Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.4 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӳкӗн 30–мӗшӗнче __Елчӗкри__ Тӗп вулавӑшра __Ухсай Яккӑвне__ халалланӑ кӗнеке хӑтлавӗ (презентацийӗ) иртрӗ. «Ячӗ юлӗ ӗмӗре» ятпа кӑларнӑ кӗнекене __Елчӗк районӗнчи__ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хатӗрленӗ докладсем, сценарисем, урок планӗсем, сӑвӑсемпе юрӑсем кӗнӗ.

Хӑтлавра районти вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин специалисчӗ Максимова А.В., «Елчӗк ен» хаҫат редакци корреспонденчӗ Кириллова В., тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекенсем, шкул библиотекарӗсем, ачасем, __Патӑрьел районӗнчен__ килнӗ хӑнасем хутшӑнчӗҫ.

Кӗнеке хӑтлавӗ __Чӑваш Тӑрӑмӗнчен__ килнӗ ачасен ушкӑнӗ хатӗрленӗ «Ҫӗр чӗлхи поэчӗ» литературӑпа музыка композицийӗпе пуҫланчӗ. Ухсай пӗтӗм чӑвашӑн наци поэчӗ пулнине __Лаш-Таяпари__ Теренина А.Н. вӗрентекен уҫса пачӗ.

__Ухсай Яккӑвӗ__ Елчӗк районӗнчи __Энтепе__ каччи Н.Фролов сержант ҫинчен те сӑвӑланӑ. Николай Фроловпа Ухсай Яккӑвӗ фронтра паллашнӑ. Воронеж фронтӗнче пӗри тӑшмана хирӗҫ вирлӗ ҫапӑҫнӑ, тепри хаҫатра ӗҫленӗ. Ухсай Яккӑвне паттӑр чӑваш каччи тӳрех килӗшнӗ. Фролов паттӑрлӑхӗ ҫинчен вӑл «Пӗр дивизири чӑваш салтакӗсемпе офицерӗсен тӑван халӑхӗ патне ҫырнӑ ҫыру» хайлавра питӗ аван ҫырса панӑ. Кун пирки Михеева А.Н. тӗплӗн каласа пачӗ.

Кӗнекене пухса хатӗрлекенӗ — __Таяпа Энтринчи__ тӗп шкулта вӑй хуракан Е.В.Алексеева. Вӑл кӗнеке мӗнле кун ҫути курни ҫинче чарӑнса тӑчӗ. «Эпир хамӑр вӑйпа кӑларнӑ кӗнеке пуриншӗн те усӑ пуласса шанас килет, кӗнеке ҫӳлӗкӗ ҫинче пустуй тусанланса ан вырттӑр вӑл. Сумлӑ поэт ятне манӑҫа кӑларма тивӗҫ ҫук пирӗн», — тесе палӑртрӗ ӗҫчен вӗрентекен.

Уявра ҫавӑн пекех мухтавлӑ поэтӑмӑрӑн хӗрӳллӗ сӑввисем чуна тивмелле янӑрарӗҫ. Я.Г.Ухсая халалласа хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсемпе Енейкина Г.Л. (__Патреккел__ шкулӗ), Хлебникова Г.Ф., Сорокина Е.Ф. (Патӑрьел районӗ), Елчӗк район ачисем Лазарева Е. (11 кл.), Филимонова Д. (8 кл.), Светопольская Е. (8 кл.) тата __Патӑрьел районӗн__ __Аслӑ Арапуҫӗнчи__ вӑтам шкултан килнӗ Викторов Д. (6 кл.) паллаштарчӗ.

Шкул библиотекарӗсен ячӗпе Сурков А.А. сӑмах илчӗ. Вӑл районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хӑйсен пултарулӑхне кӗнеке кӑларса вулакансем патне ҫитерни ырӑ ӗҫ пулнине палӑртрӗ.

Юлашкинчен __Тӑрӑм__ шкул вӗрентекенӗ В. Г. Захаров хӑй кӗвӗленӗ «Пуҫ таятпӑр Ухсай Яккӑвне» юрра илемлӗ шӑрантарчӗ.

Кӗнеке хӑтлавӗ туслӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртрӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Ҫурла, 01

1893
133
Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1931
95
Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1994
32
Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ.
1994
32
Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2008
18
Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ