Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.1 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Чӗмпӗрте__ пӗрремӗш хут регионсен хушшинчи «Яковлев вулавӗсем» иртрӗҫ. Ӑна облаҫри наципе культура автономийӗ йӗркелерӗ (председателӗ В.И. Сваев). Мероприятие Мускав, Чӑваш Ен, Самар Ен, Тутарстан хӑнисем килсе ҫитрӗҫ.

Малтанах пухӑннисем __И.Я. Яковлев__ палӑкӗ умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ, митинг ирттерчӗҫ. Унтан __Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче__ «Яковлев тата хальхи самана» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ пулчӗ. __Л.П. Кураков__ профессор, академик (Мускав) И.Я. Яковлев гений пулни ҫинчен, ун ятне канонизаци тӑвас пирки каларӗ. Ҫаплах Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче И.Я. Яковлев премине туса хурас пирки асӑнчӗ. «Пирӗн хамӑр Вӗрентекенӗмӗре нихҫан та манмалла мар, ун Халалӗпе пурӑнмалла, ун ӗҫӗсене малалла тӑсмалла», — терӗ Лев Пантелеймонович. Тухса калаҫакансем хушшинче «Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. И.Я.Яковлев хваттер-музейӗн» директорӗ Н.Литвинова, Н.Краснов профессор (__Шупашкар__), облаҫри вӗрентӳ управленийӗн тӗп специалисчӗ Ф.Улендеева, ЧР вӗрентӳ министерствин тӗп специалисчӗ И. Ядранская, ЧПУри педагогика кафедрин доценчӗ И.Кожанов, Самар Енри «Пехил» обществӑн ертӳҫин ҫумӗ П.Абрамов, Чӗмпӗр облаҫӗнчи вӗрентекенсен пӗлӗвне ӳстерекен институтри методист В.Архипова, ЧППУ преподавателӗ Т.Денисова, __Чӑнлӑ районӗнчи__ __Вӑта Тимӗрҫен__ шкулӗнчи вӗрентекен В.Галкина, __Кӑнна Кушкинчи__ И.Я.Яковлев музейӗн директорӗ А.Пыркин (__Тутарстан__), __Чӗмпӗрти__ педагогика педуниверситечӗнчи наци уйрӑмӗн преподавателӗ Е.Нагорнова, Чӗмпӗр облаҫӗнчи патшалӑх архивӗнчи шырав пайӗн пуҫлӑхӗ Р.Макарова, __ЧНК__ президенчӗн ҫумӗ К.Портнов тата ыттисем пулчӗҫ. Пухӑннисем Л.П. Кураков сӑмахӗсене интересленсе итлерӗҫ. Вӑл Мускавра И.Я.Яковлев институтне уҫнине илтме кӑмӑллӑ пулчӗ.

Докладсем вӗҫленсен резолюци йышӑнчӗҫ.

Тепӗр ҫул ку уява Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче ирттерме палӑртрӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

3 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Ҫурла, 01

1893
133
Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1931
95
Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1994
32
Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ.
1994
32
Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2008
18
Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи