Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.0 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӳкӗн 15-мӗшӗнче «Салам» студи **«Тӑвансемӗр, пӗрле чухне, ай юрлар-и юррине»** ҫӗнӗ курмаюрӑсен дискӗ тухнӑ ятпа хӑтлава чӗнет, вӑл __Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче__ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра.

Ку диск — пысӑк проектӑн пӗр пайӗ ҫеҫ. «Салам» студи 4 ҫул хушшинче 100 юрӑн клипне ӳкересшӗн, вӗсене халӑх патне ҫитересшӗн. «Тӑвансемӗр, пӗрле чухне, ай юрлар-и юррине» дискра пурӗ 25 юрӑ вырнаҫнӑ — кашни ҫул ҫапла май студи 25-шер курмаюрӑ кӑларасшӑн. Ку ӗҫе вӗсем пӗччен мар, йышпа тӑваҫҫӗ — проекта чылай режиссер хутшӑнма тӗв тунӑ.

Филармонири хӑтлавра эсир ҫак дискри юрӑсемпе паллашма пултаратӑр. Куракансем умӗнче концертпа «Шуҫӑм» ансамбль, __Куславкка районӗнчи__ (__Хурамал__) «Эткер» ушкӑн, «Кӑмӑл» фольклор ансамблӗ хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫак концерта ытти юрӑҫсем те хутшӑнӗҫ: Василий Раймов, Валентина Михайловӑпа Вячеслав Александров, Владимир Чекушкин, __Тамара Гурьева__, Иван Христофоров, __Сергей Кувшинов__, __Типшӗм Сашук__, __Августа Уляндина__, Нинӑпа Анатолий Еграшкинсем (Чӗмпӗр облаҫӗ), __Надежда Заводскова__, __Малинасем__, Иосиф Дмитриев, Тая Смирнова, Альбина Пӑрчӑкан, Андрей Шадриковпа Пётр Ермолаев, Светлана Савельева, Ольга Осипова, Аня Егорова, Людмила Семёнова, Лариса Васильева.

Хӑтлав хыҫҫӑн ҫак диска эсир «СУМ» лавккара туянма пултаратӑр.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Ҫурла, 01

1893
133
Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1931
95
Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1994
32
Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ.
1994
32
Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2008
18
Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ