__Элӗк районӗ_Элӗк район__ администрацин ЗАГС пайӗ иртнӗ уйӑхра тӗрлӗ йышши 110 акт ҫырӑвне шута илнӗ. Ҫак шутран 28-шӗ — ача ҫурални ҫинчен, ку вӑл пӗлтӗрхинчен 15 сахалтарах. Кӑҫал кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче 7 ҫемьене пӗрремӗш «кайӑк» «вӗҫсе» килнӗ, 10 ҫемьере — иккӗмӗш пепке, 7 ҫемьере — 3-мӗш ача, тӑваттӑмӗш ача 3 ҫемьере, пиллӗкмӗш 1 ҫемьере ҫуралнӑ.
Вилни ҫинчен 58 акт ҫырнӑ (пӗлтӗрхинчен 4 акт сахалтарах). Икӗ уйӑхра 31 арҫынпа 27 хӗрарӑм ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Ҫак тапхӑрта 10 мӑшӑр савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пӗрлешнӗ (2012 ҫулта — 9 мӑшӑр). Ултӑ мӑшӑр уйрӑлнӑ (иртнӗ ҫул — 10 мӑшӑр). Вӗсенчен 5-шӗ — суд йышӑнӑвӗпе, тепӗр мӑшӑр — хӑйсем шутланипе. Ашшӗ пулнине ҫирӗплетсе 5 акт, ят-хушамата улӑштарни пирки 3 акт ҫырнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.10.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Марина Карягина, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ вилнӗ. | ||
| Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |