Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Трак енӗн мухтавлӑ ентешӗн — __Ҫавалҫырма__ ялӗнче ҫуралнӑ СССР Патшалӑх премийӗн лауреачӗн, РФ халӑх артисчӗн, РСФСР, Чӑваш тата Дагестан АССРӗсен тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн, Октябрьти Революци, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав тата «Хисеп палли» орденӗсен кавалерӗн, чӑвашсен паллӑ композиторӗн __Ф. М. Лукинӑн__ пурнӑҫӗ 1994 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче татӑлнӑ. Манмаҫҫӗ ӑна __Чатукасси__ тӑрӑхӗнче пурӑнакансем. Ҫулленех асӑну кунне йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче __Чатукассинчи__ культура аталанӑвӗпе вулавӑш тивӗҫтерӗвӗн центрӗнче иртрӗ.

Хӑнасем чылайӑн хутшӑнчӗҫ унта. Ҫав йышра композитор хӗрӗ — Татьяна Филипповна, районти ентешӗсем — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Чӑваш бройлерӗ акционерсен уҫӑ пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗ В. И. Николаев, Чӑваш халӑх поэчӗ __Ю. С. Сементер__, Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх правленийӗн председателӗ А. Н. Львов тата унӑн ҫумӗ А. В. Яковлев журналист, Раҫҫей Почтин республикӑри управленийӗн начальникӗ С. Т. Тимофеева тата И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн пӗччен юрлакансен кафедрин доценчӗ В. Г. Егоров, ҫавӑн пекех ЧР Вӗренӳ министерствин лицензи пайӗн эксперчӗ С. Г. Калашникова, республикӑри композиторсен пӗрлӗхӗн председателӗ, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн директорӗ __Н. Н. Казаков__, ЧР Пуҫлӑхӗн канашҫи М. Г. Кондратьев музыковед, Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин хор дирижерӗсен уйрӑмӗн заведующийӗ А. А. Юнисов, Чӑваш наци музейӗн директорӗн ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ В. Г. Шляхина, кунти А. М. Тихомиров ӳнерҫӗ-дизайнер, ӑслӑлӑх сотрудникӗ А. Ю. Иванов тата Т. Н. Орлова ертсе пыракан методист тата ыттисем пулчӗҫ.

Асӑну кунне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А. В. Шестаков уҫрӗ. «~~Кӑҫалхи ҫула Ф. М. Лукин композитор ҫулталӑкӗ тесе пӗлтертӗмӗр. Паян вара эпир Филипп Мироновича сума суса унӑн ӗҫлӗ ҫулӗсене аса илме пухӑнтӑмӑр. Ентеш ячӗ ҫамрӑк чӗресенче те ӗмӗр-ӗмӗр упрантӑр. Район администрацийӗ Ф. М. Лукин музейне юсаса ҫӗнӗ сӑн кӗртме, юбилей мероприятийӗсем ирттерме укҫа-тенкӗ уйӑрӗ~~», — терӗ Андрей Владимирович.

ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗ В. И. Николаев музее ноутбук парнелерӗ. Раҫҫей Почтин республикӑри управленийӗн начальникӗ С. Т. Тимофеева ятлӑ-сумлӑ композитор ячӗпе 1 миллион тенкӗлӗх конвертсем кӑларасси пирки пӗлтерчӗ. М. Г. Кондратьев «Филипп Лукин: музыкант, общественный деятель» кӗнекене ентешӗсем валли 66 экземпляр илсе килнӗ (сӑмах май, кунтах Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн кӗнеке куравӗ — библиотекарӗ Л. В. Кузьмина — ӗҫлерӗ). «Трак ен» ентешлӗх правленийӗн председателӗ А. Н. Львов композитор хӗрне — Татьяна Филипповнана ентешлӗх медальне пачӗ. Татьяна Филипповна вара музее ашшӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫлӗ хутсене татах та парнелеме шантарчӗ. Композитор ентешӗсен ячӗпе В. Н. Лукинпа Н. М. Матвеев сӑмах каларӗҫ. Музей директорӗ Н. Н. Лукина хӑнасене экспонатсемпе паллаштарчӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лару-тӑру лайӑх енне йӗркеленсе пырӗ. Ертӳлӗх сирӗнте пысӑк майсене асӑрхӗ, сирӗнпе урӑхларах хутшӑнма тытӑнӗ. Ӗҫпе, килӗшӳсемпе сӑмах пама ан васкӑр — ку тӗлӗшпе асӑрхануллӑрах пулӑр.

Ҫурла, 27

1915
110
Ефимов Мирон Ефимович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1932
93
Казанов Аркадий Петрович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1940
85
Кӑтак ял ятне улӑштарнӑ — Первомайски пулса тӑнӑ.
1961
64
Абрамова Нина Михайловна, психиатр-тухтӑр ҫуралнӑ.
1963
62
Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй