Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Шӑмӑршӑ районӗнчи __Анат Чаткасри__ Лидя аппа, хут ҫинчи пек каласан, Лидия Григорьевна Нянина, ҫак кунсенче 80 ҫул тултарчӗ. Юбиляра саламлама ачи-пӑчипе мӑнукӗсем, ҫывӑх тӑванӗсемпе кӳрши-арши йышлӑн пухӑнчӗҫ. Хӑй те, тӑванлӑха мала хураканскер, ӗҫкӗ-ҫикӗре илем тӑвать те, хурӑнташӗ-пӗлӗшӗ те паллӑ кунпа Лидия Григорьевнӑна чыс кӳчӗ. Чӑн-чӑн хисеп!

Сакӑр теҫетке урлӑ каҫрӗ тесе калассӑм килмест Лидя аппа пирки. Кӗре ӳтлӗ сӑн-питӗнчен нар шевли кайман-ха (ҫамрӑк чухнехи чиперлӗхе асилтерет вӑл!). Ӑш-пиллӗх сапалакан хӑмӑр куҫӗсем чӗррӗн пӑхаҫҫӗ, хуҫи патне туртаҫҫӗ. Калаҫасса та кӳршӗм кашни сӑмаха виҫсе, ҫын кӑмӑлне, ӳсӗмне шута илсе калаҫать. Такампа та пӗр чӗлхе тупать. Ахальтен мар ватти те, вӗтти те ун ҫумӗнче. Вӑтам кӗлеткеллӗ, ҫӑмӑл шӑм-шаклӑ хӗрарӑмӑн хусканӑвӗ те вӑр-вар. Пӑрчкан пек, лара-тӑра пӗлменскер, шав ӗҫлӗ. Час-часах чиркӗве е тӑванӗсем патне васканине асӑрхатӑн. Картиш тулли выльӑх-чӗрлӗхе (ӗне, лашапа тиха, темиҫе сысна — ҫӑвӑрламалли таранах, сурӑх-путек, хур-кӑвакал, чӑх-чӗп усраҫҫӗ вӗсем) пӑхма та, ҫу кунӗсенче пахча ҫимӗҫ ҫумлама-шӑварма та ҫемйине сисӗнмеллӗх пулӑшу парать Лидия Григорьевна. Аллинчен витре, маттик-кӗрепле каймасть. Паллах, апат-ҫимӗҫ янтӑлама, ҫурта-йӗре тирпейлеме те ӳркенмест. Алса-чӑлха ҫыхасси, ҫӑм арласси — чун киленӗҫӗ.

Тӗпре пурӑнакан кӗҫӗн ывӑлӗпе — Генӑпа, Марина кинӗпе, Вася тата Никита мӑнукӗсемпе ырӑ та тату пурӑнать. __Шăмăршăри|Шӑмӑршӑри__ Петя ывӑлӗ, __Шупашкарти__ Бориспа Вячеслав ывӑлӗсем ҫемйисемпе тӑван киле час-часах килсе ҫӳреҫҫӗ, хуҫалӑхри пысӑк ӗҫсене тума пулӑшаҫҫӗ. Нянинсен ҫурчӗ вара ача-пӑча сассипе тулать. Ҫичӗ мӑнук, мӑнуксен икӗ ачи чӑннипех савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ асламӑшне. Шел, аслашшӗне ҫак телее туллин туйма Турӑ пӳрмен. Паллах, ачисем, ҫитӗннӗ чухне ашшӗн ӑшшине аванах туйнӑ-ха. Анчах йывӑр чире пула 14 ҫул каялла ҫӗре кӗчӗ Василий Леонтьевич. «Восход» хуҫалӑхӑн паллӑ тракторисчӗ ӗҫченлӗхӗпе, йӗркелӗхӗпе ҫемье тата ял-йыш асӗнче юлчӗ.

Лидия Григорьевна хӑй те ачаллах ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Сӑмах май, __Анат Чаткасранах__ вӑл, мӑшӑрӗпе пӗр урамранах — Ҫӗнӗкасран, Петровсен ҫемйинчен. Амӑшӗ — Евгения Сергеевна — ӗмӗр тӑршшӗпех «Восход» колхозра тар тӑкнӑ: тыр-пул ӳстернӗ, вӑрманне каснӑ... Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче тылра хастарлӑх кӑтартнӑ. «Ӗҫ ветеранӗ» хисеплӗ ят панӑ ӑна. 95 ҫула ҫитиччен пурӑнчӗ Евгень аппа.

Ашшӗ — Григорий Сергеевич — Мускавра метро тунӑ ҫӗре ӗҫлеме ҫӳренӗ. Ылханлӑ вӑрҫӑран таврӑнайман. Виҫӗ ачине (вӗсенчен Лидия хӗрӗ ҫеҫ пурӑнать халь) пӗччен ӳстерсе ҫын тунӑ тӑлӑх арӑм. Лидя, асли пулнӑ май, амӑшӗн «сылтӑм алли» пулнӑ. Гришӑпа Миша шӑллӗсене пӑхнӑ, пӗчӗклех хуҫалӑх ӗҫне кӳлӗннӗ. Хӗрача ҫитӗннисемпе танах лашапа хиртен кӗлте турттарнӑ. Хӗл ларичченех. Паллах, пурне те пуҫтарса ӗлкӗрейменни те пулнӑ. Шӑннӑ кӗлтесене ҫуркунне, юр кайнӑ-кайман, пуҫтарса илнӗ те кӑмака ҫине сарса типӗтнӗ. Каллех авӑн ҫапнӑ. Тырӑ пӗрчисене ал арманӗпе авӑртса ҫимелӗх хатӗрленӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.01.2026 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, тупӑшлӑ контракт алӑ пусатӑр, коммерци операцине вӗҫлетӗр. Ку эсир юлашки вӑхӑтра тӗллев патне талпӑннин кӑтартӑвӗ пулӗ. Эгоцентризм патнелле туртӑннине пула ҫемьере е ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

Кӑрлач, 19

1919
107
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1923
103
Тенюшев Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1924
102
Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Петров Николай Петрович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй