Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.0 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Юпан 19-мӗшӗнче виҫӗ ашкӑнчӑк «Перӗм-Новороссийск» пассажир пуйӑсне хӗҫ-пӑшалпа пӗрсе аташнӑ. ШӖМ-ӗн ҫул-йӗр уйрӑмӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх пӑтӑрмах пирки поезд машинисчӗ шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.

Канашпа Йӗпреҫ станцисем хушшинче виҫӗ ҫамрӑк алхаснине пула пассажир пуйӑсӗн виҫӗ вагонӗнче тӑватӑ кантӑк чӳречи ваннӑ.

Ҫул-йӗр уйрӑмӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле __Канаш__ хулин ШӖМ уйрӑмӗн ӗҫченӗсем тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн «вӗри йӗрпеле» ашкӑнчӑксене палӑртма май килнӗ. Киревсӗр ӗҫе пурнӑҫланӑ вырӑнта йӗрке хуралҫисем пульӑсемпе шӑтарса пӗтернӗ пластмас стакансем тупнӑ. Айӑплисем пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсем нумаях пулмасть туяннӑ ҫӗнӗ хӗҫ-пӑшала тӗрӗслесшӗн пулнӑ. «Анчах та ӳсӗртереххи иртсе каякан пуйӑса пӗме шут тытнӑ. Ҫамрӑк ашкӑнчӑксем хӗснӗ сывлӑшпа усӑ курса пӗрекен пистолетпа алхаснӑ», — тесе пӗлтерчӗҫ ЧР ШӖМ-ӗн транспорт ҫинче ӗҫлекен ҫул-йӗр уйрӑмӗн ӗҫченӗсем.

Айӑплӑ ҫамрӑк тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарса янӑ. Халӗ ӑна алхаснӑшӑнах тӑватӑ ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ е 300 пин тенкӗлӗх штраф парӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Ҫурла, 01

1893
133
Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1931
95
Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1994
32
Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ.
1994
32
Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2008
18
Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи