Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫуркунне — студентсемшӗн мӗн тери паха вӑхӑт… Ҫуркунне килнипе пӗрлех кашни ҫул ЧПУра вӗренекенсем хушшинче «Студентсен ҫурхи уявӗ» ӑмӑрту-фестиваль иртет. Ҫултан ҫул пирӗн __чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче__ вӗренекен студентсем хӑйсен пултарулӑхне ҫак уявра ӑнӑҫлӑ кӑтартса ытти факультетсем хушшинче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнса пынӑ. Кӑҫал пирӗн факультет филологи, физикӑпа математика тата ӳнер факультечӗсемпе пӗрлешсе пӗр команда — «Квартет Ф» йӗркеленӗ. Ҫак пӗрлешнӗ тӑватӑ факультетӑн студвесна программине, «На Ко(а)нары» ятлӑскерне, пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 18:00 сехетре И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче курма май килчӗ.

Команда палӑртнӑ тема вӗр ҫӗнӗ тееймӗн, анчах ӗмӗрхи кивелмен тема — юрату. Тӗп геройсен, каччӑпа хӗрӗн, пӗтӗм пӑтӑрмахӗ Канары утрав ҫине канма каяс вырӑнне ЧР кӗрекен «Конары» (чӑв. __Кӑнар__) ятлӑ пысӑках мар яла лекнинчен пуҫланса каять. Мӑн кӑмӑллӑ хула хӗрӗ Стелла (Ксения Иванова, филологи факультечӗ) яла лекнишӗн кӑмӑлсӑр пулать, хӑйӗн каччине, Валерӑна (Костя Рязанов, чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ), хулана каялла хӑвӑртрах таврӑнас пирки ыйтса тӑнтан кӑларать. Ял председателӗ яла килнӗ пӗрремӗш туристсене ҫухатас мар тесе, хаклӑ хӑнасене мӗнпе те пулин кӑсӑклантарас тӗллевпе чи малтан фокусникӑн шоуне курма илсе каять, кайран вара кино курма йыхравлать. Кино тени хальхи пурнӑҫра вырӑнлӑ «Будущее невозможно без прошлого» темӑпа ӳкернӗ видеоролик пулчӗ. Унсӑр пуҫне ял председателӗ Валерӑна хӑйӗн Василиса (Анна Куренкова, ӳнер факультечӗ) ятлӑ хӗрӗпе паллаштарать, хӗрӗ кӑмӑлпах туристсене ялти мӗн пур интереслӗ вырӑнсене кайса кӑтартма килӗшет. Хула майри Стелла кайма килӗшмест. Валерӑпа Василиса пурнӑҫ пирки калаҫса пӗр чӗлхе тупаҫҫӗ. Хитре, ҫутӑ кӑмӑллӑ ялти хӗр хула каччин кӑмӑлне каять, вӗсем хӑйсем те сисмесӗрех пӗр-пӗрин патнелле туртӑнма пуҫлаҫҫӗ, юрату туйӑмӗ те ҫуралать.

Пӗтӗмӗшле илсен, пӗтӗм концерт программи юрату виҫкӗтеслӗхӗпе ҫыхӑннӑ. Хитре те чуна илӗртекен юрӑсем, ташӑсем, тӗрлӗрен кулӑш мыскарисем куракансен кӑмӑлне ҫӗклентерчӗҫ. Ҫак интереслӗ юрату историйӗ хуларан килнӗ каччӑ ял хӗрне суйласа илнипе вӗҫленет. Укҫана хапсӑнакан хула хӗрӗ Стелла, каччине мулшӑн ҫеҫ сырӑннӑскер, пӗчченех юлать.

Пӗтӗмлетсе ҫакна каламалла: кӑҫалхи студвесна интереслӗ те ӑнӑҫлӑ иртрӗ, тӑватӑ факультет маттурӗсем вӗренӳре ҫеҫ мар, сцена ҫинче те пултаруллӑ пулнине туллин кӑтартса пачӗҫ теме пултаратпӑр.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр — унта усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ туссем тупатӑр, Пуҫри «таракансене» йӗркене кӗртессишӗн ан тӑрӑшӑр, юратнӑ ҫынна та ку енӗпе ан тарӑхтарӑр - кӑмӑл хуҫӑлӗ кӑна. Ку эрнере кӑмӑл вара лайӑх, ҫӑлтӑрсем лайӑх хыпар е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулассине систереҫҫӗ.

Утӑ, 25

1913
112
Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
100
«Сунтал» журналӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1943
82
Сваев Владимир Ильич, экономист, Чӗмпӗр облаҫӗн чӑвашӗсене ертсе пынӑскер (хх–2016) ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем