Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Паян Раҫҫей Сталинград патӗнчи ҫапӑҫӑва аса илет — ҫак хӑрушӑ пулӑм иртнӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех сывӑ юлнӑ совет салтакӗсене те манмаҫҫӗ — ӗнер, сӑмахран, __Патӑрьел районӗнчи__ __Тутар Тимешре__ пурӑнакан Галялетдинов Кешаф Шамсутдиновича саламларӗҫ.

Паллӑ кун ячӗпе ветерана Патӑрьел район администрацийӗн организаципе тӗрӗслев тата кадр ӗҫӗн пай пуҫлӑхӗ Сергей Торговцев, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн директорӗ Татьяна Малинина, ял тӑрӑхӗнчи ветерансен Канашӗн председателӗ Николай Перепелкин, ял тарӑхӗн депутачӗ Минсагир Рахматуллин, __Туҫа ял тӑрӑхӗн__ хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Алена Мальцева саламларӗҫ. Кешаф Галялетдинова вӗсем парне пачӗҫ, Республика Элтепӗрӗн М.В. Игнатьевӑн, Волгоград облаҫӗн губернаторӗн С. Боженовӑн, Патӑрьел районӗн администраци пуҫлӑхӗн Н.И. Глуховӑн салам ҫурӑвӗсене вуласа пачӗҫ.

Кешаф Шамсутдинович ҫак ялта 1924 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1942 ҫулта 18 ҫулти каччӑна ҫара илнӗ. Ҫылай ҫӗртри ҫапӑҫусене хутшӑннӑ вӑл — Полярхыҫри ҫӗрсене хӳтӗленӗ, Сталинград патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, Белоррусипе Польшӑна ирӗке кӑларнӑ, Берлин–Рейхстага ҫавӑрса илме хутшӑннӑ. 1947 ҫулхи ака уйӑхӗнче киле таврӑннӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл авланнӑ, __Ксыл-Чишма__ (1948–1949), __Тутар Тимеш__ (1949–1957) шкулӗсенче ачасене вӗрентнӗ. 1963–1985 ҫулсенче вара ӑна __Анат Туҫа__ шкулӗн директорӗ пулса тӑрӑшнӑ.

Кешаф Шамсутдинович хӑйӗн мӑшӑрӗпе Нурзиган Гималетдиновнӑпа 8 ача пӑхса ӳстернӗ. Хальхи вӑхатра унӑн 18 мӑнук, 10 мӑнук ачи.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир лӑпкӑрах пулнине, хӑвӑра ытларах шаннине туйма тытӑнатӑр. Ӗҫлӗ проектсем ӑнӑҫлӑ пулӗҫ, эсир пӗлтерӗшлӗ ыйтусене мӗнле татса панине ертӳлӗх асӑрхӗ. Ӗҫтешсемпе хутшаннӑ чухне чӑтӑмлӑ пулӑр, сире хирӗҫтерассишӗн тӑрӑшма пултарӗҫ.

Ака, 20

1874
152
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
43
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй