Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Хĕрлĕ Чутайра|Хӗрлӗ Чутайра__ «Сывӑ пул, Ҫӑварни!» уяв иртрӗ. Чутайсем хӗле юрӑ-ташӑпа, шӳт-кулӑпа ӑсатрӗҫ. Райцентрти «Ҫӗнтерӳ» лапамне халӑх питӗ йышлӑ пухӑнчӗ. Пухӑннисене Хӗрлӗ Чутай пуҫлӑхӗ __Александр Степанов__, администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров саламласа уява хаваслӑ ирттерме чӑнсе каларӗҫ. Унтан сцена ҫинче Чутайри культура ӗҫченӗсем Хӗле ӑсатса ҫуркуннене кӗтсе илнӗ ятпа концерт пуҫларӗҫ. Районти тӗрлӗ ялтан пуҫтарӑннӑ артистсем уява малалла тӑсрӗҫ. «Чи лайӑх пултарулӑ ушкӑнӗ» ята __Мăн Этмен|Мӑн Этмен__ ял тӑрӑхӗн ушкӑнӗ тивӗҫрӗ. Мӗнле кӑна вӑйӑ-кулӑ шутласа тупман-ши уява ертсе пыракансем! Кире пуканӗ йӑтасси, волейболла вылясси, вӗрен туртасси, пӗрене ҫинче вӑй виҫесси тата ытти тӗрлӗ вӑйӑ — вӗсенче пурте хаваспах хутшӑнчӗҫ.

Пухӑннисем вӗри чейпе тутлӑ икерчӗ савӑнсах ас тиврӗҫ. Ҫӑварни лашасем чупнипе малалла тӑсӑлчӗ. __Паньтăк|Паньтӑк__, __Мăн Этмен|Мӑн Этмен__, __Акчикасси__, __Хĕрлĕ Чутай|Хӗрлӗ Чутай__ тата __Атнар__ ял тӑрӑхӗсенчен килнӗ капӑрлатнӑ лавсем ҫинчи юмах паттӑрӗсем, капӑр инкесем юрла-юрла Чутай тӑрӑх вӗҫтерчӗҫ. «Чи лайӑх виҫ лаша» ята __Черепан__ ялӗнчен килнӗ виҫҫӗлле кӳлнӗ лав тивӗҫрӗ. «Чи лайӑх лав. Мухтавлӑ Чапаев» номинацире Хӗрлӗ Чутайсем мала тухрӗҫ. Уява хутшӑннӑ пур лав та парнесем илме тивӗҫлӗ пулчӗ. Хӗрлӗ Чутайсем «Чи капӑр лаша» номинацире те малтисем пулчӗҫ.

Уяв вӗҫӗнче Анатолий Ейков ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе парнесем парса чысларӗ.

Юлашкинчен Хӗле ӑсатнӑ ятпа улӑмран ӑсталанӑ кӳлепене ҫунтарса ячӗҫ.

__http://gov.cap.ru/home/69/2012/12%5f02%5f27%5f02/%D1%84%D0%BE%D1%82%D0%BE%D1%80%D0%B5%D0%BF%D0%BE%D1%80%D1%82%D0%B0%D0%B6/album/index.html|**Сӑнсем**__ (8)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сирӗн валли кӑмӑллӑ ҫӗнӗ паллашусем илсе килме пултарӗ. Япала туяннӑ, илем процедурисене тунӑ чухне ӑнӗ. Вӑхӑта хаваслӑ ирттерме сӗнсен хирӗҫлеме ан васкӑр. Тӗлпулӑва кайма та килӗшӗр.

Авӑн, 30

1965
61
Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй