Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.7 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Юлашки ҫулсенче пирӗн республикӑри шкулсенче чӑваш халӑхӗн историпе культурине тӗпчесе вӗренессине пысӑк тимлӗх уйӑра пуҫларӗҫ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе чӑннипе те тивӗҫлӗ шайра тума __Е.Енькка__ ҫырса хатӗрленӗ «Тӑван ен» («Родной край») вӗренӳ кӗнекисем хистесе пыраҫҫӗ. Елена Викторовна ҫак предмета шкулсенче сыхласа хӑварас енӗпе те пӗр вӑй-халне шеллемесӗр тӑрӑшать. Кашни класс валли, вӗренӳ кӗнекисемсӗр пуҫне, ятарласа ӗҫ тетрачӗсем хатӗрленӗ. Вӗсемпе кашни шкултах анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра 5-8 классем валли тестсен пуххисем тухнӑ, 6-7 классем валли видео-материалсем те пур. Каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ, ку чӑн та питӗ пысӑк ӗҫ. Танлаштарма аса илер-ха: 1992 ҫулта шкулсенче вӗренӳ программине КРК (культура родного края) предмета кӗртсенех, ачасене те, вӗрентекенсене те питӗ йывӑр килнӗччӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗренӳ кӗнекисем ҫеҫ мар, ятарласа хатӗрленӗ программӑсем те пулман. Кашни вӗрентекен вара йывӑрлӑхран хӑй мӗнлерех пултарать, ҫавӑн пек тухнӑ. Улшӑнусем ырӑ енне кайни куҫкӗретех.

Тата тепӗр пысӑк пуҫару — республика шайӗнче 4-7 класра вӗренекен ачасем хушшинче «Родной край» («Тӑван ен») олимпиада ирттересси. Маларах вӑл __Шупашкар__ хулинчи ачасем валли ҫеҫ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра унта чӑваш историпе культурине тӗпчекен, интересленекен пысӑк тавракурӑмлӑ вӗренекен (кашни шкултанах 4, 5, 6-7 классенчи икшер ача) хутшӑнма пултарать. Хутшӑнма кӑмӑл тӑвакансем маларах вӗрентӳ институчӗн ятарлӑ электронлӑ адресӗ ҫине заявка ярса параҫҫӗ. Шӑпах ҫапла майпа __Комсомольски районӗнчи__ __Хырхӗрри__ тӗп шкулӗнче вӗренекен тӑватӑ ача ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ир-ирех тӗп хуламӑра ҫул тытрӗ. Кӳршӗри __Асанкасси__ вӑтам шкулӗнчи ултӑ вӗренекен те вӗсемпе пӗрле инҫе ҫула тухрӗҫ.

Малтанах олимпиадӑна Е.В. Александрова уҫрӗ, пурне те ӑнӑҫу сунчӗ. Ачасем кашниех уйӑрнӑ кабинета пырса хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнчӗ. Хӗрӳ ӗҫ пуҫланчӗ. Заданисем виҫӗ пайран тӑраҫҫӗ. А пайра тестсем, вӗсенчен кашнинчех пӗр тӗрӗс хурава тупса палӑртмалла. В пайри заданисем йывӑртарах, унта ачасен темиҫе хурав памалла, е тата ытти хушусем тумалла. С пайра пысӑк мар эссе ҫырмалла. Олимпиада кашни ҫулах ҫӳллӗ шайра ирттӗр тесе Е.В. Александрова, Р.А. Волкова, Л.М. Иголкина ӗҫченсем пысӑк ӗҫ туса ирттереҫҫӗ. Ачасем тунӑ ӗҫсене парса пӗтерсенех комисси членӗсем валли хӗрӳ ӗҫ пуҫланать. Кӑҫалхи ҫул икҫӗр аллӑ ачан ӗҫне тӗрӗслеме вӗсене питех те ҫӑмӑл пулмарӗ. Пӗтӗмлетӳсене ҫийӗнчех сайт ҫине вырнаҫтарчӗҫ, пӗлеҫҫӗ: ачасем ҫакна чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.

__Хырхӗрри__ тӗп шкулӗнче 7-мӗш класра пӗлӳ пухакан Максим Минин олимпиадӑна иккӗмӗш ҫул хутшӑнать. Иртнӗ ҫул вӑл хӑй улттӑмӗш класра ҫеҫ вӗреннӗ пулин те, 6-7 классем хушшине тӑваттӑмӗш вырӑна тухнӑччӗ. Кӑҫал та питӗ тӑрӑшса хатӗрленчӗ Максим, ҫавӑнпах та, вӑтӑр балл ҫурӑ пуҫтарса, пӗрремӗш вырӑна тухма пултарчӗ! Ҫиччӗмӗш класри Т.Хлебникова, пиллӗкӗмӗшри Н.Исаевапа Н.Белков та япӑх мар кӑтартусем турӗҫ. Маттур чӑваш ачисене малашне те ӑнӑҫу, тӑван халӑхӑн культурине асра тытса малалла аталантарма сунас килет!

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 06

1909
117
Виноградов Нестор Петрович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1935
91
«Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1944
82
Кӑтра Мишши, паллӑ чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1985
41
Элифанов Степан Иванович, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ