Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Паян Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӗвӗ иртнӗ. Парковка хакӗсемпе, пурӑнма юрӑхлӑ чи пӗчӗк виҫене (5 510 тенкӗ) пӑхса тухнисӗр пуҫне ҫул хакне ӳстересси пирки те калаҫнӑ.

Чӑваш Енри тариф тӗлӗшӗпе конкуренци политикине пӑхса тӑракан патшалӑх службин ертӳҫи Альбина Егорова ӑнлантарса панӑ тӑрӑх ҫынсене турттаракан чи пысӑк предприятисене хыснаран укҫапа пулӑшу параҫҫӗ пулин те вӗсен ӗҫӗ ҫавах тупӑшлӑ мар иккен. Ҫул укҫи ӳстернине пӗлтӗр те ҫакӑнпах сӑлтавлатчӗҫ-ха та, хаксене пысӑклатни тӑкаксене чакарайман пулас. Тепре ӳстерсен тупӑшлӑ пулма шутлаҫҫӗ-ши?

Ҫапла май **нарӑсӑн 10-мӗшӗнчен** пуҫласа автобуссенче %blue%16 тенкӗ%/blue%, электротранспортра (троллейбуссенче ӗнтӗ) %blue%14 тенкӗ%/blue% тӳлеме тивӗ. __Шупашкартан__ __Ҫӗнӗ Шупашкара__ ҫитес тесен вара %blue%19 тенкӗ%/blue% кӑларса хумалла пулӗ. Уйӑхлӑх ҫул хучӗн хакӗ 650 тенке ҫитӗ, икӗ тӗслӗ транспортпа та ҫӳреме май параканнин вара — 1 пин тенке.

Альбина Егорова пӗлтернӗ тӑрӑх пирӗн тӑрӑхри хаксем юнашар регионсемпе пӗр шайрах (ӗҫ укҫи хӑш шайри пирки — шӑпӑрт). Асилме — ҫулталӑк каялла автобуссенче 12, троллейбуссенче 11 тенкӗ тӳленӗ. Хаксене унччен пӗлтӗрхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗнче ӳстернӗччӗ, унтанпа 9 уйӑх та иртмен-ҫке...

Хулаҫум маршручӗсемпе ҫӳрекенсемшӗн ҫеҫ савӑнма пулать — вӗсемшӗн ҫул укҫи хӑпармӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.10.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем эрне интереслӗ тата тухӑҫлӑ пуласса систереҫҫӗ. Эсир ҫӑмӑллӑнах чылай плана пурнӑҫлатӑр, пӗр-икӗ кун канма уйӑратӑр.Чи кирлти — шалти сасса итлени тата асӑрхануллӑ пулни. Ӑмсанакан ҫынсенчен аяккарах пулӑр, сирӗн ӑнӑҫӑвӑрсемшӗн чунран савӑнаканнисемпе кӑна хутшӑнӑр.

Юпа, 15

2000
25
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи