Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫӑлтӑр. Ӑраскал. Илемлӗ литературӑра, уйрӑмах поэзире, ҫак икӗ сӑмаха пӗрле тӗвӗллесси час-часах тӗл пулать. Сӑлтавне те шырама инҫе каймалла мар: ҫӑлтӑрсем таса та мал ӗмӗтлӗ ҫынсене ялан илӗртнӗ, хавхалантарнӑ — пӗр енчен вӗсем куҫ умӗнче, тепӗр енчен вӗсем пирӗнтен ытла та аякра-ҫке. Инҫӗшне кура этем те ҫӑлтӑрсем патне талпӑнать — спутниксем, космос карапӗсем ӑсталаса хӑйне вӗсемпе ҫывӑхлантарасшӑн, вӗсене тӗпчесшӗн.

Эпир те 2012 ҫулхи литература ӑмӑртӑвне ҫӑлтӑрпа ҫыхӑнтарас терӗмӗр — **«Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ»** ят патӑмӑр. Пирӗн тепӗр икӗ тема пурччӗ те («Чӗнтӗрлӗ кӗпер», «Тӗнче юпи») — вӗсем пулас хутшӑнакансене ытлашшиех килӗшмерӗҫ пулас, суйламарӗҫ. Хамӑр енчен хушма тема патӑмӑр — **Аслӑ Пӳлер**. Хайлава пирӗн мӑн асаттесен вӑтам ӗмӗрсенче вӑйлӑ аталаннӑ патшалӑхӑн тӗп хулипе ҫыхӑнтарсан ӗҫе лайӑхрах хаклӑпӑр.

Кӑҫалхи ӑмӑртӑва та эпир вӑраха тӑсмасӑр кӑрлач уйӑхӗнчех пуҫлатпӑр: хайлавсене **кӑрлачӑн 23-мӗшӗнчен** чӳкӗн 1-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Маларах ярса парсан — тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхсем пуласси паллӑ ӗнтӗ (сӑмахран, пӗлтӗрхи литература ӑмӑртӑвӗнче «Вулакансем кӑмӑлланӑ хайлав» номинацире чи малтан ярса панӑ хайлав мала тухрӗ — ӑна ыттисенчен ытларах вуланӑччӗ, унпа ытларах паллашнӑччӗ).

Яланхи пекех 5 ушкӑн пулӗ: 6-7, 8-9, 10-11 классенче вӗренекенсем, студентсемпе 30 ҫула ҫитмен яшсем, шкулта ачасене вӗрентекенсем. Тӗплӗнрех __«Ăраскал çăлтăрĕ» литература конкурсăн положенийĕ |ӑмӑрту положенийӗнче__ паллашма пултаратӑр.

Ҫырӑр, пултарулӑха аталантарӑр. Эпир, ӑмӑрту йӗркелекенӗсем, вӗсене кӗтӗпӗр.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лару-тӑру лайӑх енне йӗркеленсе пырӗ. Ертӳлӗх сирӗнте пысӑк майсене асӑрхӗ, сирӗнпе урӑхларах хутшӑнма тытӑнӗ. Ӗҫпе, килӗшӳсемпе сӑмах пама ан васкӑр — ку тӗлӗшпе асӑрхануллӑрах пулӑр.

Ҫурла, 25

1906
119
Дмитриев Митрофан Дмитриевич, чӑваш тӑлмачӗ вилнӗ.
1959
66
Альбина Юрату, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи