫ. Эпир йӗркелесе ирттерейӗпӗр-и ҫапла усӑллӑ семинарсем?» — тесе ҫырнӑ Чӑвашри хальхи вӑхӑтри драматург.

Кӳкеҫре пурӑнакан, Шупашкарти 19-мӗш шкулта тӑрӑшакан Роза Мазикова хулари шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине ҫӗнӗлле меслетсемпе вӗрентмелли ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Инновационные подходы в изучении чувашского языка и литературы в школах с русским языком обучения» (чӑв. Вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентессинчи ҫӗнӗлӗхсем) семинара ӗнер республикӑн тӗп хулинчи шкулсенчи директорсен наципе регион компоненчӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗсем валли йӗркеленӗ. Мероприяти маларах асӑннӑ 19-мӗш шкулта иртнӗ.
Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентме усӑ куракан мелсем ҫинчен Роза Анатольевна «Системно-деятельностный подход в обучении чувашскому языку и литературе» (чӑв. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентессине системӑлла тата пуҫаруллӑ йӗркелесси) ятпа хӑтлав та хатӗрленӗ. Унта вӑл хӑй тӗпе хуракан Диамант тата Венна диаграммин меслечӗсемпе паллаштарнӑ. Уҫӑ урокра вара Роза Мазикова чӑваш литературин урокӗсенче колуз-тестсемпе усӑ курнине кӑтартса панӑ.

Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Алешкин Саплӑк чӑваш ялӗнчи шкулта районти семинар иртнӗ. Унта вӗренӳ учрежденийӗсен директорӗсен воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗсем, класс ертӳҫисен тата педагог-йӗркелӳҫӗсен шкулти методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫисем пуҫтарӑннӑ.
Педагогсем шкулти этнографи музейӗнче те, вӑл сакӑр уйрӑмран тӑрать, пулнӑ. Музей ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна Петр Максимов истори учителӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Ку вӑл 1987 ҫулта пулнӑ. Унтанпа музей самай пуянланнӑ. Петр Васильевича сума суса музейра паян ятарлӑ стенд та ӗҫлет.
Семинара пухӑннисене ачасен ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Уйрӑмах килӗшнисен шутӗнче — «Волшебная бусинка» (чӑв. Асамлӑ шӑрҫа) тата «Веста» кружоксем. Вӗсем иккӗшӗ те ачасен ӑсталӑхне туптама пулӑшаҫҫӗ.

Чӑваш Ен ачасене килте паллиативлӑ пулӑшу кӳрекен пилотлӑ регионсен шутне лекнӗ.
Ӗнер Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча пульницинче ачасене паллиативлӑ пулӑшу кӳрекен специалистсем валли икӗ кунлӑх семинар уҫӑлнӑ. Мероприятие «Детский паллиатив» (чӑв. Ача-пӑча паллиативӗ) ыркӑмӑллӑх фончӗ йӗркеленипе ӗҫлет. Фонда РФ Экономика аталанӑвӗн министерстви субсидипе пулӑшать.
Ҫӗнейми йывӑр амакпа аптӑракан ачасене пулӑшассипе кун пек семинар пирӗн республикӑра иккӗмӗш хут иртет. Унччен ӑна ҫулталӑк каялла йӗркеленӗ.
Семинарта республикӑн сывлӑх сыхлав министерствин пай пуҫлӑхӗ Нина Емельянова палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен ҫӗршыври пилотлӑ 20 регион шутне ахальтен мар лекнӗ. Пирӗн тӑрӑхра ачасен паллиативлӑ уйрӑмне Раҫҫейре чи малтан тенӗ пек йӗркеленӗ, апла пулсан опыт та пур.
Сӑмах май каласан, ыран — Хосписсен тата паллиативлӑ пулӑшӑвӑн пӗтӗм тӗнчери кунӗ.

Чӑваш Енри кӗнеке издательстви Хакас Республикинчи семинара хутшӑннӑ.
Сӑнанӑ тӑрӑх, ку издательство республика тулашӗнчи тӗрлӗ мероприятие вӗҫӗмех хутшӑнать. Аталанас, ӗҫре ҫӗннине мӗн те пулин тупас, ӑна усӑ курас шухӑшлӑ кирек епле организаци те ун пек семинар-канашлусене хаваспах хутшӑнма кӑмӑл туни пирки иккӗленмелле мар ӗнтӗ.
Абаканти семинара хамӑр патри кӗнеке кӑларакансем кӑна мар, чикӗ леш енчисем те пуҫтарӑннӑ. Унта пухӑннисем электрон учебниксем кӑларассине, вӗренӳ литературин пахалӑхне ӳстерессине, стандартсене тата ытти саманта пӑхӑнса ӗҫлессине сӳтсе явнӑ. Кирек епле ӗҫри ӑнӑҫу та ҫынсенчен килнине кура издательствӑра ӗҫлекенсен квалификаци шайне ӳстересси пирки те сӑмах хускатнӑ.
Вӑрмар районӗнче уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансемпе тата хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсен ертӳҫисемпе тӗлпулу ирттернӗ. Ӑна патшалӑх кӳрекен пулӑшу пирки каласа-ӑнлантарса парас тӗллевпе пухнӑ.
Семинарта «Поддержка начинающих фермеров» (чӑв. Ӗҫе пуҫаракан фермерсене пулӑшасси) тата «Развитие семейных животноводческих ферм» (чӑв. Ҫемьери выльӑх-чӗрлӗх фермисене аталантарасси) программӑсем пирки уҫӑмлатнӑ.
Фермерсемпе хушма хуҫалӑх тытакансен умӗнче «Агро-Инновации» хыснан унитарлӑ предприятийӗн экономист-консультанчӗ О.А. Михайлова тухса калаҫнӑ. Маларах асӑннӑ программӑсене лекес тесен епле хутсем хатӗрлемеллипе, конкурс условийӗсемпе паллаштарнӑ вӑл.
Бизнес-плана епле хатӗрлемелли, укҫана ӑҫта ямалли, мӗншӗн укҫа уйӑрмасан та пултарасси тата ытти ыйтӑва та уҫӑмлатнӑ семинара пухӑннисем.
Ыран, нарӑсӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче икӗ чӗлхелӗх пирки вырӑсла 2 семинар иртесси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Пӗрремӗш семинар 14 сехетре вулавӑшри 1-мӗш хутра акт залӗнче «Икӗ чӗлхелӗх, нумай чӗлхелӗх: кун-ҫулӗпе хальхи вӑхӑт» темӑпа пулмалла. Семинара шкулти вӗрентекенсем валли тесерех палӑртнӑ-мӗн-ха, анчах «кашни интересленекен те хутшӑнма пултарать», — тесе хыпарлать кун пирки семинар йӗркелӳҫисенчен пӗри «Хавал» халӑх пӗрлешӗвӗ. Семинара 23-02-03 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнмаллине аса илтереҫҫӗ.
2-мӗш семинар 18 сехетре 2-мӗш хутра чӑваш кӗнеки уйрӑмӗнче «Икчӗлхеллӗ вӗрентӳ: теорире тата пурнӑҫра» темӑпа иртмелле. Унта ҫырӑнмасӑрах кайма юрать.
Аса илтеретпӗр, семинарсене «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ют чӗлхе шкулӗ пулӑшнипе «Хавал» йӗркелет.

Нумаях пулмасть республикӑри чӑваш чӗлхи учителӗсем «Чӑваш чӗлхине вӗрентмелли тухӑҫлӑ меслетсемпе мелсем» темӑпа семинара пухӑннӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институтӗнче иртттернӗ.
Семинара республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ С.В. Петрова, «Язык для успеха» ют чӗлхесен шкулӗн директорӗ А.К. Филиппова, гуманитари институчӗн тӗпчевҫи Алос-и-Фонт Эктор, вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин, наци вӗренӳ центрӗн ӗҫтешӗсем, вырӑс шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем тата ыттисем хутшӑннӑ.
«Тӗп калаҫу вырӑс шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентмелли тухӑҫлӑ меслетсем тавра пулчӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ Вӗренӳ институтӗнче. Ӗҫ пахалӑхне ӳстерес тӗлӗшпе ют чӗлхе методикине те вырӑнлӑ усӑ курма май пуррине палӑртнӑ-мӗн унта.
«Кала-ха» вӗренӳ кӗнекин авторӗ Александр Блинов вара кӗнекен тытӑмӗпе паллаштарнӑ. Кӗнекере вӗренӳ материалне кулӑшла, мыскараллӑ та хаваслӑ, шкул пурнӑҫӗпе, паянхи пурнӑҫпа ҫыхӑнтарса кӑтартнине пӗлтернӗ вӑл. Вӗренӳ кӗнекин материалне ятарлӑ сайта вырнаҫтарнине, унпа вӗренекенсем те вӗсен ашшӗ-амӑшӗ те усӑ курма пултарнине пӗлтернӗ.

«Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ «Хавал» чӑвашсен общество организацийӗпе пӗрле пулса чӑваш чӗлхи вӗрентекенсемпе пуҫламӑш классен учительсем валли тата чӗлхе ыйтӑвӗпе кӑсӑкланакан мӗнпур ҫын валли семинар ирттерет.
«Билингвизм, мультилингвизм: истори тата хальхи самана» ятлӑскер нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Республикӑн Наци вулавӑшӗнчи акт залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.
Тухса калаҫакан тӗп хӑна — Екатерина Протасова. Вӑл М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университечӗн структурӑллӑ тата практикӑлла лингвистика уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ. СССР Педагогика ӑслӑлӑхӗсен академийӗнче ӗҫленӗ, 1998-мӗш ҫултанпа Хельсинки университетӗнче профессор-адъюнкт пулса тӑрӑшнӑ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ята СССР Ӑслӑлӑх академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн институтӗнче хӳтӗленӗ, доктор диссертацине — РАОн Пӗлӗвӗн пӗтӗмӗшле ыйтӑвӗсен институтӗнче. Профессор пулнӑ май лекцисем вулама ӑна Мускаври педуниверситета, Мускаври патшалӑх университетне, Эстонири Тарту университетне, Казахстанри аль-Фараби ячӗллӗ наци университетне чӗнсе илсе лекцисем вулаттарнӑ. Швецири, Германири, Испанири университетсенче те лекцисем вулама тӳр килнӗ ӑна.
Чӗмпӗр хулинче вӗрентекенсем валли икӗ кунлӑх семинар-практикум иртнӗ. Унта Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине, культурине ӑша хывтаракансем те хутшӑннӑ.
«Этнос культури тата хальхи вӑхӑтри вӗрентӳ» ят панӑскерӗн тӗллевне чӑваш чӗлхи вӗрентекенсен ӗҫ опычӗпе паллашассипе тата педагогсен професси пултарулӑхне ӳстерессипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Семинар тӗрлӗ пайран тӑнӑ. Ҫав шутра «ҫавра сӗтел» те йӗркеленӗ. Асӑннӑ мероприяти вӑхӑтӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем умӗнче паллӑ таврапӗлӳҫӗсем, общество ӗҫченӗсем тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи вӗрентекенсем тухса калаҫнӑ. Кайран педагогсене Пӑлхарти патшалӑхӑн историпе архитектура музей-заповедникне илсе кайнӑ. Тутарстанри Пӳлерпе Сӑвар авалхи хуласене те ҫитсе курнӑ.
