Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Виҫӗмкун, авӑнӑн 20-мӗшӗнче, __Ҫӗрпӳ районӗнче__ ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлнӑ. Хаваслӑ лару-тӑрура уҫма унта республика Элтепӗрӗ __Михаил Игнатьев__ та хутшӑннӑ.

6№ «Юмах» ача пахчине 2011-2020 ҫулсенче Чӑваш Республикинче шкулчченхи вӗрентӗве аталантармалли программӑпа килӗшӳллӗн ҫӗкленӗ. Ҫурта хута яма пӗтӗмӗшле 117,1 миллион тенкӗ тӑкакланнӑ. Вӗсенчен 111,3 миллион тенкӗ — республика хыснинчен, 5,8 миллион тенкӗ — вырӑнти бюджетран уйӑрнӑ пулнӑ.

«Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗн кӗтнӗ ӗмӗчӗ тинех пурнӑҫланчӗ. Чӑннипех те юмахри пек кермен кӗтсе илчӗ», — тесе палӑртнӑ Михаил Игнатьев. «Ҫак ҫурта хута янине кура Ҫӗрпӳ районӗнче ача пахчи черетӗнче тӑракансен шучӗ пӗтрӗ. Шансах тӑратӑп, ҫакӑнта ҫӳрекенсенчен пулас космонавтсем, министрсем, адмиралсем пулӗҫ», — тесе хавхалантарнӑ ачасене Михаил Игнатьев.

Ача пахчи харӑсах 240 ача йышӑнма пултарать. Республика Элтепӗрӗ ача пахчинче тата та 50 хушма вырӑн йӗркелесе яма 675 пин тенкӗ туянмалӑх свидетельство парса чысланӑ. Пухӑннӑ ашшӗ-амӑшӗсен ячӗпе __Ҫӗрпӳре__ пурӑнакан Татьяна Ипатова чӗререн тав сӑмахӑсем каланӑ. Сӑмах май, ача пахчине хута яма шутланине илтсенех вӗсем мӑшӑрӗпе иккӗшӗ тата та тепӗр пепке ҫуратма килӗшнӗ.

Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ саманта пуханнӑ халӑх ҫӗнӗ ҫуртра ачасене аталанма пӗтӗмпех те ҫителӗклӗ пулнине палартнӑ.

Юлашкинчен тӑнӑҫлӑха тата пуласлӑха шанса Михаил Васильевич сад территорийӗнче чӑрӑшсем лартнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫавӑн пекех «Цивильский Бекон», «Авангард» обществӑсен филиалне ҫитсе курнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир лӑпкӑрах пулнине, хӑвӑра ытларах шаннине туйма тытӑнатӑр. Ӗҫлӗ проектсем ӑнӑҫлӑ пулӗҫ, эсир пӗлтерӗшлӗ ыйтусене мӗнле татса панине ертӳлӗх асӑрхӗ. Ӗҫтешсемпе хутшаннӑ чухне чӑтӑмлӑ пулӑр, сире хирӗҫтерассишӗн тӑрӑшма пултарӗҫ.

Ака, 20

1874
152
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
43
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи