Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.0 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ӗнер, юпан 27-мӗшӗнче, Я. Ухсай культура керменӗнче Канаш районӗн «Канашсем» ентешлӗхӗ 18-мӗш хут пухӑнчӗ. Тӗп вырӑнта — __Анатолий Кипеч__ (вӑл ҫак районтан, ентешлӗхӗн ертӳҫи) ҫыравҫӑ 75 ҫул тултарни пулчӗ.

Мероприятие __Лидия Филипповӑпа__ (президиум пайташӗ) __Вячеслав Оринов__ ертсе пычӗҫ. Сӑмах тухса калакансем шутӗнче Канаш район администрацийӗн пуҫлӑх ҫумӗ Анатолий Егоров, Федераллӑ казначействӑн Чӑваш Республикинчи управленийӗн пуҫлӑхӗ Ирина Клюкова, федерацин укҫа-тенкӗпе хыснан тӗрӗслев службин Чӑваш Республикинчи вырӑнти управлени ертӳҫи Нина Константинова, Патшалах канашӗн депутачӗсем, ытти районсен етлешлӗх ертӳҫисем пулчӗҫ.

Уявра юрӑ-ташӑпа Энрияль фольклор ушкӑнӗ, Канаш районӗн культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ентешсем» ансамбль, «Янташ» эстрада ансамблӗ (ертӳҫи — А.Никитин), культура училищин студенчӗсем савӑнтарчӗҫ. Ҫавӑн пекех пухӑннӑ халӑхӑн кӑмалне ҫӗклерӗҫ — Зоя Лисицына, Тамара Гурьева, Юрий Григорьев, Елена Османова, Константин Ефремов, Валентина Смирнова тата ытти юрӑҫсем.

**__Анатолий Кипеч__** — чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ, __Канаш районӗнчи__ __Чулкӑмакара__ ҫуралнӑ. РФ ҪП членӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.

Канаш педагогика училищинче, Чӑваш педагогика институтӗнче, СССР педагогика ӑслӑлӑхӗсен академийӗсенче пӗлӳ илнӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче философи кафедрин доценчӗ пулса ӗҫленӗ. Халӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ӗҫлет.

Анатолий Кипеч «Ӗмӗр сакки сарлака», «Телей», «Уяр» юрӑсен сӑввине ҫырнӑ, 10 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.

Уяв умӗн Анатолий Ильич пурнӑҫӗ-хӗлӗпе паллаштаракан фильм кӑтартрӗҫ, вӗҫленнӗ хыҫҫӑн — викторина та ирттерчӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Ҫурла, 01

1893
133
Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1931
95
Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1994
32
Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ.
1994
32
Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2008
18
Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть