Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсем: эткерлӗх

Раҫҫейре

Питӗрти Шупашкар такӑрлӑкӗнче вырнаҫнӑ «Придворно-конюшенный госпиталь» (чӑв. Дворпа лаша витиллӗ госпиталь) культура эткерлӗхӗн объекчӗсен реестрне кӗнӗ.

Госпитале Роман Кузьмин архитектор проекчӗпе Пӗчӗк Лаша витин урамӗпе Грибоедов каналӗн ҫыран ҫумӗпе 1846–1857 ҫулсенче хӑпартнӑ.

Ҫак госпитальте Император картишӗн министерствин учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем сипленме пултарнӑ. 1917 ҫул хыҫҫӑн ҫак ҫуртра пульница уҫӑлнӑ. Халӗ вара кунта медицина центрӗ вырнаҫнӑ.

 

Культура

Ҫӗрпӳре культура эткерлӗхӗнчи ҫурта сутӗҫ. Ҫапла йышӑннӑ Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви. Курбатов ҫурчӗн пуҫламӑш хакне 205 пин тенкӗпе хакланӑ.

Ҫурта вӑл вырнаҫнӑ ҫӗрпе пӗрле сутӗҫ. Курбатов ҫуртен 1897 ҫулта туса лартнӑ. Унӑн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ — 264,1 тӑваткал метр. Вӑл вырнаҫнӑ тата ӑна тытса тӑма кирлӗ ҫӗр лаптӑкӗ 1349 тӑваткал метрпа танлашать иккен. Курбатов ҫуртне туянаканӑн унпа усӑ курмалла кӑна мар, ӑна тытса тӑмалла тата упраса хӑвармалла.

 

Культура

Куславкка районӗнче культура еткерлӗхӗн 32 объекчӗ вырнаҫнӑ. Вӗсенчен 1 — федераци, 31-шӗ регион пӗлтерӗшлӗ. 6 ӗскер (объект) Куславкка хулинче вырнаҫнӑ.

ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов Куславкка районӗнче ӗҫлӗ ҫулҫӳревре пулнӑ. Министр культура еткерлӗхӗн хӑш-пӗр ӗскерӗпе тата культурӑпа канӑвӑн тӗп центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ.

Вадим Ефимов Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Марина Солдатихина ертсе пынипе Николай Лобачевский математикӑн ҫуртне (вӑл унта 1848–1856 ҫулсенче ҫулла пурӑннӑ), Жомени барон, Волчков купса ҫурчӗсене ҫитсе курнӑ. Куславкка хула администрацийӗ тӑрӑшнипе хулари культура еткерлӗхӗн ӗскерӗсене хурал зони вырнаҫтарнӑ. Культура объекчӗсене упрассишӗн сахал мар тӑрӑшаҫҫӗ. 2011–2012 ҫулсенче Жомени баронӑн ҫуртне юсамашкӑн 2,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кӑҫал вырӑнти хысна пулӑшнипе ҫурта газ кӗртесшӗн. Министр Куславкка хула администрацине ҫак ҫуртӑн «хуҫине» шырама сӗннӗ, унсӑрӑн ӑна туллин сыхласа хӑварма май ҫук.

 

Жомени баронсен ҫурчӗ
Жомени баронсен ҫурчӗ

Куславкка районӗнче культура эткерӗ ятне тивӗҫ ӗскерсем нумай: Н.И. Лобачевскийӗн музей-ҫурчӗ, Волчков купсан ҫурчӗ, Богоявлени чиркӗвӗн ансамблӗ, Иоанн Богослов чиркӗвӗн ансамблӗ, Хусан чиркӗвӗн чан тӑрри, Петр Осипов чӑваш ҫыравҫӑн ҫурчӗ тата ыттисем те.

Куславккара ҫавӑн пекех тепӗр историллӗ ҫурт пур — Жомени баронӑн пӳрчӗ. Вӑл икӗ хутлӑ, чул никӗслӗ, йывӑҫран хӑпартнӑскер. Ҫуртра пурӗ 15 пӳлӗм. Ӑна «Чӑваш Ен культури: 2010–2020» республикӑн тӗллевлӗ программӑн «Чӑваш Республикин культура эткерӗ» ҫумпрограммӑна кӗртнӗ. Пӗлтӗр хысна укҫи-тенкипе ҫуртӑн тӑррине юсанӑ, тата ытти ӗҫсене тунӑ. Кӑҫал уйӑрнӑ укҫапа пӳртӗн мал енне капӑрлатмалла, чӳречисене юсамалла.

Жомени барон кил-йышӗ революцичченхи Чӑваш Енре пуян ҫемье шутланнӑ, вӗсен пурлӑхӗнче пин ытла гектар ҫӗр пулнӑ. Хӑйсен ҫӗрне Куславккара ярмӑрккапа пасар ирттерме тара парса, икӗ хупах тытса самай укҫа тунӑ вӗсем. Куславкка ҫывӑхӗнчи пӑра та хресченсене тӳлевсӗр паман тет — нӳхреп валли ан илччӗр тесе ятарласа хуралҫӑ тытнӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем