Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Нарӑсӑн вун пиллӗкӗмӗшӗ пирӗн ҫӗршывра паллӑ кун. Шӑп ҫирӗм тӑватӑ ҫул каялла ҫак хӗллехи кун пирӗн Совет Ҫарӗсем кӳршӗллӗ Афган ҫӗрӗнчен таврӑннӑ. Унта вӗсем вунӑ ҫула яхӑн — 1979 ҫулхи раштавӑн ҫирӗм пиллӗкӗмӗшӗнчен пуҫласа 1989 ҫулхи нарӑсӑн вунпиллӗкӗмӗшӗччен — хӑйсен интернационалла тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Нумай нуша тӳснӗ, нумай юн тӑкнӑ ҫак вӑрҫӑра ҫамрӑк совет салтакӗсем. __Каҫал тӑрӑхӗнчен__ Афганистана хӗсмете кайнӑ яшсенчен те тӑваттӑшӗ ҫапӑҫу хирӗнче пуҫне хунӑ. Вӗсем: __Элпуҫ__ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Вазых Тазетдинов, __Тӑманлӑ Выҫли__ яшӗ Виктор Тумаков, __Хирти Явӑш__ ачи Игорь Гаврилов, __Йӳҫ Шӑхалӗнчи__ Сергей Шмелев.

Ҫак савӑнӑҫлӑ та, ҫавӑнпа пӗрлех хурлӑхлӑ куна асӑнса __Хырхӗрри__ тӗп шкулӗнче асӑну кунӗ иртрӗ. Маларах истори учителӗ Г.Белкова ертсе пынипе ачасем ялти афган вӑрҫин ветеранӗсем ҫинчен ыйтса пӗлсе тӗпчерӗҫ. Ҫывӑх ҫыннисемпе калаҫса сӑнӳкерчӗкӗсене пуҫтарчӗҫ те стенд хатӗрлерӗҫ. Ҫак ӗҫре уйрӑмах ҫиччӗмӗш класра вӗренекен Снежана Кузнецова тӑрӑшуллӑ пулчӗ.

Асӑну кунне В.Лепешкина аслӑ вожатӑй уҫрӗ, вӑлах йӗркелесе ертсе пычӗ. Чӑн малтан ачасене афган вӑрҫин историпе паллаштарчӗ. Унтан шкула ятарласа килнӗ сумлӑ хӑнасемпе паллаштарчӗ, вӗсене сӑмах пачӗ. __Комсомольски районӗнчи__ Афганецсен союзӗн ертӳҫи Виктор Николаевич Гаврилов тата унӑн юлташӗсем — Михаил Алексеевич Киргизов, Иван Витальевич Мамуткин, Валерий Васильевич Самаркин — ҫав вутлӑ кунсем ҫинчен каласа пачӗҫ. Хушӑран алла гитара тытса афган юррисене шӑрантарчӗҫ. Кашниех хӑйсен асӗнче юлнӑ самантсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, ачасен ыйтӑвӗсене тарӑн хуравсем пачӗ. Шкул ачисем те, вӗрентекенсем те тимлесе итлерӗҫ ветерансене. Пуҫне хунисене асӑнса пӗр самант шӑп тӑчӗҫ…

Хыҫҫӑн ачасем сӑвӑсем каларӗҫ. «Асамлӑ алӑсем» кружока ҫӳрекен хӗрачасем ветерансене асӑнмалӑх хӑйсем чӗнтӗрлесе эрешленӗ сӑмса тутрисем парнелерӗҫ. Пурте пӗрле тӑрса асӑнмалӑх сӑн ӳкерчӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.01.2026 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, тупӑшлӑ контракт алӑ пусатӑр, коммерци операцине вӗҫлетӗр. Ку эсир юлашки вӑхӑтра тӗллев патне талпӑннин кӑтартӑвӗ пулӗ. Эгоцентризм патнелле туртӑннине пула ҫемьере е ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

Кӑрлач, 19

1919
107
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1923
103
Тенюшев Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1924
102
Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Петров Николай Петрович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть