Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Пурӑннӑ пулсан __Зоя Ярдыкова__ актриса, режиссёр, педагог ҫак кунсенче 91 ҫул тултармаллаччӗ. Шел, пилӗк ҫул каялла вӑл пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайрӗ. Ҫапах та эпир ӑна манмастпӑр: ҫутӑ сӑнарӗ яланах куҫ умӗнче. Нумай пулмасть РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Зоя Ярдыкова ячӗпе пархатарлӑ ӗҫ тума пултартӑмӑр: вӑл чылай вӑхӑт пурӑннӑ ҫурт ҫине (тӗп хулари Ленин проспекчӗ, 16-мӗш ҫурт) Асӑну хӑми вырнаҫтарчӗҫ.

__Муркаш районĕнчи|Муркаш районӗнчи__ __Шаптакра__ кун ҫути курнӑ пике — чӑваш актерӗсен ГИТИСра пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш студийӗн йышӗнче. Чӑваш драма театрӗнче спектакльсенче вылянӑ вӑхӑтрах режиссурӑна хӑнӑхнӑ. Унӑн малтанхи ӗҫӗсем — «Ҫемье чысӗ», «Авлантарчӗҫ», «Арканнӑ юрату»...

Зоя Димитриевнӑн ячӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Унта вӑл наци труппине йӗркелессипе ҫине тӑрса ӗҫленӗ. Зоя Димитриевна явӑҫтарнӑ пӗрремӗш ҫамрӑксем каярах паллӑ актерсем пулса тӑнӑ: Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Вера Голубева, Чӑваш халӑх артисчӗсем Раиса Фёдорова, Валериан Пайгусов, Петр Иванов тата ыттисем те.

Зоя Ярдыкова педагогика ӗҫӗнче те палӑрнӑ, __Шупашкарти музыка училищин__ вокал уйрӑмӗнче «актер ӑсталӑхӗ», «чӗлхе культури», «грим» предметсемпе вӗрентнӗ.

Асӑну хӑмине уҫнӑ ятпа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ митинга театр ӗҫченӗсем, Зоя Димитриевнӑна лайӑх пӗлнӗ ҫынсем, куравҫӑсем, унӑн пултарулӑхне хисеплекенсем хутшӑнчӗҫ. Ӑна чӑваш халӑх артисчӗ Василий Павлов ертсе пычӗ.

Тӗп хулан Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Прокопьев, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн пултарулӑх ертӳҫи Станислав Васильев, Зоя Димитриевнӑпа ГИТИСра пӗр курсра вӗреннӗ СССР халӑх артистки __Вера Кузьмина__, __Муркаш район__ администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Алевтина Андреева, режиссёрӑн вӗренекенӗ Петр Романов, Асӑну хӑмин авторӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи __Петр Пупин__, ыттисем паллӑ ҫыннӑмӑр пирки ӑшшӑн аса илчӗҫ.

Ҫивиттие сирчӗҫ те ума чӑваш ҫи-пуҫӗллӗ Зоя Димитриевна «тухса тӑчӗ». Пурнӑҫри пекех: шухӑшлӑ, витӗрсе пӑхакан ҫивӗч куҫлӑ, ырӑ кулӑллӑ. Яланах ҫапла кӗтсе илӗ вӑл пире.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ҫу, 01

1892
133
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
113
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
31
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи