Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Трак енрен композиторсем чылайӑн тухнӑ. Вӗсем тӑван халӑхӑмӑра ҫӗршер-пиншер юрӑ парнеленӗ. Хӑшӗ-пӗри, чӑн та, вӑхӑт иртнӗҫемӗн, пурнӑҫ улшӑнса пынӑ май манӑҫа тухса пырать ӗнтӗ. Чылайӑшне вара уйрӑм юрӑҫсемпе пултарулӑх коллективӗсем паян кун та манӑҫа кӑлармаҫҫӗ. Юрӑсене хывнӑ хӑш-пӗр композиторсем халӗ пирӗн хушӑра ҫук пулсан та, вӗсен хайлавӗсем вилмеҫҫӗ, пурӑнаҫҫӗ, концертсенче тӑтӑшах янӑраҫҫӗ.

Акӑ __Кушкӑ__ ялӗнче ҫуралнӑ, __Красноармейски__ ялӗнче кун кунланӑ Михаил Ильич Ильин педагог, спорт тусӗ, композитор пурӑннӑ пулсан кӑҫал 85 ҫул тултармаллаччӗ. Шел, унӑн чӗри икӗ ҫул каялла тапма чарӑнчӗ. И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче истори учителӗн дипломне алла илсе 40 ҫул ытла ҫамрӑк ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парас тесе вӑй хунӑ М. И. Ильин. Ҫавӑншӑн ӑна «РСФСР халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ», «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ учителӗ» хисеплӗ ятсем панӑ.

Обществӑлла ӗҫрен те аякра тӑман Михаил Ильич. 30 ҫул ытла пропагандист тивӗҫне пурнӑҫланӑ, ҫав хушӑрах районти тӗп больницӑпа «Сельхозтехника» пӗрлешӗвӗн хорӗсене ертсе пынӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенче вӑл районти __Акатуйӗнче__ пӗрлештернӗ хор дирижерӗ пулнӑ, республикӑри ӗҫпе юрӑ уявӗсене те пӗрре мар хутшӑннӑ. Ку вӑхӑтрах спортпа та туслӑ пулнӑ: йӗлтӗрпе чупса, волейболла выляса, шашка спортӗнче малти вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ, тренер пулса чылай спортсмен хатӗрленӗ. Михаил Ильич ертсе пыракан шашка кружокне ҫӳрекенсем республикӑра 6 хутчен — пӗрремӗш, 3 хутчен иккӗмӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ, Раҫҫей шайӗнче Рыбинск, Тула, Анат Тагил, Орел хулисенче иртнӗ ӑмӑртусенче тупӑшнӑ. Ахальтен мар пултаруллӑ тренера 1987 ҫулта «РСФСР спорт ветеранӗ» ят та панӑ.

Пушӑ вӑхӑтра Михаил Ильич ашшӗнчен юлнӑ фисгармонипе, аккордеонпа, балалайкӑпа вылянӑ, чӑвашла 50 ытла юрӑ ҫырнӑ, вӑл шутран 30-шӗ «Ялав» журналта, республикӑпа районти хаҫатсенче кун ҫути курнӑ. Пулла, кӑмпана ҫӳрени, дачӑра ӗҫлени те хавхалантару кӳнӗ ӑна.

Мӑшӑрӗ ҫинчен ҫӗнӗ «Ҫӗмӗртсем, ҫӗмӗртсем…» юрӑсен кӗнекин ум сӑмахӗнче педагогикӑра чылай вӑй хунӑ, «ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ» ята тивӗҫнӗ Мария Федоровна Ильина та ӑшшӑн аса илет. М.И. Ильинӑн ҫывӑх тусӗ, тӑванӗ — И.Р. Степанов композитор пухса хатӗрленӗ ҫак кӗнекене пӗтӗмпе Михаил Ильич кӗвӗленӗ лирикӑлла 44 юрӑ кӗнӗ. Сӑввисен авторӗсем — Н. Ершов, Ю. Петров, Л. Антонов, И. Ивник, А. Галкин, А. Тимофеев, Н. Йӑлӑм, Н. Степанова, В. Давыдов-Анатри, В. Димитриев, И. Малкай, М. Хури, Г. Трофимов, Н. Кузьмина, В. Урдаш, П. Ҫӑлкуҫ, Г. Белов. «Саншӑн мар» ятлӑ юрӑ сӑмахӗсене М. И. Ильин хӑех, «Асанне юмахӗ» ятлинне Н. Степановапа пӗрле ҫырнӑ. Юрӑсен нотисем те пур.

Кӗнекене М. И. Ильинӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне сӑнлакан чылай сӑнӳкерчӗкпе пуянлатнӑ.

Кӗнеке редакторӗ Н.Г. Ершов, музыка редакторӗ Н.Ф. Филимонов. Ӑна 100 экземпляр тиражпа Шупашкарти «Ҫӗнӗ Вӑхӑт» типографире кун ҫути кӑтартнӑ. Вӑл — юрра-кӗвве юратакансемшӗн пысӑк парне.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.01.2026 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, тупӑшлӑ контракт алӑ пусатӑр, коммерци операцине вӗҫлетӗр. Ку эсир юлашки вӑхӑтра тӗллев патне талпӑннин кӑтартӑвӗ пулӗ. Эгоцентризм патнелле туртӑннине пула ҫемьере е ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

Кӑрлач, 19

1919
107
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1923
103
Тенюшев Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1924
102
Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Петров Николай Петрович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ