
Ну, маттур, чӑн-чӑн фристайлҫӑ вӑл – Дмитрий Мулендеев. Пирӗн ентеш каллех ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл нумаях пулмасть ӑмӑртура пӗрремӗш вырӑн йышӑннине тин кӑна хыпарларӑмӑр – Дмитрий вара пире тепӗр ҫӗнтерӳпе савӑнтарма та ӗлкӗрчӗ.
Аса илтерер: Дима Мулендеев Челепи облаҫӗнче иртекен Раҫҫей Кубокне хутшӑнать. Ӑмӑрту «Солнечная долина» курортра иртет. Хальхинче вӑл биг-эйр дисциплинӑра тупӑшса пьедесталӑн пӗрремӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Унччен Дмитрий слоуп-стайлра мала тухнӑ.

Челепи облаҫӗнче фристайл енӗпе иртнӗ ӑмӑртура пирӗн ентеш Дмитрий Мулендеев маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Вӑл слоуп-стайл дисциплинӑра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Дмитрий – Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗн воспитанникӗ. Ыран, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, вӑл каллех ӑмӑртӑва тухӗ. Хальхинче пирӗн ентеш биг-эйр дисцирлинӑра тупӑшӗ.
Дмитрий Мулендеев Интаграмри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӑмӑртура унӑн тренерӗ Никита Васильев ҫук. Вӑл Лана Прусаковӑпа пӗрле АПШна тупӑшӑва кайнӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Ен спортсменки Лана Прусакова Ҫӗнӗ Зеландире иртнӗ ӑмӑртура пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл фристайл енӗпе иртнӗ тупӑшура биг-эйр дисциплинӑра ӑмӑртнӑ.
«Эпӗ ҫӗнтерессе шаннӑччӗ. Анчах чӗркуҫҫине суранлатрӑм, паян сикмешкӗн хама лайӑх туймарӑм. Ҫапах эпӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑшӑн савӑнатӑп», - тенӗ Лана ӑмӑрту хыҫҫӑн.
Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче тупӑшӑвӑн тепӗр тапхӑрӗ иртӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗ Лана Прусакова унта хӑйӗн яланхи дисциплининче – слоупстайлра – ӑмӑртӗ.

Паян Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнче Кӑтӑр Корейӑри Хӗллехи Олимп вӑййине хутшӑннӑ Лана Прусаковӑна сумлӑ йышпа кӗтсе илнӗ.
Аса илтерер, Ҫӗнӗ Шупашкар пики унта финала лекеймерӗ. Квалификаци суйлавӗнче трюк тунӑ чух йӑнӑшнине кура вӑл 14-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Финала чи вӑйлӑ 12 фристайлисткӑна суйласа илчӗҫ.
Паян Шупашкарти чукун ҫул вокзалне хӑйне кӗтсе илме пухӑннӑ тӳре-шарапа журналиста вӑл йӑнӑшнишӗн куляннине пӗлтернӗ. Пирӗн ҫӗршывран спортӑн ҫак енӗпе тата тепӗр спортсмен, Анастасия Таталина, хутшӑннӑччӗ. Саккӑрмӗш кӑтартупа вӑл финала кӗрейрӗ.
Ентешӗмӗр хӑйӗн пултарулӑхне Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ, Чӑваш Енӗн фристайл федерацийӗн ертӳҫи Никита Васильев патӗнче туптать.

Ҫӗнӗ Шупашкарта 2000-мӗш ҫулта ҫуралнӑ, Ҫамрӑксен 2016 ҫулхи Хӗллехи Олимп вӑййинче ҫӗнтернӗ, Раҫҫейӗн темиҫе хут чемпионки, Раҫҫейӗн спорт маҫтӑрӗ, 17-ри Лана Прусакова слоупстайл енӗпе иртекен Тӗнче кубокӗн V тапхӑрӗнче ӗнер финала лекнӗ. Америкӑри Лейк-Плэсид ялӗнче пыракан ӑмӑртӑвӑн квалификаци тапхӑрӗнче вӑл ҫиччӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Анчах финалта, шел те, ентешӗмӗр ҫӗнтереймен.
Йӗлтӗр акробатики енӗпе Лана Прусакова квалификаци суйлавӗнче 87,66 балл пухнӑ. Ытти фристайлисткӑпа танлаштарсан ҫакӑ — чи лайӑх кӑтарту. Тӗнче кубокӗн пӗтӗмӗшле зачетӗнче Лана Прусакова хальлӗхе 11-мӗш вырӑн йышӑнать.
Фристайлист-арҫынсенчен Тӗнче кубокӗн V тапхӑрӗнче Раҫҫей спортсменӗ Максим Буров мала тухнӑ. Вӑл «Хрусталь глобуса» ҫӗнсе илнӗ.

Чӑваш Ен спортсменӗ Дмитрий Мулендеев фристайл енӗпе иртнӗ Раҫҫей Кубокӗнчи тапхӑрта ҫӗнтернӗ. Ӑмӑрту иртнӗ эрнере Челепи облаҫӗнчи Миассе хулинче иртнӗ.
Тупӑшу хӗрӳ пулнӑ. Унта пӗтӗмпе Раҫҫейри 60 спортсмен хутшӑннӑ. Дмитрий Мулендеев – Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин пайташӗ. Вӑл республикӑри Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.
Дима ӑмӑртура слоуп-стайл дисциплинӑра 91,8 очко пухнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Мускав хулинчи Олег Гуч йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Краснодар крайӗнчи Денис Некрасов тивӗҫнӗ.

Паян Австрири Штубайра фристайл енӗпе квалификаци ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Ӑна Фристайл енӗпе иртекен тӗнче кубокӗн 2-мӗш тапхӑрӗ май йӗркеленӗ. 13 сехетри ӑмӑртӑва хӗрарӑмсем слоупстайл дисциплинче хутшӑннӑ.
Старта Раҫҫейри икӗ спортсмен: Мускаври Анастасия Таталина тата Ҫӗнӗ Шупашкарти Лана Прусакова — тухнӑ.
Ҫуркунне Чӑваш халӑх сайчӗ пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӗлепи облаҫӗнчи Миассе хулинче слоуп-стайл енӗпе Раҫҫей кубокӗн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗ вӗҫленнине, пирӗн ентеш унта лайӑх кӑтартупа палӑрнине пӗлтернӗччӗ.

Кӑрлач уйӑхӗн 12–14-мӗшӗсенче Францири Фонт Ромео курортӗнче фристайлӑн слоуп-стайл дисциплини енӗпе Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев хутшӑннӑ.
Арҫынсен тупӑшӑвӗнче Раҫҫей спортсменӗсенчен нихӑшӗ те квалификацие пурнӑҫлайман. Краснодар крайӗнчи Денис Некрасов — 28-мӗш, Чӑваш Енри Дмитрий Мулендеев 33-мӗш пулнӑ.
Хӗрарӑмсен тупӑшӑвӗ пынӑ кун вара ҫанталӑк япӑх тӑнӑ. Ҫакӑ та квалификацие пурнӑҫлама чӑрмантарнӑ ахӑртнех. Раҫҫей спортсменӗсенчен чи лайӑххи пулса Лана Прусакова 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Тӗнче кубокӗн тепӗр тапхӑрӗ кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Италири Зайзер-Альмӑра иртӗ.

2018 ҫулта Корейӑри Пхенчханра хӗллехи Олимп вӑййисем иртӗҫ. Унта кайма пултаракан спортсменсене укҫа парса хавхалантарӗҫ.
Ҫак кунсенче Иван Моторин премьер-министр чӑваш спортсменӗсене стипенди парасси пирки распоряжение алӑ пуснӑ. Документпа килӗшӳллӗн, Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ спортсменсем 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗччен уйӑхсерен 30 пин тенкӗ стипенди илӗҫ.
Ҫав йыша Татьяна Акимова биатлонистка, Дмитрий Мулендеев фристайлҫӑ кӗнӗ. Резерва кӗнӗ спортсменсем уйӑхсерен 15 пин тенкӗ илӗҫ. Вӑл йышра — Лана Прусакова фристайлҫӑ тата Вячеслав Акимов биатлонист.
Пур стипендиат та Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ.
Лана Прусакова – маттур спортсменка. Ҫакна унӑн ҫитӗнӗвӗсем те ҫирӗплетеҫҫӗ.
Пирӗн ентеш черетлӗ ҫитӗнӳ палӑрнӑ. Слоуп-стайл дисциплинӑра вӑл чи лайӑххи пулнӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче вӑл чи ҫамрӑкки пулнӑ. 15 ҫултискер Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти училищинче ӑсталӑхне туптать.
Лана пур тапхӑрта та палӑрнӑ, чи нумай балл пухнӑ. Вӑл 500 очко пухнӑ. Ӑмӑртӑвӑн кашни тапхӑрӗнче Лана 100 очко ҫӗнсе илнӗ.
Слоуп-стайл дициплинӑра Красноярск крайӗнчи Анастасия Пашинова иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗшне вара Челипе облаҫӗнчи Елизавета Чеснокова тивӗҫнӗ.
