Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх шкулсенче тӑххӑрмӗш тата вунпӗрмӗш классенче вӗренекенсем экзаменсене парса пӗтернӗ хыҫҫӑн сывпуллашу каҫӗсем иртеҫҫӗ. __Хырхӗрри__ тӗп шкулӗнче те иртрӗ пӗр вӑхӑтрах савӑнӑҫлӑ тата кулянуллӑ уйрӑлу каҫӗ. Шкула кӑҫал сакӑр ача пӗтерчӗ: виҫӗ хӗрача тата пилӗк арҫын ача. Пурте вӗсем патшалӑх экзаменӗсене ӑнӑҫлӑ тытса алла аттестат илчӗҫ. Ҫак ятпа вӗсен Ю.П.Алексеев директор тата И.М. Степанова класс ертӳҫи саламларӗҫ, малашнехи пурнӑҫра ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Пирӗн шкулта пурӗ те сакӑрвун икӗ ача ҫеҫ вӗренет, ҫавӑнпа та пурте пурне те питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ. Пӗчӗк шкулсен питӗ лайӑх енӗ – ачасемпе вӗрентекенсем пӗр кил-йышри пек пурӑнни. Тӑхӑр ҫул хушши кунран кун шкула ҫӳренӗ май ачасем пӗр-пӗрне ҫывӑх пӗлсе ҫитеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та юлашки шӑнкӑрав тата сыв пуллашу каҫӗ хыҫҫӑн тӑххӑрмӗшсене шкултан ярас та килмест. Анчах пурнӑҫ малалла шӑвать: ачасен те вӗренӗве малалла тӑсмалла. Хӑшӗсем, сӑмахран Настя Розовапа Снежана Морозова тӗп хулари техникумсене ҫул тытӗҫ. Ытларахӑшӗ вара район центрӗнчи шкулсенче вӑтам пӗлӳ илме шутлаҫҫӗ.

Мӗнех, ӑнӑҫу сире, ачасем!

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тӑватӑр, анчах хӑвӑра алӑра тытмалла. Ҫӗнӗ проектсене пуҫӑнма, пухӑннӑ ыйтусене татса пама вӑхӑт. Ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне ӑнланманлӑхсем пулма пултарӗҫ — чӑтӑмлӑ пулӑр. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене кая хӑвармалла мар.

Чӳк, 13

1958
68
Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть