Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.1 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫӗр ӗҫченӗсенни пекех ҫурхи кунсем вӑрманҫӑсемшӗн те хӗрӳ тапхӑр. Йывӑҫсене каснипе ҫеҫ мар — вӗсен вырӑнне ҫӗннисене лартса хӑвармалла. __Шӑмӑршӑ районӗнчи__ вӑрман хуҫалӑхӗнче те пӗр тӗп вырӑнне вунӑ тӗп ларт тенине асра тытса ӗҫлеҫҫӗ — кӑҫал хырпа чӑрӑш, юман, ҫӑка, хурӑн хунавӗсене 104 гектар лартса хӑвармалла. Кунсӑр пуҫне маларах лартса хӑварнӑ 450 гектар ҫинчи хунавсене те тепӗр хут тӗплӗн тӗрӗслесе тухмалла, аманнисемпе вӑй илейменнисене, хӑрнисене ҫӗннисемпе улӑштармалла.

Ҫамрӑк хунавсене лартас ӗҫе вӑрман хуҫалӑхӗн министерствипе килӗшӳ тунӑ подрядчик пурнӑҫлать. Хунавсене шӑмаршӑсем хӑйсен питомниксенчех ӳстереҫҫӗ, вӗсем ҫителӗклӗ. Хунавсен ытларах пайне 2010 ҫулта пушарсенче пӗтнӗ вӑрмансене ҫӗнетме те параҫҫӗ. Йывӑҫ-тӗм лартмалли уйӑхлӑха хутшӑнса тавралӑха ешӗллетме ял тӑрӑхӗсене те хунавсемпе тивӗҫтерме майсем пур. Питомникра та ӗҫ сахал мар — тӗрлӗ йывӑҫсен вӑррисене акса хӑвармалла. Вӑрлӑхсем 1,4 гектар лаптӑка акса хӑварма ҫителӗклӗ.

Вӑрман — халӑх, ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗ. Ӑна упрасси, ҫӗнетсех тӑрасси — вӑрманҫӑсен тӗп тӗллевӗ. Эппин, кашлаччӑр йывӑҫсем, пурне те савӑнтарса ӳсчӗр.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

3 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Ҫурла, 01

1893
133
Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1931
95
Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1994
32
Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ.
1994
32
Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2008
18
Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та